Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Сирӗн пуласлӑх мӗнле пуласси хӑвӑртан килет!

Сирӗн пуласлӑх мӗнле пуласси хӑвӑртан килет!

ЭПИР ХАМӐР ПУЛАСЛӐХ ҪИНЕ МӖНЛЕ ТЕ ПУЛИН ВИТӖМ КӲМЕ ПУЛТАРАТПӐР-И? «Мӗн пуласси манран килмест, ман валли мӗнле шӑпа ҫырнӑ, ҫав пулать»,— теҫҫӗ хӑш-пӗрисем. Хӑйсен тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртеймен чухне вӗсем хулпуҫҫийӗсене сиктерсе илсе: «Шӑпаран иртме ҫук»,— теҫҫӗ.

Теприсем вара тӗнчере тӗрӗсмарлӑхпа усал ӗҫсем ҫав тери нумай пулнӑран шанӑҫа ҫухатаҫҫӗ. Тен, унччен вӗсем хӑйсен пурнӑҫне лайӑхлатасшӑн тӑрӑшнӑ пулӗ, анчах та сасартӑк вӑрҫӑ тапраннӑран, ҫутҫанталӑк инкекӗ килсе ҫапнӑран е чирлесе ӳкнӗрен вӗсен ӗмӗчӗ путланса ларнӑ. Ун пек чухне ҫынсем ҫапла шутлама пултараҫҫӗ: «Ҫав-ҫавах нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлмалла пулсан, мӗн усси тӑрӑшнинчен?»

Чӑнах та, лару-тӑру кӗтмен ҫӗртен улшӑнсан пирӗн пурнӑҫ та тӗпренех улшӑнма пултарать (Екклесиаст 9:11). Анчах та юлашкинчен пирӗнпе мӗн пуласси — ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илесси — хамӑртан килет. Ҫакӑн пирки Библире мӗн каланине асӑрхӑр-ха.

Пама пулнӑ ҫӗре кӗрес умӗн Моисей Израиль халӑхне Турӑ ячӗпе ҫапла каланӑ: «Сана эпӗ пурӑнӑҫпа вилӗм, пиллӗхпе ылхан сӗнтӗм. Пурӑнӑҫа суйласа ил: санӑн хӑвӑн та, санӑн тӑхӑмусен те пурӑнмалла пултӑр, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна юратмалла, Унӑн сӑмахне итлемелле, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнса тӑмалла пултӑр» (Саккуна астутарни 30:15, 19, 20).

«Сана эпӗ пурӑнӑҫпа вилӗм, пиллӗхпе ылхан сӗнтӗм. Пурӑнӑҫа суйласа ил» (Саккуна астутарни 30:19).

Турӑ израильтянсене Египет чуралӑхӗнчен хӑтарнӑ та Пама пулнӑ ҫӗре илсе кӗртсе ирӗклӗ те телейлӗ пурнӑҫ парнелеме сӑмах панӑ. Анчах та ҫакӑ ҫав пурнӑҫа вӗсем ним тумасӑрах илме пултарнине пӗлтермен. Израильтянсен «пурӑнӑҫа суйласа» илмелле пулнӑ. Мӗнле майпа? Вӗсен Турра «юратмалла, Унӑн сӑмахне итлемелле, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнса тӑмалла» пулнӑ.

Хальхи вӑхӑтра та пирӗн ҫавнашкалах йышӑну тумалла, эпир мӗн суйласа илнинчен вара пирӗн пуласлӑх килет. «Пурӑнӑҫа суйласа» илес тесен, урӑхла каласан, ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен, пирӗн Турра юратмалла, ӑна итлемелле тата ун ҫумне ҫыпҫӑнмалла.

ТУРРА ЮРАТӐР

Юрату — Туррӑн тӗп паха енӗ. «Турӑ — юрату вӑл»,— тесе ҫырнӑ Иоанн апостол (1 Иоанн 4:8). Иисус Христосран тӗп заповедь хӑшӗ тесе ыйтсан вӑл ҫапла хуравланӑ: «Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат» (Матфей 22:37). Хамӑрпа Турӑ хушшинчи чӑн-чӑн туслӑх Турӑран хӑрани ҫинче тата ӑна ним шухӑшламасӑр пӑхӑнса тӑни ҫинче тытӑнса тӑмасть, юрату ҫинче тытӑнса тӑрать. Мӗншӗн ҫапла калама пулать?

