Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иисус Христос чӑннипе мӗнлерех пулнӑ?

Иисус Христос чӑннипе мӗнлерех пулнӑ?

Иисус Христос чӑннипе мӗнлерех пулнине пӗр ҫын та калама пултараймасть. Вӑл хӑйне ӳнерҫӗсем ӳкерччӗр тесе, скульпторсем унӑн кӳлепине туччӑр тесе вӗсем умӗнче ларман. Ҫав-ҫавах ӗмӗрсем хушшинче ҫынсем Иисуса нумай хутчен ӳкернӗ тата унӑн скульптурисене те нумай тунӑ.

Паллах, ҫав ҫынсем Иисус чӑннипе мӗнлерех пулнине пӗлмен. Вӗсем ҫине культура, тӗн вӗрентӗвӗсем тата ҫав ӳкерчӗксемпе скульптурӑсене туса пама ыйтнӑ ҫынсен кӑмӑлӗ витӗм кӳнӗ. Иисуса мