Эсир пӗлетӗр-и?
Ӗлӗк-авал ҫынсем ҫӗнӗ ҫул е уйӑх пуҫланнине мӗнле пӗлнӗ?
ПАМА пулнӑ ҫӗрте пурӑннӑ еврейсен ҫулталӑк ака-суха ӗҫне пикенсен пуҫланнӑ. Хальхи календаре пӑхсан, ҫакӑ сентябрь — октябрь вӑхӑчӗ пулать.
12 уйӑхран (кашни уйӑхра 29 е 30 кун) тӑракан уйӑх ҫулӗ хӗвел ҫулӗнчен кӗскерех. Уйӑх календарӗ хӗвел календарӗпе килӗшсе тӑтӑр тесе тӗрлӗ майсемпе усӑ курнӑ. Сӑмахран, уйӑхсем ҫумне кунсем хушма е, ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче пулас, вӑхӑтран вӑхӑта пӗр уйӑх хушма пултарнӑ. Ҫапла майпа календарь ака-суха тата вырма вӑхӑчӗпе килӗшсе тӑнӑ.
Моисей пурӑннӑ вӑхӑтра Турӑ хӑйӗн халӑхне сӑваплӑ ҫул ҫуркунне авив, е нисан, уйӑхӗнчен пуҫланӗ тесе каланӑ (Тух. 12:2; 13:4). Ҫав уйӑхра ирттернӗ уяв вӑхӑтӗнче израильтянсем пӗрремӗш урпа пучахӗсене Иегова патне илсе килнӗ (Тух. 23:15, 16).
«Тата пӗр уйӑх хушмалла-и, хушмалла мар-и, йышӑну тума йывӑр пулман,— тет пӗр историк.— Пасхӑна уйӑх тулнӑ вӑхӑтра нисан уйӑхӗнче (нисанӑн 14-мӗшӗнче) паллӑ тунӑ. [...] Ҫак уяв яланах ҫуркунне, кунпа ҫӗр танлашнӑ хыҫҫӑн иртнӗ. Ҫавӑнпа та ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫитес ҫулта Пасха кунпа ҫӗр танлашиччен ҫитессине асӑрхасан, нисан умӗн тепӗр [13-мӗш] уйӑх хушнӑ».
Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне ҫуркунне, еврейсен календарӗ тӑрӑх, нисанӑн 14-мӗшӗнче паллӑ тумалла. Ҫав куна шутласа кӑларас тесе Иегова Свидетелӗсем ӗлӗк-авал усӑ курнӑ меслетпех усӑ кураҫҫӗ. Ҫав кун хӑҫан ҫитессине пур пухӑва маларах пӗлтереҫҫӗ.
Еврейсем уйӑх хӑҫан пуҫланнине мӗнле пӗлнӗ-ши? Халӗ эпир стена ҫинчи е телефонри календаре пӑхса илме пултаратпӑр, анчах та ӗлӗк-авал пурӑннӑ ҫынсен ҫавӑн пек май пулман.
Ной пурӑннӑ вӑхӑтра кашни уйӑхра 30 кун пулнӑ (Пулт. 7:11, 24; 8:3, 4). Анчах та каярахпа ҫакӑ улшӑннӑ. Еврей календарӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ уйӑх пӗлӗтре ҫӗнӗ уйӑх тухсан пуҫланнӑ. Ҫавӑнпа та уйӑхра 29 е 30 кун пулнӑ.
Библире каланӑ тӑрӑх, Давид та, Ионафан та ҫӗнӗ уйӑх пуҫламӑшне асӑнса: «Ыран... ҫӗнӗ уйӑх»,— тенӗ (1 Патш. 20:5, 18). Апла пулсан, пирӗн эрӑчченхи XI ӗмӗр тӗлнелле ҫӗнӗ уйӑх хӑҫан пуҫланассине маларах шутласа кӑларнӑ. Израильтянсем ҫӗнӗ уйӑх хӑҫан пуҫланнине мӗнле пӗлнӗ-ха? Ҫакӑн ҫинчен Мишнӑран — иудейсен сӑмах вӗҫҫӗн каланӑ саккунсемпе халӑх сӑмахлӑхӗн пуххинчен — пӗлме пулать. Унта каланӑ тӑрӑх, иудейсем Вавилон тыткӑнӗнчен таврӑннӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ уйӑх хӑҫан пуҫланасси пирки Синедрион (иудейсен аслӑ сучӗ) йышӑну тунӑ. Уявсем ирттернӗ ҫичӗ уйӑх хушшинче судьясем уйӑхӑн 30-мӗш кунӗнче ир-ирех пухӑннӑ пулнӑ. Вӗсен ҫӗнӗ уйӑх хӑҫан пуҫланасси пирки йышӑну тумалла пулнӑ. Вӗсем ҫакна мӗнле тунӑ-ха?
Пӗлӗтре ҫӗнӗ уйӑх тухнипе тухманнине пӗлес тесе Иерусалим таврари сӑртсем ҫине пӑхса тӑракансене янӑ пулнӑ. Тӳпере ҫӗнӗ уйӑха курсанах вӗсем ҫавӑн пирки Синедриона пӗлтернӗ. Ҫирӗплетӳсем ҫителӗклӗ пулнӑ пулсан, ҫав 30-мӗш кун ҫӗнӗ уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗ тесе пӗлтернӗ. Пӗлӗтсем хупӑрласа илнине е тӗтрене пула тӳпере уйӑх курӑнман пулсан, мӗн тунӑ? Вара ҫак уйӑхра 30 кун тесе, ҫӗнӗ уйӑх тепӗр кунне пуҫланӗ тесе пӗлтернӗ.
Мишнӑра каланӑ тӑрӑх, Иерусалим ҫыннисене ҫӗнӗ уйӑх пуҫланни пирки пӗлтерес тесе хула ҫывӑхӗнчи Елеон тӑвӗ ҫинче
кӑвайт чӗртнӗ пулнӑ. Ҫӗнӗ уйӑх пуҫланнине ытти вырӑнта пурӑнакансем те пӗлччӗр тесе пӗтӗм ҫӗршывӗпе тусем ҫинче кӑвайт чӗртнӗ. Ҫулсем иртсен вара Синедрион тунӑ йышӑну пирки пӗлтерме хыпарҫӑсене яма пуҫланӑ. Ҫавна пула пур еврей та, кирек ӑҫта пурӑннӑ пулсан та, ҫӗнӗ уйӑх хӑҫан пуҫланнине пӗлме пултарнӑ. Ҫапла Иерусалимра тата урӑх вырӑнсенче пурӑннӑ еврейсем ҫулсеренхи уявсене пӗр вӑхӑтра паллӑ тума пултарнӑ.Еврейсен календарӗ ҫинчен эсир таблицӑран ытларах пӗлме пултарӑр.