Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Аса, Иосафат, Езекия, Иосия

Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫлесе пурӑнӑр

Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫлесе пурӑнӑр

«Эй Турӑҫӑм! Эпӗ Хӑвӑн умӑнта тӗрӗс ҫӳренине, Хӑвна чун-чӗререн парӑнса пурӑннине... асна илсемччӗ» (4 ПАТШ. 20:3).

ЮРӐСЕМ: 36, 54

1—3. «Пӗтӗм чӗрепе» Иеговӑшӑн ӗҫлени мӗне пӗлтерет? Тӗслӗх илсе парӑр.

ЭПИР пурте ҫитменлӗхлӗ, ҫавӑнпа йӑнӑшсем тӑватпӑр. Телее, Иегова пирӗншӗн тӳлесе илмелли парне панӑ тата вӑл пире каҫарма хатӗр. Ҫавӑнпа ҫылӑх тунӑшӑн хамӑра кӗҫӗне хурса ӳкӗнетпӗр пулсан, вӑл пире каҫарасса тата ҫылӑхшӑн тавӑрмасса ҫирӗп шанма пултаратпӑр (Пс. 102:10). Унсӑр пуҫне, Иеговӑна юрӑхлӑ пулас тесен пирӗн уншӑн «пӗтӗм чӗрепе» ӗҫлемелле (1 Ҫулс. 28:9). Ҫитменлӗхлӗ ҫынсемшӗн ҫакӑ мӗне пӗлтерет?

2 Ҫак ыйту ҫине хуравлас тесен айтӑр Асӑпа Амасиян, Иуда патшисен, тӗслӗхӗсене пӑхар. Вӗсем иккӗшӗ те Иеговӑна юрӑхлӑ ӗҫсем тунӑ пулин те Аса ҫеҫ Турӑшӑн чун-чӗререн ӗҫленӗ (2 Ҫулс. 15:16, 17; 25:1, 2; Ытар. 17:3). Ҫитменлӗхлӗ пулнӑран вӗсем йӑнӑшсем тунӑ. Анчах та Аса, пӗтӗмӗшле илсен, Туррӑн ҫулӗсенчен пӑрӑнман, мӗншӗн тесен вӑл «пӗтӗм чӗрипе те чунӗпе Уншӑн» ӗҫленӗ (1 Ҫулс. 28:9). Амасия ҫинчен вара ҫапла калаймӑн. Иеговӑн тӑшманӗсене ҫӗнтерсен вӑл вӗсен туррисене хӑйпе пӗрле илсе таврӑннӑ та вӗсене пуҫҫапма тытӑннӑ (2 Ҫулс. 25:11—16).

3 Иеговӑшӑн «пӗтӗм чӗрепе» ӗҫлени ӑна ҫеҫ чунтан парӑнса ӗмӗр-ӗмӗрех пуҫҫапса пурӑннине пӗлтерет. Библире «чӗре» сӑмахпа ытларах чухне ҫын шалтан мӗнлерех пулнине кӑтартас шутпа усӑ кураҫҫӗ. Чӗре шутне ҫыннӑн шухӑш-ӗмӗчӗ, кӑмӑл-туйӑмӗ, пултарулӑхӗсем, тӗллевӗсем кӗреҫҫӗ. Апла пулсан, Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫлесе пурӑнакан ҫын уншӑн ячӗшӗн мар, таса кӑмӑлпа ӗҫлет. Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Эпир ҫитменлӗхлӗ пулнине пӑхмасӑрах Турра чунтан парӑнса пурӑнатпӑр пулсан тата уншӑн таса чунпа ӗҫлетпӗр пулсан, Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫлетпӗр теме пулать (2 Ҫулс. 19:9).

4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр?

4 Турӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫлени мӗне пӗлтернине ӑнланас тесен, айтӑр Иудӑра патшара ларнӑ Асӑн тата Иеговӑна чун-чӗререн парӑнса пурӑннӑ тепӗр виҫӗ патшан тӗслӗхне — Иосафат, Езекия тата Иосия тӗслӗхӗсене — пӑхса тухар. Вӗсем пурте йӑнӑшсем тунӑ пулин те Иегова вӗсене ырланӑ. Мӗншӗн вӑл ҫав патшасем пирки пӗтӗм чӗрепе ӗҫленӗ тенӗ-ши? Эпир вӗсенчен мӗнле тӗслӗх илме пултаратпӑр?

