Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Матфей пӗлтернӗ ырӑ хыпар

Сыпӑксем

Кӗскен каласа пани

  • 1

    • Иисус Христосӑн йӑх-кӑкӗ (1—17)

    • Иисус ҫуралать (18—25)

  • 2

    • Астрологсем килеҫҫӗ (1—12)

    • Иосиф хӑйӗн ҫемйипе Египета тарать (13—15)

    • Ирод пӗчӗк арҫын ачасене вӗлерсе тухма хушать (16—18)

    • Иосиф хӑйӗн ҫемйипе Назарета таврӑнать (19—23)

  • 3

    • Шыва кӗртекен Иоанн ырӑ хыпар пӗлтерет (1—12)

    • Иисуса шыва кӗртни (13—17)

  • 4

    • Шуйттан Иисуса илӗртет (1—11)

    • Иисус Галилейӑра ырӑ хыпар пӗлтерме пуҫлать (12—17)

    • Пӗрремӗш вӗренекенсем (18—22)

    • Иисус ырӑ хыпар пӗлтерет, вӗрентет тата сыватать (23—25)

  • 5

    • ТУ ҪИНЧЕ КАЛАНӐ ПРОПОВЕДЬ (1—48)

      • Иисус ту ҫинче вӗрентме пуҫлать (1, 2)

      • Телейлӗ тӑвакан тӑхӑр май (3—12)

      • Тӑвар тата ҫутӑ (13—16)

      • Иисус закона пурнӑҫлама килнӗ (17—20)

      • Тарӑхасси (21—26), аскӑн ӗҫ туса мӑшӑра улталасси (27—30), мӑшӑрпа уйрӑласси (31, 32), тупа тӑвасси (33—37), усалшӑн усалпа тавӑрасси (38—42), тӑшмансене юратасси (43—48) ҫинчен калать

  • 6

    • ТУ ҪИНЧЕ КАЛАНӐ ПРОПОВЕДЬ (1—34)

      • Тӳрӗ ӗҫсене ҫынсене кӑтартассишӗн тӑвасран асӑрхаттарни (1—4)

      • Мӗнле кӗлтумаллине ӑнлантарса пани (5—15)

        • Тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗ (9—13)

      • Типӗ тытни (16—18)

      • Ҫӗр ҫинчи тата тӳпери пуянлӑх (19—24)

      • Ан пӑшӑрханӑр (25—34)

        • Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн тӑрӑшӑр (33)

  • 7

    • ТУ ҪИНЧЕ КАЛАНӐ ПРОПОВЕДЬ (1—27)

      • Суд тума пӑрахӑр (1—6)

      • Ыйтӑр, шырӑр, шаккӑр (7—11)

      • Ылтӑн правило (12)

      • Тӑвӑр хапха (13, 14)

      • Вӗсене ӗҫӗсенчен пӗлме пулать (15—23)

      • Чул хысакӗ ҫине лартнӑ ҫурт, хӑйӑр ҫине лартнӑ ҫурт (24—27)

    • Халӑх Иисус мӗнле вӗрентнинчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗнет (28, 29)

  • 8

    • Иисус тилҫеллӗ ҫынна сыватать (1—4)

    • Ҫӗр салтак пуҫлӑхӗн ӗненӗвӗ (5—13)

    • Иисус Капернаумра нумай ҫынна сыватать (14—17)

    • Иисус хыҫҫӑн пыни мӗне пӗлтерет? (18—22)

    • Иисус ҫил-тӑвӑла чарать (23—27)

    • Иисус демонсене сыснасем ӑшне ярать (28—34)

  • 9

    • Иисус паралич ҫапнӑ ҫынна сыватать (1—8)

    • Иисус Матфея хӑй хыҫҫӑн пыма чӗнет (9—13)

    • Типӗ тытасси ҫинчен панӑ ыйту (14—17)

    • Иаирӑн хӗрӗ; пӗр хӗрарӑм Иисусӑн ҫиелти тумтирне сӗртӗнет (18—26)

    • Иисус суккӑр ҫынсене тата чӗлхесӗр ҫынна сыватать (27—34)

    • «Вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал» (35—38)

  • 10

    • 12 апостол (1—4)

    • Иисус сӑваплӑ ӗҫе мӗнле тумаллине вӗрентет (5—15)

    • Вӗренекенсене хӗсӗрлӗҫ (16—25)

    • Ҫынсенчен мар, Турӑран хӑрӑр (26—31)

