Апостолсен ӗҫӗсем 7:1—60

  • Стефан Синедрион умӗнче сӑмах тухса калать (1—53)

    • Патриархсен вӑхӑчӗ (2—16)

    • Моисей — Израиль халӑхӗн ертӳҫи; халӑх йӗрӗхсене пуҫҫапать (17—43)

    • Турӑ ҫынсем тунӑ храмсенче пурӑнмасть (44—50)

  • Стефана чулпа персе вӗлереҫҫӗ (54—60)

7  Чи аслӑ священник унран ыйтнӑ: «Ку чӑнах та ҫапла-и?»  Стефа́н каланӑ: «Тӑвансем тата аттесем, итлӗр-ха. Пирӗн мӑн асатте Авраа́м Харранра пурӑнма пуҫличчен ӑна Месопотамире мухтав Турри курӑннӑ та  каланӑ: „Хӑвӑн ҫӗрӳнтен тухса, тӑванусене хӑварса эпӗ кӑтартас ҫӗре кай“.  Вара Авраа́м халдейсен ҫӗрӗнчен тухса кайнӑ та Харранра вырнаҫнӑ. Унӑн ашшӗ вилсен, Турӑ ӑна эсир халӗ пурӑнакан ҫӗре куҫарнӑ.  Ун чухне Турӑ ӑна ура лаппи пусмалӑх та еткер ҫӗр паман. Анчах та Авраа́мӑн ачи-пӑчи пулман чухнех Турӑ ҫак ҫӗре ӑна тата унӑн тӑхӑмне парӑп тесе сӑмах панӑ.  Турӑ Авраама санӑн тӑхӑму ют ҫӗршывра пурӑнӗ, вӗсене чура туса 400 ҫул хӗсӗрлӗҫ тенӗ.  „Анчах та вӗсене чура туса пурӑнакан халӑха эпӗ суд тӑвӑп, — тенӗ Турӑ. — Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем унтан тухӗҫ те ҫак ҫӗрте маншӑн ӗҫлесе тӑрӗҫ“.  Тата Турӑ Авраама ӳт кастарма хушса унпа килӗшӳ тунӑ. Авраа́мӑн Исаа́к ҫуралсан, вӑл саккӑрмӗш кунне унӑн ӳтне каснӑ. Исаакӑн Иаков ҫуралнӑ, Иаковӑн 12 ывӑл ҫуралнӑ*, вӗсем вара йӑхсен пуҫӗсем пулса тӑнӑ.  Иосифӑн пиччӗшӗсем, кӗвӗҫнӗрен, ӑна Египета сутса янӑ. Анчах та Турӑ унпа пӗрле пулнӑ, 10  вӑл ӑна пур инкекрен те хӑтарнӑ. Турӑ ӑна ӑслӑлӑх панӑ тата Египет патшин, фараонӑн, кӑмӑлне ун енне ҫавӑрнӑ. Лешӗ вара ӑна Египетӑн пуҫлӑхӗ тата хӑйӗн пӗтӗм килне пӑхса тӑракан тунӑ. 11  Пӗтӗм Египета тата Ханаа́н ҫӗрне пысӑк инкек ҫитнӗ — выҫлӑх пуҫланнӑ, ҫавӑнпа пирӗн мӑн асаттесен ҫимелли пулман. 12  Иаков Египетра тырӑ пуррине илтнӗ, вара пирӗн мӑн асаттесене унта янӑ. 13  Иосифӑн пӗртӑванӗсем унта тепӗр хут кайсан, Иосиф вӗсене хӑй кам иккенне каланӑ, вара фараон та Иосифӑн ҫемйи ҫинчен пӗлнӗ. 14  Унтан Иосиф Египета хӑйӗн ашшӗне, Иакова, тата хурӑнташӗсене чӗннӗ — пурӗ 75 ҫын. 15  Иаков Египета пурӑнма куҫнӑ. Вӑл хӑй те, пирӗн мӑн асаттесем те ҫавӑнтах вилнӗ. 16  Вӗсен шӑммисене Сихема куҫарса тупӑклӑха хунӑ. Ҫав тупӑклӑха Авраа́м Еммо́р ывӑлӗсенчен кӗмӗл укҫапа илнӗ пулнӑ. 17  Турӑ Авраама панӑ сӑмах пурнӑҫланас вӑхӑт ҫывхарса пынӑ. Израиль халӑхӗ Египетра вӑйлӑлансах, йышлӑлансах пынӑ. 18  Вӑхӑт иртсен, Египетра урӑх фараон патшана ларнӑ, вӑл Иосифа пӗлмен. 19  Вӑл пирӗн халӑхпа чеен хӑтланнӑ тата пирӗн аттесене хӑйсен анчахрах ҫуралнӑ ачисене, вӗсем чӗрӗ ан юлччӑр тесе, пӑрахма хушнӑ. 20  Ҫав вӑхӑтра Моисей ҫуралнӑ. Вӑл тӗлӗнмелле хитре* пулнӑ. Ӑна ашшӗн килӗнче виҫӗ уйӑх хушши пӑхса ӳстернӗ. 