АСА ИЕГОВӐНА «ЧӖРЕРЕН ПАРӐНСА ПУРӐННӐ»

5. Патшана ларсан Аса мӗн-мӗн тунӑ?

5 Израиль халӑхӗ икӗ патшалӑх ҫине — Иуда тата Израиль патшалӑхӗ ҫине — пайланса кайнӑ хыҫҫӑн Аса Иуда патшалӑхӗн виҫҫӗмӗш патши пулнӑ. Вӑл хӑйӗн патшалӑхне йӗрӗхсенчен тасатнӑ тата суя турӑсене пуҫҫапмалли вырӑнсенче проституципе аппаланнӑ арҫынсене хӑйӗн ҫӗрӗнчен хӑваласа янӑ. Унтан та ытларах, вӑл «Астарта кӗлеткине тунӑшӑн хӑйӗн амӑшне Анана та патша амӑшӗн тивӗҫӗсӗр хӑварнӑ» (3 Патш. 15:11—13). Унсӑр пуҫне, Аса халӑха «Ҫӳлхуҫа Туррине шыраса тупма, Унӑн саккунӗпе Вӑл хушса хӑварнӑ йӗркесене пурӑнӑҫласа тӑма» хавхалантарнӑ. Ыттисене Иеговӑна пуҫҫапма пулӑшас тесе Аса пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ (2 Ҫулс. 14:4).

6. Эфиопсен ҫарӗ Иудӑна тапӑнса килсен Аса мӗн тунӑ?

6 Иегова Иуда патшалӑхне пилленӗ: Аса патшана ларнӑранпа вунӑ ҫул хушши халӑх мирлӗ пурнӑҫпа киленсе пурӑннӑ. Анчах та кайран Эфиопи ҫынни Зарай вӗсем ҫине миллионлӑ ҫарпа тата виҫҫӗр ҫар урапипе тапӑнса килнӗ (2 Ҫулс. 14:1, 6, 9, 10). Ҫак йывӑр лару-тӑрура патша мӗн тунӑ-ха? Вӑл чун-чӗререн Иегова ҫине шаннӑ. (2 Ҫулсеренхи 14:11 вуласа пар.) Турӑ Асӑн кӗллине илтнӗ те эфиопсен ҫарне аркатса тӑкма пулӑшнӑ (2 Ҫулс. 14:12, 13). Хӑш-пӗр чухне Иегова хӑй чӑн Турӑ пулнине кӑтартас тесе патшасем хӑйне шанчӑклӑ пулман чухне те ҫӗнтерӳ панӑ (3 Патш. 20:13, 26—30). Аса вара яланах Турӑ ҫине шаннӑ, ҫавӑншӑн Иегова унӑн кӗлли ҫине хуравланӑ. Анчах та каярахпа Аса тӗрӗс мар йышӑнусем туни те пулкаланӑ. Тӗслӗхрен, пӗррехинче вӑл Иеговӑран пулӑшу ыйтас вырӑнне Сири патшинчен пулӑшу ыйтнӑ (3 Патш. 15:16—22). Апла пулин те Библире ун пирки: «Аса мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫана чӗререн парӑнса пурӑннӑ»,— тесе ҫырнӑ (3 Патш. 15:14).

7, 8. Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ май эсир Асӑран мӗнле тӗслӗх илме пултаратӑр?

7 Турра пӗтӗм чунтан парӑннипе парӑнманнине пӗлме кашни хӑйӗн чӗрине тӗрӗслесе пӑхма пултарать. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ Турра юрӑхлӑ ӗҫсем тума, чӑн ӗненӗве хӳтӗлеме тата пуху нравственность тӗлӗшӗнчен таса пултӑр тесе тӑрӑшма ҫирӗп шут тытнӑ-и?» Иудӑн патша майрине, Анана, хирӗҫ тӑма Асӑна мӗн чул хӑюлӑх кирлӗ пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Хӑвӑр пӗлекен ҫынсем хушшинче ҫав патша майри пек хӑтланаканни ҫук та пулӗ, анчах та хӑш-пӗр лару-тӑрура сире те Аса пекех хастар пулма тивӗ. Калӑпӑр, сирӗн тӑван-хурӑнташ е ҫывӑх тус ҫылӑха кӗнӗ. Ӳкӗнменшӗн ӑна пухуран кӑларса янӑ. Унпа хутшӑнас мар тесе эсир ҫирӗп шутлӑ пулӑр-ши? Чӗре сире мӗн тума хистесе тӑрӗ-ши?

