Эсир пӗлетӗр-и?
Авалхи вӑхӑтра ют ҫын ани ҫине ҫумкурӑк акса хурасси чӑнах та пулма пултарнӑ-и?
МАТФЕЙ 13:24—26-мӗшӗсенче Иисусӑн сӑмахӗсене ҫырнӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр ҫын хӑй хирне ырӑ вӑрлӑх акнӑ; ҫынсем ҫывӑрнӑ вӑхӑтра унӑн тӑшманӗ пынӑ та тулӑ хушшине пукра акса хӑварнӑ; калчи ӳссе пуҫ кӑларсассӑн, пукри те палӑрнӑ». Хӑш-пӗр ҫыравҫӑсем ҫакӑн пекки чӑнах та пулма пултарни пирки иккӗленеҫҫӗ. Анчах та римсен хальхи вӑхӑтченех упранса юлнӑ саккунсемпе ҫыхӑннӑ документсене пӑхсан, чӑнах та ҫапла пулма пултарни курӑнать.
Пӗр Библи словарӗнче акӑ мӗн каланӑ: «Ҫынна усалпа тавӑрас тесе ун ани ҫине ҫумкурӑк акакан... Рим саккунӗ тӑрӑх, преступлени тӑвакан шутланнӑ. Ҫак саккун пурриех ҫавнашкал ӗҫ сайра-хутра ҫеҫ пулманнине кӑтартса парать». Паллӑ юрист Аластэр Керр ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, пирӗн эрӑри 533 ҫулта Рим императорӗ Юстиниан Дигестӑсем — Рим саккунӗсен пуххине тата паллӑ юристсем ҫырса кӑларнӑ ӗҫсенчи хӑш-пӗр шухӑшсене — пичетлесе кӑларнӑ (пирӗн эрӑри 100—250 ҫулсенче). Унта асӑннӑ юристсенчен пӗри, Ульпиан ятлӑскер, римсен патшалӑх деятелӗ Цельс пӑхса тухнӑ пӗр ӗҫ ҫинчен ҫырнӑ (Дигестӑсем, 9.2.27.14). Такам ҫын ани ҫине ҫумкурӑк акнӑ пулнӑ, лешӗн вара тыр-пулӗ пӗтнӗ. Дигестӑсенче палӑртнӑ тӑрӑх, хуҫа е уя арендӑна илекен фермер хӑйне шар кӑтартнӑшӑн тӑкаксене саккунпа шыраттарса илме пултарнӑ.
Рим империйӗнче ҫакнашкал усал ӗҫсем пулса иртни Иисус каласа кӑтартнӑ ӗҫ чӑнах та пулма пултарнине кӑтартать.
Пӗрремӗш ӗмӗрте Иудейӑри пуҫлӑхсене Рим мӗнле власть панӑ?
ПӖРРЕМӖШ ӗмӗрте Иудея Рим империне пӑхӑнса тӑнӑ. Рим императорӗ унта хӑй енчен прокуратор, е пуҫлӑх, лартнӑ. Прокураторӑн аллинче ҫар пулнӑ. Унӑн тӗп ӗҫӗ Рим хыснине каякан налуксене пухасси пулнӑ, ҫавӑн пекех ун йӗрке тытса тӑмалла пулнӑ. Римлянсем пӑлхавсене тӳрех пусарма тӑрӑшнӑ тата пӑлхав ҫӗклеме хӑтланакансене явап тыттарнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен вара, Иудейӑри ӗҫсене йӗркелесе тӑма вӗсем вырӑнти влаҫсене ирӗк панӑ.
Иудейӑра Синедрион — иудейсен аслӑ сучӗ тата саккуна вӗрентекенсен совечӗ — пулнӑ. Унсӑр пуҫне, унта аялти шайра тӑракан судсем те пулнӑ. Ҫак судсем ытларах чухне ҫынсем хушшинчи тавлашусене татса панӑ тата преступлени тӑвакансен ӗҫӗсене пӑхса тухнӑ. Анчах та Иудейӑри судсен ҫынна вӗлерме йышӑну тума право пулман. Ҫак право римлянсен кӑна пулнӑ. Синедрион пуҫлӑхӗсем Стефана суд туса чулпа персе вӗлерни вара саккуна пӑсса тунӑ ӗҫ пулнӑ (Ап. ӗҫ. 6:8—15; 7:54—60).
Иудейӑри Синедрионӑн пысӑк власть пулнӑ. Апла пулин те, Эмиль Шюрер историк каланӑ тӑрӑх, «Синедрионӑн влаҫӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр пулман. Мӗнле те пулин ӗҫ политикӑпа ҫыхӑнма пултарнине асӑрхасанах Рим влаҫӗсем кирек хӑш вӑхӑтра та ҫав ӗҫе хӑйсен аллине илсе пӑхса тухма пултарнӑ». Павел апостолпа, Рим гражданинӗпе, мӗн пулса иртни те ҫавнах кӑтартса парать: Клавдий Лисий, ҫар пуҫлӑхӗ, апостол хутне кӗнӗ (Ап. ӗҫ. 23:26—30).