Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Элиас Гуттер тата унӑн чаплӑ Библи куҫарӑвӗсем

Элиас Гуттер тата унӑн чаплӑ Библи куҫарӑвӗсем

ЭСИР еврей чӗлхипе ҫырнӑ Библие вулама пултаратӑр-и? Ҫук пулӗ. Тен, ҫакӑн пек Библие эсир курман та. Анчах та эсир XVI ӗмӗрте пурӑннӑ Элиас Гуттер ятлӑ ученӑй ҫинчен тата вӑл еврей чӗлхи ҫине куҫарнӑ Библин икӗ кӑларӑмӗ ҫинчен пӗлсен хӑвӑрӑн Библие ытларах хакланӑ пулӑттӑр.

Элиас Гуттер 1553 ҫулта Гёрлиц ятлӑ хулара ҫуралнӑ. Ҫак пысӑках мар хула хальхи Германи Польшӑпа тата Чехипе чикӗленсе тӑракан вырӑнта вырнаҫнӑ пулнӑ. Гуттер хӗвелтухӑҫ чӗлхисене Йенӑри Лютеран университетӗнче вӗренме тытӑннӑ. 24 ҫултах вӑл Лейпциг университетӗнче авалхи еврей чӗлхине тӗпчекен профессор пулса тӑнӑ. Ҫӗнӗ меслетсемпе усӑ куракан вӗрентӳҫӗ пулнӑран вӑл каярахпа Нюрнбергра шкул уҫнӑ, ҫак шкулта вӗренекенсем тӑватӑ ҫул хушши еврей, грек, латин тата нимӗҫ чӗлхисене вӗренме пултарнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун пек пӗлӳ урӑх нимӗнле шкул та, университет та пама пултарайман.

«ЧАПЛӐ КӐЛАРӐМ»

Еврей чӗлхи ҫине куҫарнӑ Гуттерӑн Библийӗ, ӑна 1578 ҫулта кӑларнӑ (пӗрремӗш страница)

1587 ҫулта Гуттер Библин пӗр пайне, Авалхи Халал пек пӗлекен пайне, еврей чӗлхипе кӑларнӑ. Ҫак кӑларӑм «Дерех ха-кодеш» ятлӑ пулнӑ, ҫав ята Исаия 35:8-мӗшӗнчен илнӗ, еврей чӗлхинчен куҫарсан вӑл «сӑваплӑ ҫул» тенине пӗлтерет. Ҫав кӗнекери шрифт питӗ илемлӗ пулнӑран ун пирки «пур тӗлӗшрен те чаплӑ кӑларӑм» тесе каланӑ пулнӑ. Унсӑр пуҫне ҫак Библи еврей чӗлхине вӗренмелли питӗ лайӑх хатӗр пулнӑ.

Гуттер Библийӗ мӗншӗн питӗ усӑллӑ пулнине ӑнланас тесе иврит чӗлхипе ҫырнӑ Библие вулама тӑрсан студентсем тӗл пулнӑ икӗ йывӑрлӑха пӑхса тухар. Пӗрремӗшӗ, вӗсем еврей алфавитне пачах пӗлмен; иккӗмӗшӗ, приставкӑсемпе аффикссем хушӑннипе сӑмахсен тӗпне курма йывӑр пулнӑ. Сӑмахран, «чун» тенине пӗлтерекен נפשׁ (не́феш) еврей сӑмахне илер. Иезекииль 18:4-мӗшӗнче ҫак сӑмах умӗнче паллӑлӑхне кӑтартакан ה (ха) артикль тӑрать, ҫавна пула темиҫе пайран тӑракан הנפשׁ (ханне́феш) сӑмах пулса тӑрать. Пӗлмен ҫын куҫӗпе пӑхас пулсан, הנפשׁ (ханне́феш) тата נפשׁ (не́феш) сӑмахсем пӗр-пӗринчен питӗ уйрӑлса тӑраҫҫӗ пек туйӑнать.

Студентсене пулӑшас тесе Гуттер питӗ усӑллӑ меслет шутласа кӑларнӑ: еврей саспаллисене ахаль шрифтпа кӑна мар, контурлӑ шрифтпа та пичетленӗ. Сӑмах тӗпӗн саспаллисене хура тӗспе, приставкӑсемпе аффикссене вара контурлӑ шрифтпа палӑртнӑ пулнӑ. Ҫак ансат меслет студентсене еврей сӑмахӗн тӗпне тӳрех курма пулӑшнӑ, ҫавна пула чӗлхене вӗренме ҫӑмӑлрах пулнӑ. «Сӑваплӑ Ҫыру — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ, ӑнлантарса панисемпе» (акӑл.) кӑларӑмри сноскӑсенче те ҫав меслетпех усӑ курнӑ *. Еврей чӗлхинчи сӑмахсене урӑх чӗлхери саспаллисемпе ҫырнӑ чухне сӑмахсен тӗпне хулӑн шрифтпа, приставкӑсемпе аффикссене вара ахаль шрифтпа ҫырнӑ. Ҫӳлте илсе панӑ ӳкерчӗкре Гуттерӑн Библийӗнче Иезекииль 18:4-мӗшне мӗнле шрифтпа ҫырнине тата ҫак сӑвӑ йӗрки патне «Библи, ӑнлантарса панисемпе» кӑларӑмри сноскӑна кӑтартнӑ.

