Ӳлӗмхи 5:1—14
5 Престол ҫинче лараканӑн сылтӑм аллинче эпӗ чӗркем куртӑм. Ҫав чӗркеме икӗ енчен те ҫырса тухнӑччӗ, ӑна ҫичӗ пичетпе пичетленӗччӗ.
2 Тата эпӗ хӑватлӑ ангела куртӑм. Вӑл хытӑ сасӑпа: «Пичетсене хӑйпӑтса чӗркеме уҫма кам тивӗҫлӗ?» — терӗ.
3 Ҫак чӗркеме уҫма, унта мӗн ҫырнине пӑхма тӳпере те, ҫӗр ҫинче те, ҫӗр айӗнче те никам та пултараймарӗ.
4 Эпӗ ӗнтӗ ҫав чӗркеме уҫма, унта мӗн ҫырнине пӑхма тивӗҫли никам та пулманран хурланса макӑртӑм.
5 Анчах старейшинӑсенчен пӗри мана ҫапла каларӗ: «Ан макӑр. Иуда йӑхӗнчи арӑслан, Давидӑн тымарӗ, ҫӗнтерчӗ. Вӑл ҫичӗ пичете хӑйпӑтса чӗркеме уҫма пултарать».
6 Эпӗ престол патӗнче*, тӑватӑ херувимпа* старейшинӑсем хушшинче, пусса парнене кӳнӗ путек пек курӑнакан путеке куртӑм. Вӑл ҫичӗ мӑйракаллӑ, ҫичӗ куҫлӑччӗ. (Ҫак куҫсем Туррӑн пӗтӗм ҫӗр ҫине янӑ ҫичӗ сывлӑша пӗлтереҫҫӗ.)
7 Путек престол ҫинче ларакан патне пычӗ те унӑн сылтӑм аллинчи чӗркеме илчӗ.
8 Вӑл чӗркеме илсен, тӑватӑ херувимпа 24 старейшина Путек умне чӗркуҫленсе ларчӗҫ. Кашни старейшинӑн арфа пурччӗ тата фимиам тултарнӑ ылтӑн савӑт пурччӗ. (Фимиам сӑваплисен кӗллисене пӗлтерет.)
9 Вӗсем ҫӗнӗ юрӑ юрларӗҫ: «Эсӗ чӗркеме илсе унӑн пичечӗсене хӑйпӑтса илме тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен сана пуснӑ пулнӑ. Тата эсӗ мӗнпур йӑхран, халӑхран, нацирен тата тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсенчен хӑвӑн юнупа Турӑ валли ҫынсем туянтӑн.
10 Эсӗ вӗсене пирӗн Туррӑн патшисемпе священникӗсем турӑн. Вӗсем патшасем пулса ҫӗре тытса тӑрӗҫ».
11 Эпӗ престол тавра, херувимсемпе старейшинӑсем тавра темӗн чухлӗ ангел куртӑм, вӗсен сассине те илтрӗм. (Вӗсем пинӗ-пинӗпехчӗ, ҫӗр-ҫӗр миллионччӗ*.)
12 Вӗсем хытӑ сасӑпа ҫапла каласа тӑчӗҫ: «Пуснӑ Путек хӑват, пуянлӑх, ӑслӑлӑх, вӑй, мухтав, чыс тата пиллӗх илме тивӗҫлӗ».
13 Вара эпӗ Турӑ пултарнисем пурте — тӳперисем те, ҫӗр ҫинчисем те, ҫӗр айӗнчисем те, тинӗсрисем те — ҫапла каланине илтрӗм: «Престол ҫинче ларакана тата Путеке ӗмӗр-ӗмӗрех пиллӗх, чыс, мухтав тата хӑват пултӑр!»
14 Тӑватӑ херувим*: «Аминь!» — терӗ, вара старейшинӑсем чӗркуҫленсе ларса пуҫҫапрӗҫ.
Сноскӑсем
^ Е «варринче».
^ Е «чӗрӗ чунпа».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «мириачӗ-мириачӗпехчӗ».
^ Е «чӗрӗ чун».