8 Аса пекех эсир те Турӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫленине кӑтартма пултаратӑр. Хӗсӗрленине тӳссе ирттерме ҫук пек туйӑннӑ чухне те чун-чӗререн Турӑ ҫине шанӑр. Тӗслӗхрен, хӑш-пӗрисенчен Иегова Свидетелӗ пулнӑшӑн шкулта мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ. Теприсем пирки пӗрле ӗҫлекенсем ухмах теҫҫӗ, мӗншӗн тесен пирӗн тӑвансем пухусене ҫӳреме вӑхӑт уйӑраҫҫӗ тата нумайрах укҫа ӗҫлесе илес тесе ӗҫ хыҫҫӑн юлса ӗҫлеме тӑрӑшмаҫҫӗ. Ҫакӑн пек лару-тӑрусенче Аса пекех Иегова ҫине шанӑр, ӑна кӗлтӑвӑр, хӑюллӑ пулӑр тата тӗрӗссине тума ҫирӗп шут тытӑр. Турӑ Асӑна тӗреклетни ҫинчен тата пулӑшни ҫинчен ан манӑр. Вӑл сире те вӑй парӗ.

9. Ыттисене ырӑ хыпар каланинчен эпир Турӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫлени мӗнле курӑнать?

9 Туррӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсене лайӑх пултӑр тесе ҫеҫ тӑрӑшмаҫҫӗ. Ҫапла Аса ыттисене Иеговӑна «шыраса тупма» хавхалантарнӑ. Эпир те ун пекех ыттисене Иеговӑна пуҫҫапма вӗренме пулӑшатпӑр. Эпир Турра юратнипе тата ҫынсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пулӑшас килнипе ун ҫинчен каласа паратпӑр пулсан, вӑл питӗ савӑнать паллах.

ИОСАФАТ ИЕГОВӐНА ШЫРАНӐ

10, 11. Эпир Иосафатран мӗнле тӗслӗх илме пултаратпӑр?

10 Асӑн ывӑлӗ Иосафат «хӑй ашшӗн, Аса патшанӑн, ҫулӗпе ҫӳренӗ» (2 Ҫулс. 20:31, 32). Ашшӗ пекех Иосафат хӑйӗн халӑхне Иеговӑна шырама хавхалантарнӑ. Халӑха «Ҫӳлхуҫа саккунӗн кӗнекине» вӗрентес тесе вӑл Иуда хулисене ҫынсене янӑ (2 Ҫулс. 17:7—10). Вӑл ҫурҫӗр Израиль патшалӑхӗн ҫыннисене «Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫавӑрма» сӑртлӑ-туллӑ Ефрем ҫӗрӗ таранах кайнӑ (2 Ҫулс. 19:4). Иосафат Иегова патне «пӗтӗм чун-чӗрепе» туртӑнакан патша пулнӑ (2 Ҫулс. 22:9).

11 Иегова паян хӑй ҫинчен пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пӗлтересшӗн, эпир вара ҫак ӗҫе хутшӑнма пултаратпӑр. Эсир кашни уйӑхрах ҫынсене Турӑ Сӑмахне вӗрентме тӗллев лартатӑр-и? Вӗсене Турӑшӑн ӗҫлеме хавхалантарас тесе чӑнлӑха вӗсен чӗри патне ҫитерме тӑрӑшатӑр-и? Хӑвӑр вӑй хурсан Иегова сире Библи вӗренӗвӗ пуҫлама пулӑшма пултарать. Эсир ҫакӑн ҫинчен кӗлтӑватӑр-и? Библи вӗренӗвӗ ирттерме хӑвӑрӑн вӑхӑта уйӑрма хатӗр-и? Ҫурҫӗр патшалӑх ҫыннисене Иегова патне таврӑнма пулӑшас тесе Ефрем ҫӗрне кайнӑ Иосафатран тӗслӗх илсе эпир Турӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансем патне кӗрсе тухма пултаратпӑр. Старейшинӑсем вара пухуран кӑларса янӑ, анчах та ҫылӑх тума пӑрахнӑ тӑвансене пухӑва таврӑнма пулӑшас тесе вӑй хураҫҫӗ.

