Лука 7:1—50

  • Ҫӗр салтак пуҫлӑхӗн ӗненӗвӗ (1—10)

  • Иисус Наин хулинчи тӑлӑх арӑмӑн ывӑлне вилӗмрен чӗртсе тӑратать (11—17)

  • Иисус Шыва кӗртекен Иоана мухтать (18—30)

  • Иисус хытӑ чӗреллӗ ӑрӑва айӑплать (31—35)

  • Ҫылӑхлӑ хӗрарӑма каҫарни (36—50)

    • Парӑма кӗнӗ икӗ ҫын ҫинчен калакан тӗслӗх (41—43)

7  Итлесе тӑракан халӑха хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерсен, Иисус Капернаума кӗнӗ.  Унта ҫӗр салтак пуҫлӑхӗн* пӗр чури вилес пекех чирлӗ выртнӑ, ҫав чурана вӑл питӗ хакланӑ.  Иисус ҫинчен илтсен, хӑйӗн чурине сыватма килтӗрччӗ тесе йӑлӑнмашкӑн, вӑл ун патне иудейсен старейшинисене янӑ.  Лешӗсем Иисус патне пынӑ та ӑна йӑлӑнса ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ пирки каланӑ: «Вӑл санран пулӑшу илме тивӗҫлӗ ҫын.  Вӑл пирӗн халӑха юратать, пире синагога та туса пачӗ».  Вара Иисус вӗсемпе пӗрле кайнӑ. Вӑл ҫӗр салтак пуҫлӑхӗн ҫурчӗ патне ҫитеспе лешӗ ӑна хирӗҫ тусӗсене ҫапла калама янӑ: «Хуҫамӑм, ан чӑрман. Эпӗ сана хамӑн киле кӗртме те тивӗҫлӗ мар.  Сан патна пыма та хама тивӗҫлӗ мар тесе шутларӑм. Кала ҫеҫ — манӑн тарҫӑм сывалӗ.  Эпӗ хам та пӑхӑнса тӑракан ҫын, манӑн хама пӑхӑнса тӑракан салтаксем те пур. Эпӗ вӗсенчен пӗрне: „Кай!“ — тетӗп те, вӑл каять; теприне: „Кил!“ — тетӗп те, вӑл килет; хамӑн чурана та: „Ҫавна ту!“ — тесе хушсан, вӑл тӑвать».  Ҫак сӑмахсене илтсен Иисус унран тӗлӗннӗ, вара хӑй хыҫҫӑн пыракан халӑх еннелле ҫаврӑнса ҫапла каланӑ: «Калатӑп сире: эпӗ Израиль ҫыннисем хушшинче те ҫакӑн пек хытӑ ӗненнине курман». 10  Ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ янисем каялла таврӑнсан, леш чура сывалнине курнӑ. 11  Нумаях та вӑхӑт иртмен, Иисус Наи́н хулине кайнӑ, унпа пӗрле вӗренекенӗсем тата темӗн чухлӗ халӑх пынӑ. 12  Вӑл хула хапхи патне ҫывхарнӑ чухне хуларан вилнӗ ҫынна, тӑлӑх арӑмӑн пӗртен-пӗр ывӑлне, ҫӗклесе тухнӑ. Ҫав тӑлӑх арӑмпа пӗрле хуларан нумай ҫын утса тухнӑ. 13  Ҫӳлхуҫа ҫав тӑлӑх арӑма курсан ӑна питӗ шелленӗ, вара ӑна: «Ан макӑр», — тенӗ. 14  Унтан вӑл пырса наҫилккана сӗртӗннӗ те, ӑна ҫӗклесе пыракансем чарӑнса тӑнӑ. Иисус вара каланӑ: «Ачам, калатӑп сана: тӑр!» 15  Вилнӗскерӗ тӑрса ларнӑ та калаҫма пуҫланӑ. Иисус ӑна каялла амӑшне тавӑрса панӑ. 16  Ҫынсем пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайнӑ, вӗсем Турра мухтаса: «Пирӗн хушшӑмӑртан аслӑ пророк тухрӗ» тата «Турӑ хӑйӗн халӑхне аса илчӗ», — тенӗ. 17  Вӑл ҫапла туни ҫинчен пӗтӗм тавралӑха, пӗтӗм Иудейӑна хыпар сарӑлнӑ. 18  Ҫавӑн ҫинчен йӑлтах Иоана хӑйӗн вӗренекенӗсем каласа кӑтартнӑ. 