БИБЛИ ПУРНӐҪА УЛӐШТАРАТЬ
Эпӗ тулли пурнӑҫпа пурӑннӑ пек туйӑнатчӗ мана
-
ҪУРАЛНӐ ҪУЛ: 1982
-
ҪӖРШЫВ: ПОЛЬША
-
УНЧЧЕН: ҪАПӐҪМА ЮРАТНӐ, НАРКОТИКСЕМПЕ ИРТӖХНӖ ТАТА КАРЬЕРА ТУМА ТӐРӐШНӐ
УНЧЧЕНХИ ПУРНӐҪ.
Эпӗ Польшӑра, Германи чиккипе юнашар вырнаҫнӑ пӗчӗк хулара ҫуралнӑ. Пирӗн тавралӑхра фермӑсемпе вӑрмансем пулнӑ, манӑн пурнӑҫ вара тикӗс те канлӗ шунӑ. Аттепе анне мана йӗркеллӗ ҫын пулма хавхалантарнӑ. Вӗсем мана лайӑх вӗренме тата карьера тума ӳкӗтленӗ.
Вроцлаври университетра юриста вӗренме тытӑнсан манӑн йывӑрлӑхсем пуҫланчӗҫ. Аттепе аннерен аякра пурӑннӑ чухне эпӗ япӑх ҫынсемпе ҫыхланса кайрӑм. Эпӗ яланах футбол юратнӑ, анчах та ҫӗнӗ туссем витӗм кӳнине пула чӑн-чӑн футбол фаначӗ пулса тӑтӑм. Манӑн юратнӑ команда Варшавӑран пулнӑ, канмалли кунсенче эпӗ вӑл вылянӑ кирек хӑш вырӑна та кайса ҫӳренӗ. Ҫавӑн чухне, ялан тенӗ пекех, ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ, наркотиксемпе иртӗхнӗ тата тепӗр командӑн фаначӗсемпе ҫапӑҫнӑ. Полицие лекни манӑн пулас юрист карьерине аркатасса пӗлнӗ пулин те, эпӗ ҫакӑн ҫине эрне хушшинче пухӑннӑ стресран хӑтӑлмалли май ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ.
Мана туссемпе пӗрле клубсене, дискотекӑсене ҫӳреме килӗшнӗ. Унта эпир час-часах ҫапӑҫнӑ. Мана полици темиҫе хут та арестленӗ, анчах та манӑн кашнинче явап тытасран хӑтӑлса юлма май килнӗ, хӑш-пӗр чухне эпӗ ҫавна тӑвас тесе взятка панӑ. Эпӗ тулли пурнӑҫпа пурӑннӑ пек туйӑнатчӗ мана. Ҫав-ҫавах хамӑн ӑшра эпӗ хама тӗрӗс мар тытнине ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа та совеҫе лӑплантарас тесе эпӗ кашни вырсарникун чиркӗве ҫӳренӗ.
БИБЛИ МАНӐН ПУРНӐҪА МӖНЛЕ УЛӐШТАРЧӖ.
2004 ҫулта икӗ Иегова Свидетелӗ манӑн алӑка шаккарӗ, вара эпӗ вӗсемпе Библие сӳтсе явма килӗшрӗм. Чӑн христианин пуласси мӗн иккенне лайӑхрах пӗлсе пынӑ май мана совесть кӑшлама пуҫларӗ. Манӑн ӗҫме, наркотиксемпе иртӗхме тата Библи нормисемпе килӗшӳллӗ пурӑнман ҫынсемпе ҫыхланма пӑрахмаллине ӑнланса илтӗм. Ҫавӑн пекех эпӗ хамӑн хаярлӑхпа ҫилле тытса чармаллине те куртӑм. Улшӑнма кирлине эпӗ ӑнланнӑ, анчах та нимӗнле улшӑну та туман.
Пӗр каҫ манӑн пурнӑҫа тӗпрен улӑштарчӗ. Ун чухне эпӗ сакӑр ҫынпа ҫапӑҫса кайрӑм. Астӑвасса, эпӗ урам варринче выртаттӑмччӗ, мана вара ватрӗҫ, пуҫран ҫапрӗҫ тата тапрӗҫ. Кӗҫ-вӗҫ вилессине туйса эпӗ ҫапла кӗлтурӑм: «Иегова, санӑн Сӑмахна тимлеменшӗн каҫарсам мана. Чӗрӗ юлсан эпӗ Свидетельсемпе Библи вӗренме тата хамӑн пурнӑҫа йӗркене кӗртме сӑмах паратӑп». Ман телее, эпӗ чӗрӗ юлтӑм. Вара хамӑн сӑмаха тытрӑм.
2006 ҫулта эпӗ Англине куҫса кайрӑм. Манӑн унта укҫа ӗҫлесе илес те каялла Польшӑна таврӑнса малалла юриста вӗренес тӗллев пулнӑ. Библи вӗреннӗ чухне пӗр сӑвӑ йӗрки чуна пырса тиврӗ. Ку Павел апостолӑн ҫак сӑмахӗсем пулчӗҫ: «Христос Иисуса, хамӑн Ҫӳлхуҫамӑма, пӗлни пуринчен те паха иккенне кура, эпӗ ыттине нимӗн вырӑнне те хумастӑп: эпӗ Уншӑн нимӗнсӗр юлтӑм, ҫакна пурне те ҫӳпӗ вырӑнне ҫеҫ хуратӑп — манӑн Христоса ҫеҫ тупасчӗ» (Филиппӑ 3:8). Ман пекех, Павел апостол юриста вӗренсе тухнӑ, ҫавӑн пекех хаяр ҫын пулнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 8:3). Анчах та вӑл чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗпе пыма: Турӑшӑн ӗҫлесе тата Христосран тӗслӗх илсе пурӑнма — май пуррине ӑнланса илнӗ. Павелӑн тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшланӑҫемӗн эпӗ ӑнӑҫлӑ карьера тата хама хаяррӑн тытни мана телейлӗ тума пултарайманнине куртӑм. Эпӗ ҫапла шутларӑм: Павел улшӑнма пултарнӑ тӑк, эпӗ те пултаратӑп. Ҫавӑнпа та эпӗ юриста вӗренес шухӑша пӑрахас та Англирех юлас терӗм.
Иегова ҫинчен эпӗ мӗн чухлӗ нумайрах пӗлсе пытӑм, унпа ҫавӑн чухлӗ ҫывӑхрах пулса пынине туйма тытӑнтӑм. Вӑл чунтан улшӑнма тӑрӑшакансене каҫарма сӑмах пани чӗрене хускатрӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 2:38). 1 Иоанн 4:16-мӗшӗнче «Турӑ — юрату вӑл» тесе каланӑ сӑмахсем ҫинчен шухӑшланине пула Турӑ мӗншӗн пусмӑрлӑха курайманнине ӑнланма пуҫларӑм.
Мана Свидетельсем килӗшетчӗҫ, вара манӑн вӗсенчен пӗри пулас килчӗ
Свидетельсем хӑйсене мӗнле тытни те манӑн чуна пырса тиврӗ. Эпӗ вӗсем Библи нормисем тӑрӑх пурӑнма тӑрӑшнине куртӑм. Манӑн ҫав тӑвансем пек пурӑнакан телейлӗ ҫынсенчен пӗри пулас килчӗ. Сиенлӗ йӑласене ҫӗнтернӗ тата ытти улшӑнусене тунӑ хыҫҫӑн эпӗ 2008 ҫулта шыва кӗтӗм те Иегова Свидетелӗ пулса тӑтӑм.
МАНӐН ПУРНӐҪ ХӐШ ЕНЧЕН ЛАЙӐХЛАНЧӖ.
Библие пула эпӗ чысшӑн ҫунакан, хаяр, ӗҫкӗпе, наркотиксемпе иртӗхекен ҫынран тата футбол фаначӗнчен Туррӑн ӗҫлекенӗ тата ыттисене Библи ҫинчен вӗрентме юратакан ҫын пулса тӑтӑм. Эпӗ халӗ те футбол пӑхма юрататӑп, анчах та виҫине пӗлетӗп.
Эпӗ Эстер ятлӑ чаплӑ христианкӑна качча илнӗ. Эпир телейлӗ мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнатпӑр. Пире кунта, Англин ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ пайӗнче, полякла калаҫакан ҫынсемпе Библи вӗренме килӗшет. Халӗ эпӗ хама чӑннипех телейлӗ ҫын пек туятӑп. Манӑн совесть таса тата эпӗ интереслӗ те тулли пурнӑҫпа пурӑнатӑп.