ЕВРЕЙ ЧӖЛХИПЕ ҪЫРНӐ ҪӖНӖ ХАЛАЛ

Ҫавӑн пекех Гуттер Ҫӗнӗ Халала (Христианла Грек Ҫырӑвӗсене) кӑларнӑ. Ҫак Библин тексчӗ 12 чӗлхепе пулнӑ. Ӑна 1599 ҫулта Нюрнбергра кӑларнӑ, ҫавӑнпа ӑна час-часах Нюрнберг полиглотти теҫҫӗ. Гуттер ҫав чӗлхесем хушшинче еврей чӗлхи те пултӑр тенӗ. Анчах, вӑл каланӑ пек, ҫав куҫарушӑн пӗтӗм пурлӑха парсан та ӑна пурпӗр тупаяс ҫук *. Ҫавӑнпа вӑл Ҫӗнӗ Халала еврей чӗлхи ҫине хӑй куҫарас тенӗ. Ытти ӗҫӗсене хӑварса Гуттер куҫарма тытӑннӑ, вара ҫак ӗҫе ҫулталӑк хушшинчех туса пӗтернӗ!

Гуттерӑн куҫарӑвӗ мӗн таран лайӑх пулнӑ? XIX ӗмӗрте пурӑннӑ еврей чӗлхине тӗпчекен ученӑй, Франц Делич, акӑ мӗн каланӑ: «Вӑл еврей чӗлхи ҫине куҫарнӑ кӗнеке унӑн христиансем хушшинче сайра-хутра тӗл пулакан пултарулӑх пулнине, чӗлхене лайӑх туйнине, кӑтартса парать. Ҫак куҫару паянхи кун та питӗ усӑллӑ: куҫаракан сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе тӗп-тӗрӗс усӑ курни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет».

УСӐСӐР ӖҪ МАР

Куҫарас ӗҫ Гуттера пуян ҫын туман — вӑл куҫарнӑ Библи кӑларӑмӗсем питех сутӑнман курӑнать. Ҫав-ҫавах унӑн ӗҫӗ усӑсӑр пулман. Сӑмахран, вӑл еврей чӗлхи ҫине куҫарнӑ Ҫӗнӗ Халала 1661 ҫулта Уильям Робертсон, 1798 ҫулта вара Ричард Каддик тепӗр хут пӑхса тухнӑ та ҫӗнӗрен пичетлесе кӑларнӑ. Грек чӗлхинчен куҫарнӑ чухне Гуттер Ки́риос (Ҫӳлхуҫа) тата Тео́с (Турӑ) титулсене «Иегова» (יהוה, ЙХВХ) пек куҫарнӑ. Ҫакна вӑл Еврей Ҫырӑвӗсенчен илнӗ цитатӑсенче кӑна мар, хӑй шутланӑ тӑрӑх Иегова ҫинчен ӑҫта сӑмах пынӑ, ҫав вырӑнсенче те тунӑ. Ҫакӑ питӗ интереслӗ, вӗт Ҫӗнӗ Халалӑн нумай куҫарӑвӗнче Туррӑн ятне ҫырман. Апла, Гуттерӑн куҫарӑвӗ — Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче Туррӑн ятне кӗртмеллине кӑтартакан тата тепӗр ҫирӗплетӳ.

Тепрехинче Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче Туррӑн ятне, Иегова ята, курсан е «Библи, ӑнлантарса панисемпе» кӗнекери сноскӑсене пӑхсан Элиас Гуттер ҫинчен тата унӑн чаплӑ Библи куҫарӑвӗсем ҫинчен аса илӗр.

^ 7 абз. «Библи, ӑнлантарса панисемпе» (акӑл.) кӑларӑмра Иезекииль 18:4-мӗшӗ валли илсе панӑ иккӗмӗш сноскӑна тата 3В Хыҫсӑмаха пӑхӑр.

^ 9 абз. Паллах, Ҫӗнӗ Халала Гуттерччен те еврей чӗлхи ҫине куҫарнӑ. Ҫакӑн пек куҫарусенчен пӗрне 1360 ҫул тӗлнелле Симон Аутоманос ятлӑ Византи монахӗ тунӑ. Тепӗр куҫарӑва 1565 ҫул тӗлнелле нимӗҫ ученӑйӗ Освальд Шреккенфукс тунӑ. Ҫак куҫарусене пичетлесе кӑларманран вӗсем сыхланса юлман.