19  Вара вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсенчен иккӗшне чӗнсе илнӗ те Ҫӳлхуҫа патне: «Килмелли эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле?» — тесе ыйтма янӑ. 20  Вӗсем Иисус патне пырсан каланӑ: «Шыва кӗртекен Иоанн пире сан патна ҫапла ыйтма ячӗ: „Килмелли эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле?“» 21  Шӑп ҫав вӑхӑтра Иисус нумай ҫынна чир-чӗртен сыватнӑ, усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларнӑ, суккӑррисене те нумайӑшне куракан тунӑ. 22  Иоанӑн вӗренекенӗсене вара Иисус ҫапла каланӑ: «Кайӑр та хӑвӑр мӗн илтнине тата мӗн курнине Иоана каласа парӑр: суккӑррисем кураҫҫӗ, уксаххисем утса ҫӳреҫҫӗ, тилҫеллисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтеҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, чухӑннисене ырӑ хыпар пӗлтереҫҫӗ. 23  Кам мана пула ӗненме пӑрахмасть*, ҫавӑ телейлӗ». 24  Иоанӑн вӗренекенӗсем кайсассӑн, Иисус халӑха Иоанн ҫинчен калама пуҫланӑ: «Эсир пушхире мӗн курма кайрӑр? Ҫилпе хумханса ларакан хӑмӑша-и? 25  Мӗн курма кайрӑр вара эсир? Чаплӑ тумтир тӑхӑннӑ ҫынна-и? Анчах чаплӑ тумтир тӑхӑнакан, пуян пурӑнакан ҫынсем патша керменӗнче пурӑнаҫҫӗ. 26  Апла мӗн курма кайрӑр-ха эсир? Пророка-и? Ҫапла, калатӑп сире: вӑл пророкран та аслӑ. 27  Шӑп ун ҫинчен „Акӑ эпӗ сан умӑнтан хамӑн хыпарҫӑна яратӑп, вӑл сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ“ тесе ҫырнӑ пулнӑ. 28  Калатӑп сире: ҫӗр ҫинче пурӑннисенчен Иоанран аслӑраххи пулман, анчах Турӑ Патшалӑхӗнче кӗҫӗнни — унран аслӑ». 29  (Ҫакна илтсен пӗтӗм халӑх, налог пуҫтаракансем те, Иоанн патӗнче шыва кӗнӗскерсем, Турӑ пирки вӑл тӳрӗ тенӗ. 30  Фарисейсемпе закона питӗ лайӑх пӗлекенсем вара ун патӗнче шыва кӗменнипе Туррӑн ирӗкне* пӑхӑнман.) 31  Иисус малалла каланӑ: «Ҫак ӑру ҫыннисене кампа танлаштарам-ши? Кам евӗрлӗ вӗсем? 32  Вӗсем пасарта пӗр-пӗрне ҫапла каласа ларакан ачасем евӗрлӗ: „Эпир сире валли флейта каларӑмӑр, эсир вара ташламарӑр. Эпир уласа макӑртӑмӑр, эсир вара йӗмерӗр“. 33  Акӑ Шыва кӗртекен Иоанн килчӗ те — ҫӑкӑр та ҫимест, хӗрлӗ эрех те ӗҫмест, эсир вара: „Ун ӑшӗнче демон“, — тетӗр. 34  Этем Ывӑлӗ килчӗ те — ҫиет те, ӗҫет те. Эсир вара ун ҫинчен ҫапла калатӑр: „Ку ҫын тӑрана пӗлмест, эрех ӗҫме юратать, налог пуҫтаракансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ“. 35  Анчах ҫыннӑн ӑслӑлӑхӗ* унӑн ӗҫӗсенчен курӑнса тӑрать». 36  Пӗр фарисей Иисуса хӑнана чӗннӗ. Вара Иисус ун патне пынӑ та сӗтел хушшине апат ҫиме ларнӑ*. 