21  Анчах ӑна пӑрахма тивнӗ, фараон хӗрӗ вара ӑна тупнӑ та хӑйӗн ывӑлӗ пек пӑхса ӳстернӗ. 22  Моисея Египетри пӗтӗм ӑслӑлӑха вӗрентнӗ, вӑл сӑмахӗпе те, ӗҫӗпе те хӑватлӑ пулнӑ. 23  Хӗрӗх ҫула ҫитсен вӑл хӑйӗн тӑванӗсем, Израиль ывӑлӗсем, мӗнле пурӑннине кайса курма шут тытнӑ. 24  Моисей, хӑйӗн тӑванне Египет ҫынни пусмӑрланине курсан, тӑванӗ хутне кӗнӗ те ҫав Египет ҫыннине вӗлерсе уншӑн тавӑрнӑ. 25  Вӑл хӑйӗн урлӑ Турӑ вӗсене ҫӑласшӑн пулнине тӑванӗсем ӑнланӗҫ тесе шухӑшланӑ, анчах та вӗсем ҫавна ӑнланман. 26  Тепӗр кунне вӑл вӗсем патне пынӑ та вӗсенчен иккӗшӗ ҫапӑҫнине курнӑ. Вӑл вӗсене мирлештерме тӑрӑшса: „Эсир тӑвансем-ҫке, — тенӗ. — Мӗншӗн эсир пӗр-пӗрне кӳрентеретӗр?“ 27  Анчах та вӗсенчен пӗри, тӑванӗпе хӑйне тӗрӗс мар тытаканни, Моисея тӗртсе ярса ӑна каланӑ: „Сана пирӗн пуҫлӑх тата пирӗн судья пулма кам лартрӗ? 28  Ӗнер Египет ҫыннине вӗлернӗ пек, эсӗ мана та вӗлересшӗн мар-и?“ 29  Ҫакна илтсен Моисей Мадиа́н ҫӗрне тухса тарнӑ та унта пурӑнма пуҫланӑ. Ҫавӑнта унӑн икӗ ывӑл ҫуралнӑ. 30  Хӗрӗх ҫул иртсен, Сина́й тӑвӗ ҫумӗнчи пушхирте ӑна ҫунса тӑракан йӗплӗ тӗмӗ ҫулӑмӗ ӑшӗнчен ангел курӑннӑ. 31  Ҫакна курсан Моисей питӗ тӗлӗннӗ. Вӑл лайӑхрах курас тесе патнерех пырсан вара, Иеговӑн* сасси илтӗннӗ: 32  „Эпӗ санӑн мӑн аслаҫусен Турри, Авраа́мӑн, Исаакӑн, Иаковӑн Турри“. Моисей, чӗтреме ернӗскер, тӗмӗ ҫине пӑхма та хӑяйман. 33  Иегова* ӑна каланӑ: „Урунти сандалисене хыв, мӗншӗн тесен эсӗ тӑракан вырӑн — сӑваплӑ ҫӗр. 34  Эпӗ хамӑн халӑха Египетра пусмӑрланине куртӑм, вӑл йынӑшнине илтрӗм, ӑна ҫӑлма антӑм. Ҫавӑнпа эпӗ сана Египета яратӑп“. 35  Турӑ шӑпах ҫав Моисея, вӗсем: „Сана пуҫлӑх тата судья пулма кам лартрӗ?“ — тесе каланипе йышӑнманскере, ҫунакан тӗмӗ ӑшӗнчен курӑннӑ ангел урлӑ пуҫлӑх пек тата хӑтаракан пек янӑ. 36  Ҫав ҫын Египетра, Хӗрлӗ тинӗс патӗнче, кайран вара 40 ҫул хушши пушхирте тӗлӗнмелле ӗҫсем туса тата паллӑсем кӑтартса вӗсене илсе тухнӑ. 37  Шӑпах ҫав Моисей Израиль ҫыннисене каланӑ: „Турӑ сире валли хӑвӑрӑн тӑвансем хушшинчен ман пек пророка суйласа лартӗ“. 38  Шӑпах вӑл Израиль халӑхӗпе, пирӗн мӑн асаттесемпе, пушхирте пулнӑ. Шӑпах унпа ангел Сина́й тӑвӗ ҫинче калаҫнӑ, тата шӑпах вӑл, пире пӗлтермешкӗн, Турӑран чӗрӗ* сӑмахсем илнӗ. 39  Пирӗн мӑн асаттесем ӑна итлесшӗн пулман, унран пӑрӑннӑ тата Египета каялла таврӑнасшӑн пулнӑ. 40  Вӗсем Аарона каланӑ: „Хамӑра ертсе пымашкӑн турӑсем туса пар пире, мӗншӗн тесен ҫак Моисейпа, пире Египетран илсе тухнӑскерпе, мӗн пулнине эпир пӗлместпӗр“. 41  Ҫав кунсенче вӗсем пӑру кӗлеткине тунӑ, ҫав йӗрӗхе парне кӳрсе хӑйсен алли тунӑскер умӗнче савӑннӑ. 