Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ПӖЛӖТРЕ ПУРӐНАКАНСЕН ТӖНЧИ

Пӗлӗтре пурӑнакансем пирки ҫынсем мӗн шутлаҫҫӗ?

Пӗлӗтре пурӑнакансем пирки ҫынсем мӗн шутлаҫҫӗ?

Пӗлӗтре пурӑнакансем пирки эсир хӑҫан та пулин шухӑшласа пӑхнӑ-и? Ҫак тема ҫынсене темиҫе ӗмӗр хушши интереслентерет иккен. Хӑш-пӗрисем пӗлӗтре ваттисем пурӑнаҫҫӗ тесе ӗненеҫҫӗ тата вӗсене хисеплемелле теҫҫӗ. Теприсем шутланӑ тӑрӑх, пӗлӗт тени вӑл ырӑлӑх курса пурӑнмалли вырӑн, унта вара ангелсем пурӑнаҫҫӗ тата лайӑх ҫынсем вилсен ҫавӑнта лекеҫҫӗ. Хӑшӗ-хӑшӗ пӗлӗтре ҫӗр-ҫӗр миллион турӑ пурӑнать тесе калать.

Нумайӑшӗ пӗлӗтре кам-кам пурӑннине эпир пӗлместпӗр, мӗншӗн тесен унтан никам та килмен теҫҫӗ. Анчах та ҫавӑн пек шухӑшлани тӗрӗс мар. Иисус Христос ҫӗр ҫине киличчен пӗлӗтре пурӑннӑ. Вӑл пӗрремӗш ӗмӗрти тӗн пуҫлӑхӗсене уҫҫӑн ҫапла каланӑ: «Эпӗ ҫӳлтен Хам ирӗкӗме тума мар, Хама янӑ Аттемӗн ирӗкне тума аннӑ». Ҫавӑнпа та Иисус хӑйӗн апостолӗсене «Аттем ҫуртӗнче вырӑн нумай» тенине пӗлӗтре пурӑннӑскер каласа панӑ информаци теме пулать (Иоанн 6:38; 14:2).

Иисусӑн Ашшӗ вӑл — Турӑ, унӑн ячӗ Иегова (Псалом 83:18, ҪТ). Иеговӑн «ҫурчӗ» пӗлӗтре. Ҫавӑнпа та ҫав куҫа курӑнман тӗнчене Иегова Турӑпа Иисус Христос сӑнласа панӑ пек, урӑх никам та сӑнласа пама пултараймасть. Вӗсем пӗлӗтре мӗн пулса иртнине Турра шанчӑклӑ ҫынсене кӑтартнӑ тӗлӗнмелле курӑнусем урлӑ нумайӑшне уҫса панӑ.

Тепӗр статьяра эпир Библире каласа панӑ хӑш-пӗр курӑнусене сӳтсе явӑпӑр. Ҫав курӑнусем ҫинчен вуланӑ чухне ҫакна асра тытӑр: пӗлӗтри япаласене куҫпа курма та, алпа тытса пӑхма та май ҫук. Ҫавӑнпа пӗлӗтре пурӑнакансем ҫеҫ ӑнланма пултаракан япаласем ҫинчен калас вырӑнне Турӑ пӗлӗтре мӗн пулса иртнине ҫынсем ӑнланма пултаракан курӑнусем урлӑ кӑтартса панӑ. Ҫав курӑнусене пула эсир пӗлӗтре кам-кам пурӑннине пӗлме пултаратӑр.