Апостолсен ӗҫӗсем 20:1—38
20 Халӑх пӑлханма чарӑнсан, Павел вӗренекенсене чӗнтерсе илнӗ те вӗсене хавхалантарнӑ, унтан вӗсемпе сывпуллашса Македоние тухса кайнӑ.
2 Унти ҫӗрсем урлӑ кайнӑ чухне вӑл вӗренекенсене нумай хавхалантарнӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Грецие ҫитнӗ.
3 Вӑл унта виҫӗ уйӑх пурӑнсан Сирие тинӗспе таврӑнасшӑн пулнӑ. Анчах еврейсем хӑйне вӗлерме кавар тунине пӗлсен, вӑл Македони урлӑ кайма шут тытнӑ.
4 Унпа пӗрле Пирӑн, Ве́ри ҫыннин, ывӑлӗ Сопа́тр, Фессало́ника ҫыннисем Аристархпа Секу́нд, Де́рви ҫынни Гай, Тимофей тата Ази* ҫыннисем Тихикпа Трофим пынӑ.
5 Вӗсем маларах кайса пире Троадӑра кӗтсе тӑчӗҫ.
6 Эпир вара, Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн кунӗсем иртсен, Филиппӑран тинӗспе ишсе кайрӑмӑр та тепӗр пилӗк кунран вӗсем патне Троадӑна ҫитрӗмӗр, унта ҫичӗ кун пурӑнтӑмӑр.
7 Эрнен малтанхи кунӗнче эпир пӗрле апатланма пуҫтарӑнтӑмӑр. Павелӑн тепӗр кунне ҫула тухмалла пулнӑран вӑл вӗренекенсем умне сӑмах тухса каларӗ, вӑл ҫур ҫӗр ҫитичченех калаҫрӗ.
8 Эпир пуҫтарӑннӑ ҫӳлти пӳлӗмре нумай ҫутаткӑҫ ҫунатчӗ.
9 Чӳрече янахӗ ҫинче Евти́х ятлӑ пӗр ҫамрӑк ларатчӗ. Павел калаҫнӑ вӑхӑтра вӑл ҫывӑрсах кайнӑ, вара виҫҫӗмӗш хутран персе анчӗ. Ун патне пычӗҫ те — вӑл ӗнтӗ вилнӗччӗ.
10 Павел аяла анчӗ те пӗшкӗнсе ӑна ыталаса илсе: «Ан пӑшӑрханӑр, вӑл чӗрӗ», — терӗ.
11 Унтан вӑл каялла хӑпарчӗ те, ҫӑкӑр хуҫса*, ҫиме пуҫларӗ. Ҫапла вӑл чылайччен, тул ҫутӑличченех, калаҫрӗ, кайран ҫула тухса кайрӗ.
12 Хайхи ҫамрӑка вара, вӑл чӗрӗ пулнӑран калама ҫук хытӑ савӑнса, килне ӑсатса ячӗҫ.
13 Эпир карап ҫине лартӑмӑр та Асс хулине ишсе кайрӑмӑр, Павел вара унта ҫуран кайма шут тытрӗ. Пирӗн ӑна хамӑрпа пӗрле ҫав хуларан илсе каймаллаччӗ, вӑл хӑй пире ҫапла хушса хӑварнӑччӗ.
14 Унпа Асра тӗл пулсан эпир ӑна хамӑрпа пӗрле илтӗмӗр те Митилинӑна ишсе кайрӑмӑр.
15 Тепӗр кунне унтан ишсе кайса эпир Хиоса ҫитрӗмӗр, тата тепӗр кунне Самосра чарӑнса тӑтӑмӑр, виҫҫӗмӗш кунне вара эпир Милета ҫитрӗмӗр.
16 Азире вӑхӑта ытлашши ирттерес мар тесе Павел Эфеса кӗрсе тӑрас темерӗ, мӗншӗн тесен вӑл Иерусалима васкарӗ, вӑл унта Аллӑмӗш кун уявӗ тӗлне ҫитме ӗлкӗресшӗнччӗ.
17 Вӑл пухӑвӑн старейшинисене хӑй патне чӗнме Милетран Эфеса ҫын ячӗ.
18 Вӗсем ун патне пырсан, вӑл вӗсене каларӗ: «Эпӗ Азие килнӗ кунранпа сирӗн хушшӑрта хама мӗнле тытнине эсир лайӑх пӗлетӗр:
19 хама кӗҫӗне хурса, куҫҫуль юхтарса, еврейсен каварӗсене пула йывӑрлӑхсем тӳссе эпӗ Ҫӳлхуҫашӑн чура пек ӗҫлесе тӑтӑм.
