Матфей 4:1—25
4 Ҫавӑн хыҫҫӑн сывлӑш* Иисуса пушхире илсе кайнӑ. Унта ӑна Шуйттан* илӗртме пуҫланӑ.
2 Иисус 40 кун та 40 каҫ типӗ тытнӑ хыҫҫӑн выҫса ҫитнӗ.
3 Вара Илӗртекен пынӑ та ӑна каланӑ: «Эсӗ Турӑ ывӑлӗ пулсан, ҫак чулсене ҫӑкӑр пулма хуш».
4 Иисус ӑна хуравланӑ: «Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: „Ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫӑкӑртан анчах килмест, Иеговӑн* ҫӑварӗнчен тухакан кашни сӑмахран килет“».
5 Унтан Шуйттан ӑна сӑваплӑ хулана илсе кайнӑ та храмӑн чи ҫӳллӗ вырӑнне тӑратса
6 ӑна каланӑ: «Эсӗ Турӑ ывӑлӗ пулсан, аялалла сик. Ҫырура ҫапла ҫырнӑ вӗт: „Вӑл хӑйӗн ангелӗсене сан пирки хушу парӗ“, вара „санӑн уру чулран ан такӑнтӑр тесе вӗсем сана алӑ ҫинче йӑтса кайӗҫ“».
7 Иисус ӑна каланӑ: «Ҫырура ҫапла та ҫырнӑ: „Хӑвӑн Турруна, Иеговӑна*, ан тӗрӗсле“».
8 Ҫакӑн хыҫҫӑн Шуйттан ӑна питӗ ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ та ӑна тӗнчери мӗнпур патшалӑха, вӗсен чапне кӑтартса
9 каланӑ: «Эсӗ мана чӗркуҫленсе пуҫҫапсан, ҫаксене пурне те эпӗ сана парӑп».
10 Иисус ӑна каланӑ: «Кай ман патран, Шуйттан! Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: „Хӑвӑн Турруна, Иеговӑна*, пуҫҫап, пӗр уншӑн кӑна ӗҫлесе тӑр*“».
11 Вара Шуйттан ун патӗнчен кайнӑ. Унтан Иисус патне уншӑн тӑрӑшма* ангелсем пынӑ.
12 Иоана арестленине илтсен Иисус Галилейӑна кайнӑ.
13 Кайран вӑл Назаретран тухса кайнӑ та Завулонпа Неффали́м тӑрӑхӗнче, тинӗс хӗрринчи Капернау́м хулинче, пурӑнма пуҫланӑ.
14 Ҫапла Турӑ Иса́ия пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ:
15 «Иорда́н леш енчи Завулонпа Неффали́м ҫӗрӗ, тинӗс еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫӗр, урӑх халӑхсем пурӑнакан Галиле́я!
16 Тӗттӗмлӗхре пурӑнакан ҫынсем аслӑ ҫутӑ курчӗҫ, вилӗм ӗмӗлки айӗнче пурӑнакансем ҫине ҫутӑ ҫутатрӗ».
17 Ҫавӑнтанпа Иисус: «Ӳкӗнӗр, ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ ӗнтӗ!» — тесе ырӑ хыпар пӗлтерме пуҫланӑ.
18 Галиле́я тинӗсӗ хӗррипе утса пынӑ чухне Иисус тинӗсе сӗреке-тетел ывӑтакан икӗ пӗртӑвана — Пётр теекен Симонпа унӑн пӗртӑванне Андрея — курнӑ. Вӗсем пулӑҫсем пулнӑ.
19 Иисус вӗсене каланӑ: «Ман хыҫҫӑн пырӑр, вара эпӗ сире ҫын тытакансем тӑвӑп».
20 Вӗсем ҫав самантрах тетелӗсене пӑрахса хӑварса ун хыҫҫӑн кайнӑ.
21 Малалла кайсан вӑл тата икӗ пӗртӑвана — Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана — курнӑ. Вӗсем Зеведе́й ывӑлӗсем пулнӑ. Вӗсем ашшӗпе пӗрле кимӗ ҫинче тетелӗсене юсаса тӑнӑ. Иисус вӗсене те чӗннӗ.
22 Ҫав самантрах вӗсем ашшӗпе киммине хӑварса ун хыҫҫӑн кайнӑ.
23 Иисус пӗтӗм Галиле́я тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӑл синагогӑсенче вӗрентнӗ, ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтернӗ тата ҫынсене тӗрлӗ чир-чӗртен сыватнӑ.
24 Вара ун ҫинчен пӗтӗм Сири тӑрӑх хыпар сарӑлнӑ. Ун патне тӗрлӗ чирпе тата ыратнипе асапланакансене, демон ярса илнисене, тытамак чирӗпе чирлекенсене тата паралич ҫапнӑ ҫынсене пурне те илсе пынӑ, вӑл вӗсене сыватнӑ.
25 Ҫавӑнпа Галилейӑран, Вунхула ҫӗрӗнчен, Иерусалимран, Иудейӑран, Иорда́н леш енчи ҫӗрсенчен килнӗ темӗн чухлӗ халӑх ун хыҫҫӑн ҫӳренӗ.
Сноскӑсем
^ Урӑхла каласан, Туррӑн сывлӑшӗ.
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявол».
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Е «сӑваплӑ ӗҫ туса тӑр».
^ Е «ӗҫлесе тӑма».