    • Мир мар, хӗҫ (32—39)

    • Кам Иисусӑн вӗренекенӗсене йышӑнать, ҫавӑ награда илет (40—42)

  • 11

    • Иисус Шыва кӗртекен Иоана мухтать (1—15)

    • Иисус хытӑ чӗреллӗ ҫынсене айӑплать (16—24)

    • Иисус Ашшӗне хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсене ырланӑшӑн мухтать (25—27)

    • Иисусӑн сӳсменӗ меллӗ (28—30)

  • 12

    • Иисус — шӑматкун Хуҫи (1—8)

    • Иисус хӑрнӑ алӑллӑ ҫынна сыватать (9—14)

    • Туррӑн юратнӑ ӗҫлекенӗ (15—21)

    • Иисус святой сывлӑш хӑвачӗпе демонсене хӑваласа кӑларать (22—30)

    • Каҫарӑнман ҫылӑх (31, 32)

    • «Йывӑҫ мӗнлерех пулни унӑн ҫимӗҫӗнчен курӑнать» (33—37)

    • Иона палли (38—42)

    • Усал сывлӑш таврӑнсан... (43—45)

    • Иисусӑн амӑшӗпе шӑллӗсем (46—50)

  • 13

    • ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖ ҪИНЧЕН КАЛАКАН ТӖСЛӖХСЕМ (1—52)

      • Акаҫӑ (1—9)

      • Мӗншӗн Иисус тӗслӗхсемпе усӑ курать? (10—17)

      • Иисус акаҫӑ ҫинчен каланӑ тӗслӗхе ӑнлантарса парать (18—23)

      • Тулӑ тата ҫумкурӑк (24—30)

      • Сарӑ пӑрӑҫ йывӑҫӗн вӑрри тата кӑвас чусти (31—33)

      • Тӗслӗхсемпе усӑ курнипе Иисус пророкла каланине пурнӑҫлать (34, 35)

      • Иисус тулӑпа ҫумкурӑк ҫинчен каланӑ тӗслӗхе ӑнлантарса парать (36—43)

      • Пытарса хунӑ мул тата паха ӗнчӗ (44—46)

      • Сӗреке-тетел (47—50)

      • Ҫӗнӗ тата кивӗ мул (51, 52)

    • Иисуса тӑван ҫӗрӗнче йышӑнмаҫҫӗ (53—58)

  • 14

    • Шыва кӗртекен Иоанӑн пуҫне касаҫҫӗ (1—12)

    • Иисус 5 000 ҫынна тӑрантарать (13—21)

    • Иисус шыв ҫийӗпе утса пырать (22—33)

    • Иисус Геннисаретра сыватать (34—36)

  • 15

    • Ҫынсен йӑли-йӗркисем (1—9)

    • Ҫынна хӑйӗн чӗринчен тухаканни ирсӗрлетет (10—20)

    • Финикия хӗрарӑмӗ хытӑ ӗненни (21—28)

    • Иисус тӗрлӗ чир-чӗртен сыватать (29—31)

    • Иисус 4 000 ҫынна тӑрантарать (32—39)

  • 16

    • Тӳперен паллӑ кӑтартма ыйтни (1—4)

    • Фарисейсемпе саддукейсен кӑвас чусти (5—12)

    • Турӑ Патшалӑхӗн уҫҫисем (13—20)

      • Чул хысакӗ ҫинче туса лартнӑ пуху (18)

    • Иисус хӑй вилесси ҫинчен маларах калать (21—23)

    • Чӑн вӗренекенсем (24—28)

  • 17

    • Иисус улшӑнать (1—13)

    • Сарӑ пӑрӑҫ йывӑҫӗн вӑрри пысӑкӑш ӗненӳ (14—21)

    • Иисус каллех хӑй вилесси ҫинчен калать (22, 23)

    • Пулӑ ҫӑварӗнчен илнӗ укҫапа налог тӳлени (24—27)

  • 18

    • Ҫӳлти Патшалӑхра чи асли кам? (1—6)

    • Ҫылӑх тума хӗтӗртекенни (7—11)

    • Ҫухалнӑ сурӑх ҫинчен калакан тӗслӗх (12—14)

    • Тӑвана мӗнле тупмалла? (15—20)

    • Каҫарас темен чура ҫинчен калакан тӗслӗх (21—35)

  • 19

    • Мӑшӑрланни тата уйрӑлни (1—9)