12, 13. а) Йывӑр лару-тӑрӑва лексен Иосафат мӗн тунӑ? ӑ) Мӗншӗн пирӗн Иосафат пекех хамӑр веҫех тума пултарайманнине йышӑнмалла?

12 Тӑшмансем питӗ йышлӑ ҫарпа тапӑнса килнӗ чухне те Иосафат хӑйӗн ашшӗ пекех Турӑ ҫине шанса тӑнӑ. (2 Ҫулсеренхи 20:2—4 вуласа пар.) Хӑраса ӳкнӗ пулсан та, вӑл «мӗн тумаллине Ҫӳлхуҫаран ыйтма шутланӑ». Иосафат хӑйне кӗҫӗне хурса «пысӑк йыша хирӗҫ тӑма пирӗн вӑй ҫук, ӗнтӗ мӗн тумаллине те пӗлместпӗр» тесе Иеговӑна кӗлтунӑ. Вӑл пӗтӗм чӗрепе Турра шанса: «Сан енне пӑхса тархаслатпӑр»,— тесе каланӑ (2 Ҫулс. 20:12).

13 Хушӑран эпир те мӗн тумаллине пӗлместпӗр, хӑраса ӳкме те пултаратпӑр (2 Кор. 4:8, 9). Анчах та пирӗн Иосафат мӗн тунине асра тытмалла. Вӑл пӗтӗм халӑх умне тӑнӑ та Иеговӑна кӗлтуса тӑшмана ҫӗнтерме пирӗн вӑй ҫук тесе каланӑ (2 Ҫулс. 20:5, 6). Эсир ҫемье пуҫӗ пулсан, Иосафат пекех Иеговӑран канаш ыйтма тата йывӑрлӑха татса пама вӑй ыйтма пултаратӑр. Иеговӑна йӑлӑнса пулӑшу ыйтнине килтисем илтнинчен ан вӑтанӑр. Вӗсем эсир Турӑ ҫине шанса тӑнине курӗҫ. Иегова Иосафат кӗлли ҫине хуравланӑ, вӑл сире те пулӑшатех.

ЕЗЕКИЯ ТӖРӖССИНЕ ТУНӐ

14, 15. Езекия Турӑ ҫине пӗтӗм чӗрепе шаннине мӗнле кӑтартнӑ?

14 Езекия ҫинчен «Ҫӳлхуҫа ҫумне ҫыпӑҫӑннӑ» тенӗ. Иосафатпа танлаштарсан, унӑн йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑнакан ашшӗн япӑх витӗмне хирӗҫ тӑмалла пулнӑ. Езекия «тӳпем вырӑнсене пӑрахӑҫланӑ, кӗлеткесене ҫапса ҫӗмӗрнӗ, юманлӑха касса тӑкнӑ, Моисей тутарнӑ пӑхӑр ҫӗлене вакласа тӑкнӑ», мӗншӗн тесен израильтянсем ҫав ҫӗлене пуҫҫапма пуҫланӑ. Езекия Иеговӑна чунтан парӑнса «Унӑн ӳкӗчӗсене — Ҫӳлхуҫа Моисее панӑ ӳкӗтсене — ҫирӗп тытса пурӑннӑ» (4 Патш. 18:1—6).

