ХУРАЛ БАШНИ (ВӖРЕНМЕЛЛИ КӐЛАРӐМ) 2020 март
Ҫак кӑларӑмра 2020 ҫулхи майӑн 4-мӗшӗнчен 31-мӗшӗчченхи вӗренмелли статьясем пур.
Иеговӑна юратни сире шыва кӗме хавхалантартӑр
Иеговӑна юратни сире шыва кӗме хавхалантарма пултарать. Анчах шыва кӗме мӗн чӑрмантарма пултарать?
Эсир шыва кӗме хатӗр-и?
Ҫак статьяри шухӑшсем сире эсир шыва кӗме хатӗр пулнипе пулманнине курма пулӑшӗҫ.
БИОГРАФИ
«Кунтах эпир, пире ярӑр!»
Джекпа Мари-Лина хӑйсене Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме мӗн хавхалантарни ҫинчен тата улшӑнусене хӑнӑхма мӗн пулӑшни ҫинчен каласа параҫҫӗ.
Хӑҫан калаҫмалли вӑхӑт?
Ҫак статьяра хӑҫан калаҫмаллине тата хӑҫан шӑп тӑмаллине ӑнланма пулӑшакан тӗслӗхсене пӑхса тухнӑ.
Пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратса пурӑнӑр
Иисус чӑн христиансем пӗр-пӗрне юратнипе палӑрӗҫ тенӗ. Чӑн юрату килӗшӳ кӳрекенсем пулма, ҫынна камне кура уйӑрмасӑр пурӑнма тата тараватлӑ пулма пулӑшать.
Эсир пӗлетӗр-и?
Израиль халӑхӗ Египетра чуралӑхра пулнине Библисӗр пуҫне тата мӗн ҫирӗплетсе парать?
Вулакансен ыйтӑвӗсем
Иудейсен храмӗнчи хуралҫӑсем камсем вӗсем тата вӗсен мӗн тумалла пулнӑ?