Иегова Турӑ ҫынсене ашшӗ-амӑшӗ ачисене юратнӑ пек юратать. Ачи-пӑчине юратнӑран, чи лайӑххине суннӑран ашшӗ-амӑшӗ вӗсене пулӑшать тата вӗрентсе тӑрать. Ачисенчен вара вӗсем мӗн кӗтеҫҫӗ? Ашшӗ-амӑшӗ ачисем вӗсене юратасса тата вӗсен ырӑ канашӗсене итлессе кӗтет. Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр пирки те ҫавнах калама пулать: вӑл эпир ӑна юратасса, пирӗншӗн тӑрӑшнӑшӑн пархатарлӑ пуласса кӗтет.

УНӐН СӐМАХНЕ ИТЛӖР

Турра итленине мӗнле кӑтартма пулать? Вӑл каланӑ пек тунипе. Паллах, эпир унӑн сассине илтме пултараймастпӑр, анчах та эпир унӑн Сӑмахне, Библие, вулама тата унта мӗн ҫырни тӑрӑх пурӑнма пултаратпӑр (1 Иоанн 5:3).

Туррӑн сӑмахне итлени питӗ кирли ҫинчен Иисус акӑ мӗн каланӑ: «Этем ҫӑкӑрпа анчах пурӑнмасть, вӑл Турӑ ҫӑварӗнчен тухакан кашни сӑмахпа пурӑнать» (Матфей 4:4). Пурӑнас тесен ҫыннӑн ҫимелле, анчах та Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ унтан та кирлӗрех. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Соломон патша акӑ мӗн палӑртнӑ: «Унӑн [ӑслӑлӑх] хӳттинче кӗмӗл хӳттинчи пекех; пӗлӳ усси ҫакӑ: ӑслӑлӑх пурӑнӑҫа упрать» (Екклесиаст 7: 12). Турӑ паракан пӗлӳпе ӑслӑлӑх хальхи вӑхӑтра та пире хӳтӗлеҫҫӗ, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пулӑшакан йышӑнусем тума та пулӑшаҫҫӗ.

УН ҪУМНЕ ҪЫПҪӐНӐР

Унчченхи статьяра илсе панӑ Иисусӑн сӑмахӗсене аса илер: «Тӑвӑр хапхапа ансӑр ҫул чӗрӗлӗхе илсе каяҫҫӗ, вӗсене тупакан сахал» (Матфей 7:13, 14). Ӗмӗрлӗх пурнӑҫа илсе каякан ҫулпа пынӑ чухне ҫула лайӑх пӗлекенпе юнашар утатпӑр пулсан, эпир ҫитес ҫӗре ҫитесси пирки иккӗленместпӗр. Акӑ мӗншӗн пирӗн Турӑ ҫумне ҫыпҫӑнмалла (Псалом 15:8). Ҫакна мӗнле тумалла?

Пирӗн пурин те кашни кун тумалли ӗҫсем питӗ нумай, мӗн тӑвас килни вара унтан та нумайрах. Ҫав ӗҫсем ӑшне путсан, Турӑ пирӗнтен мӗн кӗтни ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт юлмасан та пултарать. Ҫавӑнпа Библире пире ҫапла асӑрхаттарса калани пур: «Хӑвӑр мӗнле пурӑннине асӑрхасах тӑрӑр — ухмахсем пек ан пулӑр, ӑслисем пек пулӑр: вӑхӑта ахаль ан ирттерӗр, мӗншӗн тесессӗн кунсем ултавлӑ» (Эфес 5:15, 16). Турӑ ҫумне ҫыпҫӑнасси унпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене пуринчен ытла хакланине пӗлтерет (Матфей 6:33).

СИРӖН ХӐВӐРӐН СУЙЛАСА ИЛМЕ МАЙ ПУР

Пулни-иртнине улӑштарма ҫук, анчах та хамӑрӑн тата юратнӑ ҫыннӑмӑрсен мӗнле пуласлӑх пуласси эпир мӗн суйласа илнинчен килет. Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр, Иегова Турӑ, пире питӗ хытӑ юратнӑран пирӗнтен мӗн кӗтнине уҫӑмлӑн ӑнлантарса парать. Библире каланӑ:

«Эй этем! мӗн ырри иккенне, Ҫӳлхуҫа санран мӗн ыйтнине каланӑ-ҫке сана: ялан тӳрӗ пулмалла, ырӑ ӗҫ тума юратмалла, хӑвӑн Турру умӗнче йӑваш ӑслӑ ҫӳремелле» (Михей 6:8).

Ҫакна асра тытӑр: Иегова сире хӑйӗн ҫывӑх тусӗ пулма сӗнет. Вӑл сире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнелесшӗн. Ҫав парнене илесси вара сирӗнтен хӑвӑртан килет!