1 Иоанн 4:1—21
4 Юратнӑ тӑванӑмсем, Турӑран пек курӑнакан кирек мӗнле вӗрентӗве те* ан ӗненӗр. Тӗрӗслесе пӑхӑр: ҫак вӗрентӳсем* чӑнах та Турӑран-и? Мӗншӗн тесен тӗнчере суя пророксем нумайланса кайрӗҫ.
2 Вӗрентӳ Турӑран пулнине ҫапла пӗлме пулать: Иисус Христос ӳтленсе килнине йышӑнакан вӗрентӳ — Турӑран.
3 Иисуса йышӑнман вӗрентӳ вара — Турӑран мар. Ҫакӑ — анти́христ вӗрентӗвӗ. Анти́христӑн вӗрентӗвӗ сарӑласси ҫинчен эсир илтнӗ ӗнтӗ. Унӑн вӗрентӗвӗ халӗ тӗнчере.
4 Ачамсем, эсир — Турӑран, эсир суя пророксене ҫӗнтертӗр, мӗншӗн тесен сирӗнпе пӗрлӗхре тӑраканни тӗнчепе пӗрлӗхре тӑраканнинчен хӑватлӑрах.
5 Вӗсем — тӗнчерен, ҫавӑнпа вӗсем тӗнче каланине калаҫҫӗ, тӗнче вара вӗсене итлет.
6 Эпир — Турӑран. Кам Турӑ ҫинчен пӗлсе пырать, ҫавӑ пире итлет, кам Турӑран мар, ҫавӑ пире итлемест. Ҫапла эпир чӑн вӗрентӗве суя вӗрентӳрен уйӑрса илетпӗр.
7 Юратнӑ тӑванӑмсем, пӗр-пӗрне юратар, мӗншӗн тесен юрату — Турӑран. Юратакан кирек кам та Турӑран ҫуралнӑ тата Турра пӗлет.
8 Кам юратмасть, ҫавӑ Турра пӗлсе ҫитмен, мӗншӗн тесен Турӑ вӑл — юрату.
9 Турӑ пире юратнине акӑ мӗнле кӑтартнӑ: Турӑ хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне, пирӗн ун урлӑ пурнӑҫ илмелле пултӑр тесе, тӗнчене янӑ.
10 Ҫак юрату вӑл — эпир Турра юратнинче мар, вӑл пире юратнинче. Юратнӑран вӑл хӑйӗн Ывӑлне пирӗн ҫылӑхсене каҫарттаракан, хӑйӗнпе мирлештерекен парне пек пулма янӑ.
11 Юратнӑ тӑванӑмсем, Турӑ пире ҫапла юратнӑран пирӗн те пӗр-пӗрне юратмалла.
12 Турра никам та нихӑҫан та курман. Эпир пӗр-пӗрне юрататпӑр пулсан, Турӑ пирӗнпе тата унӑн юратӑвӗ пирӗнте туллин курӑнса тӑрать.
13 Эпир унпа пӗрлӗхре пулнине тата вӑл пирӗнпе пӗрлӗхре пулнине эпир пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен вӑл пире хӑйӗн сывлӑшне панӑ.
14 Ашшӗ хӑйӗн Ывӑлне тӗнчене ҫӑлакан пулмашкӑн янӑ. Эпир ҫавна хамӑрах курнӑ тата ҫавӑн ҫинчен каласа пӗлтеретпӗр.
15 Кам Иисуса Турӑ Ывӑлӗ тесе йышӑнать, Турӑ унпа пӗрлӗхре, вӑл та Турӑпа пӗрлӗхре.
16 Турӑ пире юратнине эпир пӗлтӗмӗр тата ҫавна ӗнентӗмӗр.
Турӑ вӑл — юрату. Кам юратса пурӑнать, ҫавӑ Турӑпа пӗрлӗхре, Турӑ та унпа пӗрлӗхре.
17 Суд кунӗнче пирӗн пӗр хӑрамасӑр каламалла пултӑр тесе юрату пирӗнте туллин курӑнма пуҫларӗ, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчере эпир Христос пекех.
18 Хӑрани пире чарса тӑрать. Анчах кам юратать, ҫавӑ хӑрамасть, мӗншӗн тесен туллин юратни хӑранине сирсе ярать. Кам хӑрать, ҫавӑ юратнине туллин кӑтартмасть.
19 Эпир юрататпӑр, мӗншӗн тесен чи малтан вӑл пире юратнӑ.
20 Кам та пулин: «Эпӗ Турра юрататӑп», — тет пулсан, хӑй вара тӑванне кураймасть пулсан, ҫавӑ суеҫӗ. Мӗншӗн тесен кам хӑй курса тӑракан тӑванне юратмасть, ҫавӑ хӑй курмасӑр тӑракан Турра юратма пултараймасть.
21 Акӑ вӑл пире панӑ заповедь: кам Турра юратать, ҫавӑн хӑйӗн тӑванне те юратмалла.
Сноскӑсем
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кирек мӗнле сывлӑша та».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сывлӑшсем».