Рим 3:1—31

  • Турӑ тӳрӗ (1—8)

  • Еврейсем те, грексем те ҫылӑх аллинче (9—20)

  • Ӗненнӗшӗн ҫын Турӑ умӗнче тӳрӗ пулма пултарать (21—31)

    • Пӗри те Туррӑн мухтавне кӑтартма пултараймасть (23)

3  Эппин, еврей пулни хӑш енчен лайӑхрах? Ӳт кастарни мӗнле усӑ парать?  Нумай енчен лайӑхрах. Пуринчен малтан, еврейсене Туррӑн сӑваплӑ сӑмахӗсене шанса панӑ.  Апла пулсан, ӗненмен хӑш-пӗр еврейсем пирки мӗн калама пулать? Вӗсем ӗненмен пирки ҫынсем Турра урӑх шанма пултараймаҫҫӗ-им?  Паллах, пултараҫҫӗ! Ҫынсем пурте суеҫӗсем пулаҫҫӗ пулсан та, Турӑ тӗрӗс пулӗ, Ҫырура та ҫапла ҫырнӑ: «Хӑв калакан сӑмахсенчен эсӗ тӳрӗ пулни курӑнӗ, хӑвна айӑпланӑ чухне эсӗ ҫӗнтерӗн».  Пирӗн тӗрӗс мар ӗҫсем* Туррӑн тӳрӗлӗхне тата уҫҫӑнрах кӑтартса параҫҫӗ пулсан, мӗн калӑпӑр вара? Турӑ хӑйӗн ҫиллине кӑтартнӑ чухне тӗрӗс мар тумасть-ши? (Эпӗ ҫын шухӑшланӑ пек калатӑп.)  Ҫук паллах! Турӑ тӳрӗ мар пулсан, вӑл тӗнчене мӗнле суд тума пултартӑр?  Анчах та эпӗ суйни Туррӑн сӑмахӗсем тӗрӗс пулнине тата ытларах ҫирӗплетсе парать пулсан, ҫакӑ ӑна тата ытларах мухтав кӳрет пулсан, мӗншӗн мана ҫылӑхлӑ ҫынна суд тунӑ пек суд тумалла?  Апла пулсан, мӗншӗн-ха: «Лайӑххи пултӑр тесе айтӑр япӑххине тӑвар», — тесе калас мар? Хӑш-пӗр ҫынсем пирӗн пирки эпир ҫавӑн пек калатпӑр тесе суяҫҫӗ. Ҫав ҫынсене тӗрӗслӗхпе суд тӑвӗҫ.  Эпир, еврейсем, ыттисенчен хӑш енчен лайӑхрах? Нихӑш енчен те! Унччен каланӑччӗ ӗнтӗ: еврейсем те, грексем те — пурте ҫылӑх аллинче. 10  Ҫырура та ҫапла каланӑ: «Тӳрӗ ҫын ҫук, пӗри те ҫук. 11  Пӗр ӑнланакан ҫын та ҫук, никам та Турра шырамасть. 12  Пурте унран пӑрӑннӑ, пурте юрӑхсӑра тухнӑ. Ырӑ тӑвакан ҫук, пӗри те ҫук». 13  «Вӗсен карланки — уҫӑ виле шӑтӑкӗ, вӗсем чӗлхипе улталаҫҫӗ». «Вӗсен тути ҫинче хура ҫӗлен наркӑмӑшӗ». 14  «Вӗсен ҫӑварӗ ылханпа тата ҫилӗпе тулнӑ». 15  «Вӗсен урисем юн юхтарма васкаҫҫӗ». 16  «Вӗсем мӗн туни пурте инкек тата хӗн-асап кӳрет, 17  вӗсем мир ҫулне пӗлмеҫҫӗ». 18  «Вӗсем Турӑран хӑрамаҫҫӗ». 19  Законра* мӗн каланӑ, ҫавна пурне те закона пурнӑҫласа тӑракансене каланине эпир пӗлетпӗр. Унӑн тӗллевӗ — ҫынсене хӑйсене тӳрре кӑларма пӑрахтарасси тата пӗтӗм тӗнче Турӑ умӗнче айӑплӑ пулнине, наказание тивӗҫлӗ пулнине кӑтартса парасси. 20  Ҫавӑнпа та закона тытса тӑнипе никам та Турӑ умӗнче тӳрӗ пулаймасть, мӗншӗн тесен закон ҫылӑх мӗн иккенне лайӑхрах ӑнланма ҫеҫ пулӑшать. 21  Халӗ вара ҫын закона тытса тӑмасӑрах Турӑ умӗнче тӳрӗ пулма пултарни палӑрчӗ, ҫакӑн ҫинчен законра та, пророксен кӗнекисенче те каланӑ. 22  Ҫапла, Иисус Христоса ӗненекенсем пурте Турӑ умӗнче тӳрӗ пулма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен Турӑшӑн пур ҫын та пӗрех. 23  Пурте ҫылӑхлӑ, пӗри те Туррӑн мухтавне кӑтартма пултараймасть. 24  Анчах Иисус Христос вӗсене тӳлесе илсе ҫылӑхран хӑтарнӑ, вара Турӑ вӗсем пирки тӳрӗ ҫынсем тенӗ. Ҫак парнене Турӑ хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне пула панӑ. 25  Турӑ ҫынсем Христосӑн юнне ӗненсе хӑйӗнпе мирлешчӗр тесе ӑна парне пек панӑ. Ҫавна Турӑ хӑй тӳрӗ пулнине кӑтартас тесе тунӑ, мӗншӗн тесен вӑл тӳсӗмлӗ пулса ӗлӗк те ҫылӑхсене каҫарнӑ. 26  Вӑл халӗ те, Иисуса ӗненекен ҫын пирки тӳрӗ тенипе, хӑй тӳрӗ пулнине кӑтартать. 27  Апла, пирӗн мухтанма сӑлтав пур-и? Мухтанмалли нимӗн те ҫук. Мӗнле закон пире мухтанма чарать? Ӗҫсем тума хушакан закон-и? Ҫук, ӗненме хушакан закон. 28  Вӗт эпир пӗлетпӗр: Турӑ ҫын пирки закон хушнине туса тӑнине кура мар, ӗненнине кура тӳрӗ тет. 29  Турӑ еврейсен Турри кӑна-и? Вӑл урӑх халӑх ҫыннисен Турри те мар-и? Ҫапла, вӑл урӑх халӑх ҫыннисен Турри те. 30  Турӑ пӗрре пулнӑран, вӑл ӳт кастарнисем пирки те, ӳт кастарманнисем пирки те ӗненнӗшӗн тӳрӗ ҫынсем тейӗ. 31  Апла пулсан, эпир хамӑр ӗненнипе закона пӑрахӑҫлатпӑр-и? Паллах, ҫук! Пачах урӑхла, эпир закона ҫирӗплететпӗр.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳрӗмарлӑх».
Урӑхла каласан, Моисей законӗнче.