42  Ҫавӑнпа Турӑ вӗсенчен пӑрӑннӑ, вӗсене тӳпери ҫара пуҫҫапма чарман. Ҫакӑн ҫинчен пророксен кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: „Израиль ҫыннисем, пушхирте 40 ҫул хушши эсир мана парне кӳрсе тӑтӑр-и? 43  Эсир хӑвӑрпа пӗрле Моло́х чатӑрӗпе Ремфа́н туррӑн ҫӑлтӑрне — хӑвӑр валли пуҫҫапма тунӑ йӗрӗхсене — йӑтса ҫӳрерӗр. Ҫавӑнпа эпӗ сире Вавилонран та аяккарах куҫарса ярӑп“. 44  Пирӗн мӑн асаттесен пушхирте килӗшӳ чатӑрӗ* пулнӑ. Ҫав чатӑра Турӑ Моисея хушнӑ пек тунӑ, вӑл мӗнле пулмаллине Турӑ Моисея кӑтартнӑ пулнӑ. 45  Пирӗн мӑн асаттесен ачисем ҫав чатӑра еткерлӗхе илнӗ. Вӗсем ӑна, Турӑ хӑйсенчен хӑваласа янӑ халӑхсем пурӑннӑ ҫӗре Иисус Навинпа кӗнӗ чухне, хӑйсемпе пӗрле илсе килнӗ. Вӑл унта Давид пурӑннӑ вӑхӑтченех пулнӑ. 46  Давид, Туррӑн кӑмӑлне кайнӑскер, Иаков Турринчен хӑйне чыс тума — ун валли ҫурт туса лартма — ыйтнӑ. 47  Ҫапах та ҫав ҫурта Соломон туса лартнӑ. 48  Анчах Ҫӳлти Турӑ ҫынсем тунӑ ҫуртсенче пурӑнмасть. Пророк та ҫапла калать: 49  „Тӳпе — манӑн престол, ҫӗр — манӑн ура саккийӗ. Эсир ман валли мӗнле ҫурт туса лартӑр-ши? — тет Иегова*. — Манӑн пурӑнмалли вырӑн ӑҫта пулӗ-ши? 50  Ҫаксене пурне те эпӗ хамӑн алӑпа туман-и-ха?“ 51  Кутӑн ҫынсем! Сирӗн чӗресем те хытӑ, хӑлхасем те хупӑ.* Эсир ялан святой сывлӑша хирӗҫ пыратӑр. Сирӗн мӑн аслаҫӑрсем мӗн тунӑ, эсир те ҫавнах тӑватӑр. 52  Сирӗн мӑн аслаҫӑрсем пророксенчен хӑшне хӗсӗрлемен? Тӳрӗскер килесси ҫинчен малтанах калакансене вӗсем вӗлернӗ. Ҫав Тӳрӗскере эсир сутрӑр тата вӗлертӗр. 53  Эсир ангелсем урлӑ панӑ закона илтӗр, анчах ӑна тытса тӑмарӑр». 54  Ҫакна илтсен, вӗсем урса кайнипе шӑлӗсене шатӑртаттарма пуҫланӑ. 55  Стефа́н вара святой сывлӑшпа тулса тӳпенелле пӑхнӑ та Туррӑн мухтавне тата Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Иисуса курнӑ, 56  вара каланӑ: «Эпӗ тӳпе уҫӑлса кайнине тата Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Этем Ывӑлне куратӑп». 57  Анчах вӗсем хыттӑн кӑшкӑрса, хӑлхисене хупласа пурте ун ҫине тапӑннӑ. 58  Унтан ӑна хула тулашне илсе тухса чулпа пеме пуҫланӑ. Стефан пирки суйса каласа кӑтартакансем хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене Савл ятлӑ ҫамрӑкӑн ури умне хунӑ. 59  Стефан, хӑйне чулпа пенӗ вӑхӑтра, йӑлӑнса каланӑ: «Иисус, Ҫӳлхуҫам, хамӑн сывлӑшӑма сан аллуна паратӑп». 60  Унтан, чӗркуҫленсе ларса, хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: «Иегова*, ҫак ҫылӑхшӑн вӗсене ан айӑпла!» Ҫакна каланӑ та — вилсе кайнӑ*.

Сноскӑсем

Е, тен, «Исаа́к — Иакова, Иаков хӑйӗн 12 ывӑлне ҫавнах тунӑ».
Е «Турӑ куҫӗ умӗнче хитре».
Урӑхла каласан, нихҫан пӗтми, хӑватлӑ.
Е «Турӑ хӑйсемпе пулнине кӑтартакан чатӑр».
Е «Чӗресемпе хӑлхасен ӳтне кастарманскерсем».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫывӑрса кайнӑ».