Матфей 28:1—20
28 Шӑматкун иртсен, эрнен малтанхи кунӗнче, тул ҫутӑлнӑ чухне Мария Магдалинӑпа тепӗр Мария тупӑклӑха пӑхма пынӑ.
2 Унта ҫӗр питӗ вӑйлӑ чӗтренсе илнӗ, мӗншӗн тесен Иеговӑн* ангелӗ тӳперен аннӑ та тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса куҫарса хунӑ. Вӑл ҫав чул ҫине ларнӑ.
3 Вӑл ҫиҫӗм пек курӑнса тӑнӑ, тумтирӗ унӑн юр пек шурӑ пулнӑ.
4 Ангела курсан, хурал тӑракансем хӑранипе чӗтрене ернӗ те шак хытса кайнӑ*.
5 Ангел хӗрарӑмсене каланӑ: «Ан хӑрӑр. Эпӗ пӗлетӗп: эсир Иисуса, юпа ҫине пӑталанӑскере, шыратӑр.
6 Вӑл кунта ҫук. Хӑй каланӑ пек, вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ. Вӑл выртнӑ вырӑна килсе пӑхӑр.
7 Унтан часрах кайӑр та вӑл чӗрӗлсе тӑни ҫинчен унӑн вӗренекенӗсене пӗлтерӗр тата вӗсене: „Вӑл сире Галилейӑра кӗтӗ, эсир ӑна унта куратӑр“, — тейӗр. Эпӗ сире ҫакна калама килтӗм».
8 Хӗрарӑмсем вара васкасах тупӑклӑх патӗнчен кайнӑ. Вӗсем, хӑраса та савӑнса ӳкнӗскерсем, Иисусӑн вӗренекенӗсене пӗлтерме чупнӑ.
9 Сасартӑк вӗсене Иисус тӗл пулнӑ, вара вӗсене саламланӑ. Вӗсем ун патне пырса урисенчен ярса тытнӑ та ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
10 Иисус вӗсене каланӑ: «Ан хӑрӑр! Кайӑр та манӑн тӑвансене Галилейӑна кайма калӑр, вӗсем мана унта курӗҫ».
11 Хӗрарӑмсем ҫул ҫинче пулнӑ хушӑра хурал тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем хулана пырса мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех аслӑ священниксене каласа панӑ.
12 Аслӑ священниксем старейшинӑсемпе пухӑнса канаш тунӑ, вара салтаксене самаях укҫа* парса каланӑ:
13 «Эсир ҫапла калӑр: „Унӑн вӗренекенӗсем ҫӗрле пынӑ та эпир ҫывӑрнӑ чухне унӑн кӗлеткине вӑрласа кайнӑ“.
14 Ҫакӑн ҫинчен пуҫлӑх пӗлес пулсан, ан пӑшӑрханӑр, эпир ӑна йӑлтах ӑнлантарса парӑпӑр*».
15 Хуралҫӑсем укҫана илнӗ те хӑйсене каланӑ пек тунӑ. Ҫак сӑмах еврейсем хушшинче халӗ те ҫӳрет.
16 Вунпӗр вӗренекенӗ вара Галилейӑна, Иисус пыма хушнӑ ту ҫине, кайнӑ.
17 Иисуса курсан вӗсем ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, анчах хӑшӗ-пӗрисем ку вӑлах-ши тесе иккӗленнӗ.
18 Вара Иисус, патнерех пырса, вӗсене ҫапла каланӑ: «Тӳпере те, ҫӗр ҫинче те пӗтӗм влаҫа мана панӑ.
19 Ҫавӑнпа кайӑр та пур халӑхри ҫынсенчен вӗренекенсем хатӗрлӗр: вӗсене Ашшӗ, Ывӑлӗ тата святой сывлӑш ячӗпе шыва кӗртӗр,
20 эпӗ сире мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентӗр вӗсене. Ҫак тӗнче пӗтичченех* эпӗ кашни кун сирӗнпе пӗрле пулӑп».
Сноскӑсем
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вилнисем пекех пулса тӑнӑ».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӗмӗл».
^ Е «ӗнентерӗпӗр; ӳкӗте кӗртӗпӗр».
^ Е «ҫак тӗнчен ӗмӗрӗ вӗҫленичченех». Словарьте «Ҫак тӗнчен юлашки кунӗсем» статьяна пӑхӑр.