37  Ҫав хулара пӗр хӗрарӑм пурӑннӑ, пурте ӑна ҫылӑхлӑ хӗрарӑм пек пӗлнӗ. Вӑл, Иисус фарисей килӗнче апат ҫинине пӗлсен, унта алебастр савӑтпа ырӑ шӑршӑллӑ ҫу илсе пынӑ. 38  Вӑл Иисус патне хыҫалтан пырса ун ури патӗнче чӗркуҫленсе ларнӑ та макӑра-макӑра, унӑн урисене куҫҫулӗпе йӗпетсе, ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илнӗ, унӑн урисене чуптунӑ тата вӗсем ҫине ҫу юхтарнӑ. 39  Ҫакна курсан, Иисуса чӗннӗ фарисей хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: «Ку ҫын чӑнах та пророк пулнӑ пулсан, хӑйне мӗнле хӗрарӑм сӗртӗннине пӗлнӗ пулӗччӗ, ҫак хӗрарӑм ҫылӑхлӑ вӗт». 40  Вара Иисус ӑна каланӑ: — Си́мон, эпӗ сана пӗр япала каласшӑн. — Кала, Вӗрентекен, — тенӗ лешӗ. 41  — Икӗ ҫын кивҫен паракана парӑмлӑ пулнӑ. Пӗрин парӑмӗ — 500 дина́ри*, теприн 50 дина́ри пулнӑ. 42  Анчах тӳлемешкӗн вӗсен нимӗн те пулманран, кивҫен панӑ ҫын вӗсене иккӗшне те каҫарнӑ*. Сан шутпа, вӗсенчен хӑшӗ ӑна ытларах юратӗ? 43  — Хӑшне ытларах каҫарнӑ, ҫавӑ пулӗ тетӗп, — хуравланӑ Си́мон. — Тӗрӗс шутлатӑн, — тенӗ Иисус. 44  Унтан вӑл хӗрарӑм енне ҫаврӑнса Симона каланӑ: «Ҫак хӗрарӑма куратӑн-и? Эпӗ санӑн ҫуртна кӗтӗм, анчах эсӗ мана ура ҫума шыв та памарӑн, ку хӗрарӑм вара ман урасене куҫҫулӗпе ҫуса хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлса типӗтрӗ. 45  Эсӗ мана саламласа чуптумарӑн, вӑл вара эпӗ килнӗренпех ман урасене пӗр чарӑнмасӑр чуптӑвать. 46  Эсӗ манӑн пуҫ ҫине те ҫу юхтармарӑн, вӑл вара ман урасем ҫине ырӑ шӑршӑллӑ ҫу юхтарчӗ. 47  Ҫавӑнпа калатӑп сана: вӑл хытӑ юратнӑран унӑн ҫылӑхӗсем, вӗсем нумай* пулин те, каҫарӑнаҫҫӗ. Камӑн сахал ҫылӑх каҫарӑнать, вӑл юратасса та сахал юратать». 48  Унтан вӑл хӗрарӑма каланӑ: «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ». 49  Иисуспа пӗрле сӗтел хушшинче пулнисем пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла калаҫма пуҫланӑ: «Ку ҫын кам-ши? Вӑл ҫылӑхсене те каҫарать!» 50  Иисус вара хӗрарӑма: «Ху ӗненни ҫӑлчӗ сана, лӑпланса каях ӗнтӗ», — тенӗ.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «центурио́нӑн».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнмасть».
Е «Турӑ хушнине».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӑслӑлӑхӑн тӳрӗлӗхӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑяккӑн выртнӑ».
Рим кӗмӗл укҫи. Пӗр дина́ри ӗҫлесе илес тесен ҫыннӑн пӗр кун ӗҫлемелле пулнӑ. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
Е «пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарнӑ».
Е «пысӑк».