Эсир тӳсекен хӗн-асап ҫине Турӑ мӗнле пӑхать?
Хӑш-пӗр ҫынсем Турӑ эпир асапланнине курмасть е уншӑн пурпӗрех теҫҫӗ.
БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНИ ПИРКИ ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР
Турӑ веҫех курать, уншӑн пурпӗрех мар
«Ҫӳлхуҫа Турӑ этемсем ҫӗр ҫинче питех те аскӑнланса пурӑннине курнӑ... Хӑй ӑшӗнче хытӑ куляннӑ» (Пултарни 6:5, 6).
Турӑ пӗтӗм хӗн-асапа пӗтерӗ
«Вӑраха та каймӗ — усал ҫын пулмӗ; вӑл тӑнӑ вырӑна пӑхӑн та — вӑл ҫук та. Йӑвашшисем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ, вӗсем тулли тӑнӑҫлӑхпа савӑнса пурӑнӗҫ» (Псалом 36:10, 11).
Турӑ пире телейлӗ тӑвасшӑн
«Эпӗ сирӗншӗн мӗн тума палӑртнине Хам анчах пӗлетӗп, тет Ҫӳлхуҫа, малашлӑхпа шанчӑк парса Эпӗ сире хуйхӑ-суйхӑ мар, тӑнӑҫлӑх пама палӑртнӑ. Мана тархаслатӑр та, Ман патӑма пырса кӗлтӑватӑр та — Эпӗ сире илтӗп» (Иеремия 29:11, 12).
«Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ» (Иаков 4:8).