Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир пӗлетӗр-и?

Эсир пӗлетӗр-и?

Авалхи вӑхӑтра кил-ҫурт пӑхса тӑраканӑн тивӗҫӗсем шутне мӗн-мӗн кӗнӗ?

АВАЛХИ вӑхӑтра кил-ҫурт пӑхса тӑракан хӑйӗн хуҫин хуҫалӑхне е пурлӑхне тытса пынӑ. «Кил-ҫурт пӑхса тӑракан» тесе куҫарнӑ еврей тата грек сӑмахӗсемпе надзиратель е кил-ҫурт пуҫлӑхӗ пирки сӑмах пынӑ чухне те усӑ курнӑ.

Иосиф, Иаков патриархӑн ывӑлӗ, Египетра чуралӑхра пулнӑ чухне Потифар ӑна хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхса тӑракан тунӑ. Потифар «хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех... Иосиф аллине панӑ» (Пулт. 39:2—6). Каярахпа, Египетра хӑватлӑ пуҫлӑх пулса тӑрсан, Иосиф хӑй те тарҫисенчен пӗрне ҫурт пуҫлӑхӗ, урӑхла каласан, хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхса тӑраканӗ, тунӑ (Пулт. 44:4).

Иисус Христос пурӑннӑ вӑхӑтра ҫӗр хуҫисем час-часах хулара — хӑйсен хуҫалӑхӗнчен аякра пурӑннӑ. Ҫавӑнпа вӗсен хуҫалӑха пӑхса тӑракан тарҫӑсем пулнӑ. Ҫав тарҫӑсем куллен-кун ҫӗр ӗҫлекенсен ӗҫне пӑхса-йӗркелесе тӑнӑ.

Кил-ҫурт пӑхса тӑракан кам пулма пултарнӑ? Пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ Колумелла ятлӑ Рим ҫыравҫи надзирателӗн, е кил-ҫурт пӑхса тӑраканӑн, тивӗҫне «ӗҫре тӗрӗсленӗ» тарҫӑна шанса пама сӗннӗ. Ҫав тарҫӑн «влаҫпа усӑ курнӑ чухне тимсӗр те, хаяр та пулмалла мар» тенӗ Колумелла. Вӑл ҫакна та палӑртнӑ: «Чи кирли вара, унӑн пурне те пӗлетӗп тесе шутламалла мар тата унӑн ҫӗннине вӗренес кӑмӑл пулмалла».

Турӑ Сӑмахӗнче христиансен пухӑвӗ мӗнле ӗҫленине кӑтартас тесе кил-ҫурт пӑхса тӑраканӑн сӑнарӗпе усӑ курнӑ. Тӗслӗхрен, Петр апостол Турӑ панӑ пултарулӑхпа ҫапла усӑ курма хавхалантарнӑ: «Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшса, Туррӑн тӗрлӗ ырӑлӑхӗпе лайӑх хуҫа [«кил-ҫурта лайӑх пӑхса тӑракан», ҪТ] пек усӑ курӑр» (1 Петр 4:10, ҪХ).

Иисус та Лука 16:1—8 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса панӑ ытарӑшра кил-ҫурт пӑхакан ҫинчен тӗслӗх илсе панӑ. Унсӑр пуҫне, хӑй патшара ларнине кӑтартакан паллӑ ҫинчен пророкла каланинче Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене «шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана», е «кил-ҫурта пӑхса тӑракан шанчӑклӑ та ӑслӑ тарҫӑна», лартасси пирки шантарса каланӑ. Ҫак тарҫӑн тӗп ӗҫӗ вӑл — юлашки кунсенче Христос хыҫҫӑн пыракансене сӑнарлӑ апата вӑхӑтра парса тӑрасси (Матф. 24:45—47; Лука 12:42). Шанчӑклӑ тарҫӑ хатӗрлекен тата пӗтӗм тӗнчипе парса тӑракан публикацисемпе усӑ курса эпир хамӑрӑн ӗненӗве ҫирӗплетме пултаратпӑр. Эпир ҫавӑншӑн питӗ хавас!