20 Эпӗ сирӗншӗн мӗн усӑллӑ пулма пултарнине йӑлтах каларӑм, каламасӑр тӑмарӑм. Сире халӑх умӗнче те, килтен киле ҫӳресе те вӗрентрӗм.
21 Ҫирӗплетӳсем илсе парса* эпӗ еврейсене те, грексене те хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнме, Турӑ енне ҫаврӑнма тата Иисус Ҫӳлхуҫамӑра ӗненме ӳкӗтлерӗм.
22 Халӗ ӗнтӗ, святой сывлӑш хушнине пӑхӑнса, эпӗ Иерусалима каятӑп, унта вара хама мӗн кӗтнине пӗлместӗп.
23 Ҫакна ҫеҫ пӗлетӗп: мана тӗрмепе асапсем кӗтни ҫинчен святой сывлӑш мана кашни хуларах пӗлтерсе тӑрать.
24 Маншӑн вара хамӑн пурнӑҫ пӗртте хаклӑ мар, манӑн хамӑн ҫула чупса тухасчӗ ҫеҫ тата Иисус Ҫӳлхуҫа хама хушнӑ ӗҫе — Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтерес ӗҫе — туса пӗтересчӗ ҫеҫ.
25 Эпӗ ҫакна пӗлетӗп: эсир пурте — эпӗ Патшалӑх ҫинчен пӗлтернисем — мана урӑх нихӑҫан та кураймӑр.
26 Ҫавӑнпа та эпӗ сире паян ҫакна ҫирӗплетсе пама ыйтатӑп: эпӗ никам юнӗшӗн те айӑплӑ мар,
27 мӗншӗн тесен эпӗ сире Туррӑн ирӗкӗ ҫинчен мӗн каламаллине пӗтӗмпех каларӑм, каламасӑр тӑмарӑм.
28 Хӑвӑра хӑвӑр та, пӗтӗм кӗтӗве те асӑрхасах тӑрӑр. Святой сывлӑш сире ҫав кӗтӗве пӑхса тӑраканӗсем пулма, Турӑ пухӑвӗн кӗтӳҫисем пулма суйласа лартнӑ, Турӑ вара ӑна хӑйӗн Ывӑлӗн юнӗпе тӳлесе илнӗ.
29 Эпӗ пӗлетӗп: эпӗ кайнӑ хыҫҫӑн сирӗн хушша тискер кашкӑрсем кӗрӗҫ, вӗсем кӗтӗве хӗрхенсе тӑмӗҫ.
30 Хӑвӑр хушшӑрта та вӗренекенсене хӑйсем хыҫҫӑн илсе каймашкӑн чӑнлӑха пӑсса вӗрентекенсем пулӗҫ.
31 Ҫавӑнпа ӗнтӗ сыхӑ тӑрӑр, эпӗ сирӗнтен кашнине виҫӗ ҫул хушши куҫҫуль юхтарса кунӗн-ҫӗрӗн пӗр чарӑнмасӑр вӗрентнине асра тытӑр.
32 Халӗ вара эпӗ сире Туррӑн аллине тата унӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ ҫинчен калакан сӑмахӗн хӳттине шанса парса хӑваратӑп. Унӑн сӑмахӗ сире ҫирӗплетӗ тата сӑваплӑ ҫынсене пама шантарнӑ еткере илме май парӗ.
33 Эпӗ никамран та хам валли кӗмӗл те, ылтӑн та, тумтир те ыйтмарӑм.
34 Хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ, хама тата хампа пӗрле ҫӳрекенсене мӗн кирлине эпӗ хам аллӑмпах ӗҫлесе илтӗм.
35 Хамӑн тӗслӗхпе эпӗ сире ҫапла тӑрӑшса ӗҫлемеллине, халсӑррисене пулӑшса тӑмаллине тата Иисус Ҫӳлхуҫан сӑмахне асра тытмаллине кӑтартса патӑм. Вӑл хӑй: „Илессинчен парасси телейлӗрех тӑвать“, — тенӗ».
36 Ҫакна каласан Павел ыттисемпе пӗрле чӗркуҫленсе ларнӑ та вӗсемпе пӗрле кӗлтунӑ.
37 Ҫавӑн чухне пурте йӗрсе янӑ, Павела ытала-ытала чуптунӑ.
38 Пуринчен ытла вӗсене «эсир мана урӑх кураймӑр» тени хурлантарса янӑ. Кайран вӗсем ӑна карап патне ҫитичченех ӑсатса янӑ.