Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУРАЛ БАШНИ 2017, 2№ | Турӑ панӑ чи пысӑк парнене эсир йышӑнӑр-ши?

ЭСИР МӖНЛЕ ШУТЛАТӐР?

Турӑ пире мӗнле чи пысӑк парне панӑ?

Библире ҫапла каланӑ: «Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ» (Иоанн 3:16).

Ҫак брошюрӑра Турӑ мӗншӗн Иисуса ҫӗр ҫине янине тата мӗншӗн Иисус хӑйӗн пурнӑҫне пирӗншӗн панине ӑнлантарса панӑ. Ҫавӑн пекех ҫав парнешӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултарнине те пӗлме пултаратӑр.

 

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА

Ытти парнесенчен уйрӑлса тӑракан парне

Библире ҫак парне питӗ хаклӑ пулнине каланӑ, ӑна йышӑнакансем ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗҫ. Ҫав парнерен хаклӑрах парне пур-и вара?

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА

Турӑ панӑ чи пысӑк парне. Мӗншӗн вӑл питӗ хаклӑ?

Мӗне пула пӗр парне тепринчен хаклӑрах пулса тӑрать? Ҫавӑн ҫинчен шухӑшлани пире тӳлесе илмелли парнешӗн пархатарлӑ пулма пулӑшӗ.

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА

Турӑ панӑ чи пысӑк парнешӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать?

Христосӑн юратӑвӗ пире мӗн тума хавхалантарать?

Турӑшӑн ӗҫлекенсен мӑшӑрланмасӑр пурӑнмалла-и?

Хӑш-пӗр тӗнре тӗн пуҫлӑхӗсене целибата тытса тӑма хушаҫҫӗ. Анчах Сӑваплӑ Ҫырура ҫакӑн пирки мӗн каланӑ?

Чуралӑх. Ӗлӗк тата паян

Авалхи вӑхӑтра Туррӑн халӑхӗ чуралӑхран хӑтӑлнӑ. Анчах халӗ те миллион-миллион ҫын тӗрӗсмарлӑха пула хӗн курать.

Уҫӑ кӑмӑлпа пани савӑнӑҫ парать

Уҫӑ кӑмӑлпа пани пире те, ыттисене те савӑнтарать. Ҫапла туни пӗр-пӗринпе хутшӑнма тата туслӑ пулма пулӑшать. Эсир савӑнса паракан пулма пултаратӑр-и?

Библи мӗн калать?

Библире «юлашки кунсенче йывӑр самана ҫитӗ» тенӗ. Ҫакӑ эпир пурӑнакан вӑхӑта сӑнласа парать-и?

Ытти онлайн материалсем

Мӗншӗн Иисус панӑ парне — «нумайӑшне тӳлесе илмешкӗн» панӑ парне?

Тӳлесе илнине пула ҫылӑхсем мӗнле каҫарӑнаҫҫӗ?