Апостолсен ӗҫӗсем 8:1—40

  • Савл пухӑва хӗсӗрлет (1—3)

  • Филипп Самарире хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне ӑнӑҫлӑн тӑвать (4—13)

  • Пётрпа Иоана Самарие яраҫҫӗ (14—17)

  • Симон святой сывлӑша укҫалла илесшӗн (18—25)

  • Хӗрарӑм патша ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракан Эфиопи ҫынни (26—40)

8  Стефана вӗлернине Савл ырланӑ. Ҫав кунран пуҫласа Иерусалимри пухӑва хытӑ хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Апостолсемсӗр пуҫне ыттисем пурте Иудейӑпа Сама́ри тӑрӑх саланса пӗтнӗ.  Стефана вара Турӑран хӑракан ҫынсем пытарнӑ, вӗсем уншӑн питӗ хытӑ хуйхӑрса йӗнӗ.  Савл ӗнтӗ пухӑва пӗтерме тӑрӑшнӑ. Килтен киле ҫӳресе вӑл арҫынсене те, хӗрарӑмсене те сӗтӗре-сӗтӗре тухса тӗрмене хуптарнӑ.  Вӗренекенсем тӗрлӗ ҫӗрсене саланса ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ.  Филипп Сама́ри хулине* ҫитнӗ те унта Христос ҫинчен пӗлтерсе ҫӳреме пуҫланӑ.  Халӑх, Филипа итлесе тата вӑл тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене курса, вӑл мӗн каланине питӗ тимленӗ.  Нумай ҫын ӑшӗнчен, хыттӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра, вӗсене ярса илнӗ усал сывлӑшсем тухнӑ. Унсӑр пуҫне, паралич ҫапнӑ ҫынсем те, уксах ҫынсем те нумайӑшӗ сывалнӑ.  Ҫав хулари халӑх хытӑ савӑннӑ.  Самарире Си́мон ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ. Вӑл асамлӑ ӗҫсем туса хулари ҫынсене тӗлӗнтернӗ тата хӑй пирки аслӑ ҫын тенӗ. 10  Пурте — ахаль ҫынсем те, ятлӑ-сумлисем те — ӑна итленӗ. Вӗсем ҫапла каланӑ: «Ку ҫынра Туррӑн пысӑк хӑвачӗ пур». 11  Вӑл мӗн каланине вӗсем тимленӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн асамлӑ ӗҫӗсемпе вӗсене нумай вӑхӑт хушши тӗлӗнтерсе пурӑннӑ. 12  Анчах та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен тата Иисус Христос ячӗ ҫинчен ырӑ хыпара пӗлтернӗ Филипа ӗненсен, вӗсем — арҫынсем те, хӗрарӑмсем те — шыва кӗнӗ. 13  Си́мон та ӗненнӗ те шыва кӗнӗ. Вӑл Филипп ҫумӗнчен кайма пӗлмен. Филипп кӑтартнӑ паллӑсене тата вӑл тунӑ хӑватлӑ ӗҫсене курса Си́мон хытӑ тӗлӗннӗ. 14  Самарири ҫынсем Турӑ сӑмахне йышӑннине илтсен, Иерусалимра пулнӑ апостолсем вӗсем патне Пётрпа Иоана янӑ. 15  Лешсем пынӑ та, Сама́ри ҫыннисем святой сывлӑш илччӗр тесе, вӗсемшӗн кӗлтунӑ. 16  Мӗншӗн тесен вӗсене Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗпе шыва кӗртнӗ пулнӑ, анчах та вӗсем ҫине святой сывлӑш анман пулнӑ-ха. 17  Пётрпа Иоанн вӗсем ҫине ал хурсан вара, вӗсем святой сывлӑш илнӗ. 18  Си́мон, апостолсем ал хунипе ҫынсем ҫине святой сывлӑш аннине курсан, апостолсене укҫа сӗнсе 19  каланӑ: «Ҫак хӑвата мана та парӑр-ха. Эпӗ алӑ хунипе те ҫынсем святой сывлӑш илме пултарччӑр». 