    • Мӑшӑрланмасӑр пурӑнас пултарулӑх (10—12)

    • Иисус ачасене пиллет (13—15)

    • Пуян ҫамрӑк арҫыннӑн ыйтӑвӗ (16—24)

    • Турӑ Патшалӑхӗшӗн мӗн-мӗн хӑварма хатӗр пулмалла? (25—30)

  • 20

    • Виноград пахчинче ӗҫлекенсене пурне те пӗр пек тӳлеҫҫӗ (1—16)

    • Иисус каллех хӑй вилесси ҫинчен калать (17—19)

    • Турӑ Патшалӑхӗнче хисеплӗ вырӑнсене лартма ыйтни (20—28)

      • Иисус — нумайӑшне тӳлесе илме панӑ парне (28)

    • Иисус икӗ суккӑр ҫынна сыватать (29—34)

  • 21

    • Иисус Иерусалима чаплӑн кӗрет (1—11)

    • Иисус храма тасатать (12—17)

    • Иисус инжир йывӑҫне ылханать (18—22)

    • Иисусӑн влаҫӗ пирки иккӗлентерни (23—27)

    • Икӗ ывӑл ҫинчен калакан тӗслӗх (28—32)

    • Усал пахчаҫӑсем ҫинчен калакан тӗслӗх (33—46)

      • Кӗтесӗн ҫӳлти чулне тиркени (42)

  • 22

    • уй ӗҫки-ҫики ҫинчен калакан тӗслӗх (1—14)

    • Турӑ тата цезарь (15—22)

    • Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен панӑ ыйту (23—33)

    • Икӗ чи аслӑ заповедь (34—40)

    • Христос Давидӑн ывӑлӗ-и? (41—46)

  • 23

    • Закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсем тунӑ пек ан тӑвӑр (1—12)

    • Закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсене хуйхӑ ҫитӗ (13—36)

    • Иисус Иерусалимшӑн хуйхӑрать (37—39)

  • 24

    • ХРИСТОС КИЛНИНЕ КӐТАРТАКАН ПАЛЛӐ (1—51)

      • Вӑрҫӑсем, выҫлӑх, ҫӗр чӗтреннисем (7)

      • Ырӑ хыпара пӗлтерсе тухӗҫ (14)

      • Пысӑк хӗн-асап (21, 22)

      • Этем Ывӑлӗн палли (30)

      • Инжир йывӑҫӗ (32—34)

      • Ной вӑхӑтӗнче пулнӑ пекех пулӗ (37—39)

      • Сыхӑ тӑрӑр (42—44)

      • Шанчӑклӑ чура тата усал чура (45—51)

  • 25

    • ХРИСТОС КИЛНИНЕ КӐТАРТАКАН ПАЛЛӐ (1—46)

      • 10 хӗр ҫинчен калакан тӗслӗх (1—13)

      • Талантсем ҫинчен калакан тӗслӗх (14—30)

      • Сурӑхсем тата качакасем (31—46)

  • 26

    • Священниксем Иисуса вӗлерме кавар тӑваҫҫӗ (1—5)

    • Пӗр хӗрарӑм Иисусӑн пуҫӗ ҫине ырӑ шӑршӑллӑ ҫу юхтарать (6—13)

    • Иисус уявланӑ юлашки Пасха тата Иисуса сутни (14—25)

    • Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне пуҫарса яни (26—30)

    • Иисус Пётр тунасси ҫинчен маларах калать (31—35)

    • Иисус Гефсиманире кӗлтӑвать (36—46)

    • Иисуса арестлеҫҫӗ (47—56)

    • Синедрион Иисуса суд тӑвать (57—68)

    • Пётр Иисусран тунать (69—75)

  • 27

    • Иисуса Пилат патне илсе каяҫҫӗ (1, 2)

    • Иуда ҫакӑнса вилет (3—10)

    • Иисус Пилат умӗнче тӑрать (11—26)

    • Иисусран мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ (27—31)

    • Иисуса Голгофӑра юпа ҫине пӑталаҫҫӗ (32—44)

    • Иисус вилет (45—56)

    • Иисуса пытараҫҫӗ (57—61)

    • Тупӑклӑха сыхлама хурал тӑратаҫҫӗ (62—66)

  • 28

    • Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрать (1—10)

    • Салтаксем суйччӑр тесе вӗсене укҫа параҫҫӗ (11—15)

    • Иисус вӗренекенсем хатӗрлеме хушать (16—20)