15 Ассири, вӑл вӑхӑтри чи хӑватлӑ патшалӑх, Иуда ҫине тапӑнса килсен те, Иерусалима тӗп тӑвассипе хӑратсан та Езекия пӗтӗм чӗрепе Иегова ҫине шаннӑ. Ассири патши Сеннахирим Иеговӑран мӑшкӑлласа кулнӑ тата Езекияна хӑратса ӳкерсе парӑнтарасшӑн пулнӑ. Ҫав йывӑр вӑхӑтра Езекия Иеговӑна кӗлтунӑ тата Турӑ хӑйӗн халӑхне хӑватлӑ аллипе ҫӑласса ҫирӗп ӗненнӗ. (Исаия 37:15—20 вуласа пар.) Иегова Езекия кӗлтунине илтнӗ, вара Ассири ҫарӗн 185 000 ҫыннине вӗлерме ангела янӑ (Ис. 37:36, 37).

16, 17. Езекияран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

16 Вӑхӑт иртсен Езекия вилмеллех чирлесе ӳкнӗ. Вӑл Иеговӑна эпӗ сана чун-чӗререн парӑнса пурӑннине асна илсемччӗ тесе йӑлӑннӑ. (4 Патшасен 20:1—3 вуласа пар.) Иегова вӑл кӗлтунине итленӗ те ӑна чиртен сыватнӑ. Библи кӑтартса панӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра Турӑ пире тӗлӗнмелле майпа сыватасса е кунҫула тӑсса парасса кӗтмелле мар. Апла пулин те эпир Езекия пекех Иеговӑна кӗлтуса ҫапла калама пултаратпӑр: «Эпӗ сан умӑнта тӗрӗс ҫӳрерӗм, сана чун-чӗререн парӑнса пурӑнтӑм». Чир-чӗрпе асапланнӑ чухне Иегова пулӑшасса эсир ҫирӗп шанатӑр-и? (Пс. 40:4.)

17 Езекия тӗслӗхӗ пире ҫакна та курма пулӑшать: Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплетме е уншӑн ӗҫлеме мӗн чӑрмантарать, ҫав япаласенчен пӑрӑнмалла. Тӗслӗхрен, паян нумайӑшӗ хӑш-пӗр паллӑ ҫынсене турӑ вырӑннех хураҫҫӗ. Вӗсем социаллӑ сетьсем урлӑ ҫав ҫынсен пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртнине пӗлсе тӑма тӑрӑшаҫҫӗ. Паллах, эпир вӗсем пек пуласшӑн мар. Интернет хӑш-пӗр христиансене ҫемьепе е ҫывӑх туссемпе хутшӑнма пулӑшать. Анчах та ҫак тӗнчери ҫынсем нумайӑшӗ социаллӑ сетьсенче ларса питӗ нумай вӑхӑт ирттереҫҫӗ. Вӗсем нихҫан тӗл пулса калаҫман ҫынсен страницисене ҫырӑнаҫҫӗ те вӗсен пурнӑҫне сӑнасах тӑраҫҫӗ. Е вӗсем сехечӗ-сехечӗпе ҫав ҫынсен сӑнӳкерчӗкӗсене пӑхса тата вӗсем ҫинчен вуласа лараҫҫӗ. Христиансемшӗн те кунта хӑрушлӑх пур. Пухури пӗр-пӗр тӑван социаллӑ сетьсенче чылайччен ларса вӑхӑта сая яма пултарать. Вӑл хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк е ҫырса хунӑ сӑмахӗсем нумай ҫынна килӗшнипе мухтанма, кам та пулин ун страницине кӗме пӑрахнӑшӑн вара кӳренме пултарать. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Павел тата Акилӑпа Прискилла пирӗн вӑхӑтра пурӑннӑ пулсан, вӗсем хӑйсен сӑнӳкерчӗкӗсене кашни кун социаллӑ сетьсенче вырнаҫтарӗччӗҫ-ши е ҫак тӗнчери пӗр-пӗр ҫын пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртнине сӑнаса тӑрӗччӗҫ-ши? Библире Павел ҫинчен «вӗрентес ӗҫе пуҫӗпех парӑнса» пурӑннӑ тенӗ. Прискиллӑпа Акила вара хӑйсен вӑхӑчӗпе ыттисене «Ҫӳлхуҫа ҫулне тата тӗплӗрех ӑнлантарса» парас тесе усӑ курнӑ (Ап. ӗҫ. 18:4, 5, 26). Ҫавӑнпа эпир хамӑртан ыйтма пултаратпӑр: «Эпӗ пӗр-пӗр ҫынна турӑ вырӑнне хурасран е хаклӑ вӑхӑта сая ярасран асӑрханатӑп-и?» (Эфес 5:15, 16 вуласа пар.)