20  Анчах Пётр ӑна каланӑ: «Санӑн укҫу* хӑвпа пӗрлех пӗттӗр! Эсӗ Турӑ паракан парнене укҫалла илме пулать тесе шутлатӑн-и? 21  Эсӗ ҫак ӗҫе хутшӑнма пултараймастӑн, мӗншӗн тесен Турӑ санӑн чӗрӳ чее пулнине курать. 22  Ҫавӑнпа ӳкӗн те Иеговӑна* йӑлӑн, вара, тен, вӑл сана усал шухӑшусемшӗн каҫарӗ. 23  Эсӗ йӳҫӗ наркӑмӑш* тата ҫылӑх чури пулнине эпӗ курсах тӑратӑп». 24  Вара Си́мон вӗсене каланӑ: «Иеговӑна* маншӑн кӗлтусамӑр: эсир калани манпа ан пултӑрччӗ». 25  Вӗсем унта Иеговӑн* сӑмахне пӗлтерсе тухсан Иерусалима каялла кайнӑ, ҫула май Самарири чылай ялта ырӑ хыпар пӗлтернӗ. 26  Филипа вара Иеговӑн* ангелӗ каланӑ: «Иерусалимран Газӑна анакан ҫул ҫине тух та кӑнтӑр еннелле кай». (Ку вӑл пушхирти ҫул.) 27  Филипп ҫапла тунӑ та. Унта вӑл хӗрарӑм патша ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракан* пӗр Эфиопи ҫыннине курнӑ, вӑл канда́кин* — Эфиопи хӗрарӑм патшин — пӗтӗм пуянлӑхне пӑхса тӑраканӗ* пулнӑ. Вӑл Иерусалима Турра пуҫҫапма пынӑ пулнӑ. 28  Хӑйӗн урапи ҫинче ларса килне таврӑннӑ чухне вӑл Иса́ия пророк кӗнекине сасӑпа вуласа пынӑ. 29  Сывлӑш Филипа: «Ҫак урапана хуса ҫит», — тенӗ. 30  Филипп урапа патне чупса ҫитнӗ те, Эфиопи ҫынни Иса́ия пророк кӗнекине вуланине илтсен, унран: «Хӑв мӗн вуланине ӑнланатӑн-и?» — тесе ыйтнӑ. 31  Лешӗ: «Никам та ӑнлантарса памасан, манӑн мӗнле ӑнланас?» — тенӗ те Филипа урапа ҫине хӑпарса хӑйпе юнашар ларма ыйтнӑ. 32  Вӑл Ҫырури ҫак вырӑна вуланӑ: «Ӑна сурӑха пусма илсе пынӑ пек илсе пынӑ. Путек хӑйӗн ҫӑмне касакан умӗнче пӗр сассӑр пулнӑ пек, вӑл нимӗн те шарламан. 33  Ӑна мӑшкӑл кӑтартнӑ, тӗрӗс мар суд тунӑ. Унӑн йӑх-кӑкӗ ҫинчен кам каласа парӗ? Унӑн пурнӑҫӗ ҫӗр ҫинче татӑлнӑ ӗнтӗ». 34  Хӗрарӑм патша ҫумӗнче ӗҫлесе тӑраканӗ* Филипа каланӑ: «Тархасшӑн, кала-ха, пророк ҫакӑнта кам ҫинчен калать: хӑй ҫинчен-и е урӑх ҫын ҫинчен?» 35  Филипп ӑна, ҫак пророкла каланинчен пуҫласа, Иисус ҫинчен ырӑ хыпар калама тытӑннӑ. 36  Ҫапла малалла кайса вӗсем шыв хӗррине ҫитнӗ. Вара хӗрарӑм патша ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракан каланӑ: «Акӑ шыв, шыва кӗме мана мӗн чарать?» 37  ——* 38  Вӑл урапине чарма хушнӑ та, вара вӗсем иккӗшӗ — вӑл хӑй те, Филипп та — шыва кӗрсе тӑнӑ, унтан Филипп ӑна шыва кӗртнӗ. 39  Вӗсем шывран тухсан, Иеговӑн* сывлӑшӗ Филипа тӳрех унтан илсе кайнӑ. Хӗрарӑм патша ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракан ӑна урӑх курман, вӑл савӑнса хӑй ҫулӗпе малалла кайнӑ. 40  Филипп вара Азота ҫитнӗ. Кесарие ҫитичченех вӑл пур хулара та ырӑ хыпар пӗлтерсе пынӑ.

Сноскӑсем

Е, тен, «Самарири пӗр хулана».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӗмӗлӳ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ват; сехре».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «евнуха».
Ку вӑл Эфиопи хӗрарӑм патшин титулӗ.
Е «хыснаҫи».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «евнух».