ИОСИЯ ИЕГОВӐН СӐМАХӖСЕНЕ ПӐХӐНСА ПУРӐННӐ

18, 19. Хӑш тӗлӗшрен сирӗн Иосия пек пулас килет?

18 Езекия мӑнукӗн ачи, Иосия патша, Иегова «панӑ йӗркесене пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан пӑхӑнса» пурӑннӑ (2 Ҫулс. 34:31). Яш ача чухнех вӑл Давидӑн «Туррине пуҫҫапма тытӑннӑ», 20 ҫулалла ҫитсен вара Иуда ҫӗрне йӗрӗхсенчен тасатма пуҫланӑ. (2 Ҫулсеренхи 34:1—3 вуласа пар.) Иосия Иеговӑна юрӑхлӑ пулас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ, ҫак тӗлӗшрен вӑл Иудӑри ытти нумай патшаран та ирттернӗ. Каярахпа вара Саккун кӗнеки тупӑнсан (тен, ҫав кӗнеке Моисей ҫырнӑскерех пулнӑ) тата унта мӗн ҫырнине хӑйне вуласа парсан Иосия Турӑшӑн ӗҫлеме ытларах вӑй хумаллине ӑнланнӑ. Вӑл ыттисене Иеговӑшӑн ӗҫлеме хавхалантарма тытӑннӑ. Вара Иосия пурӑннӑ чухне израильтянсем «хӑйсен ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Турринчен пӑрӑнман» (2 Ҫулс. 34:27, 33).

19 Иосия пекех Турра ҫамрӑклах шырамалла. Тен, Иосияна Турӑ мӗн тери хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни ҫинчен хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗннӗ Манассия патша каласа панӑ. Ҫамрӑксем, хӑвӑр ҫемьери е пухури Турра шанчӑклӑ ватӑ тӑвансемпе хутшӑнма тӑрӑшӑр, Иегова вӗсене мӗнле пиллени ҫинчен ыйтса пӗлӗр. Ҫавӑн пекех Туррӑн Сӑмахне вулани Иосиян чӗрине пырса тивсен ӑна мӗн тума хавхалантарни ҫинчен те ан манӑр. Библи вуланӑ май, тен, сирӗн те Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес килсе кайӗ. Ҫакӑ вара сире телейлӗрех тӑвӗ, Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшӗ тата ыттисене Турра шыраса тупма пулӑшма хавхалантарӗ. (2 Ҫулсеренхи 34:18, 19 вуласа пар.) Библи вӗренни, тен, сире сӑваплӑ ӗҫре нумайрах вӑй хурас тесе мӗн улӑштармаллине те курма пулӑшӗ. Ун пек чухне Иосия пекех вӑраха ямасӑр кирлӗ улшӑнусем тӑвӑр.

ИЕГОВӐШӐН ПӖТӖМ ЧӖРЕПЕ ӖҪЛӖР

20, 21. а) Эпир пӑхса тухнӑ тӑватӑ патшан мӗнле пӗрпеклӗх пулнӑ? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

20 Иудӑри тӑватӑ патша тӗслӗхне пӑхса тухма килӗшрӗ-и сире? Вӗсем Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫленӗ, унӑн ирӗкне хастаррӑн пурнӑҫланӑ тата пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе Турра чунтан парӑнса пурӑннӑ. Тӑшмансем хӑратса тӑнӑ чухне те ҫак патшасем Иегова ҫине шаннӑ. Чи кирли вара — вӗсем Турӑшӑн таса кӑмӑлпа ӗҫленӗ.

21 Тепӗр статьяран эпир ҫав патшасем йӑнӑшсем туни ҫинчен те пӗлӗпӗр. Анчах та чӗресене тӗрӗслекен Турӑ вӗсем ӑна пӗтӗм чӗререн юратнине курнӑ. Эпир те ҫитменлӗхлӗ. Анчах та Иегова пирӗн чӗресене тӗрӗсленӗ чухне кусем маншӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫлеҫҫӗ тесе калама пултарать-и? Ҫакна тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.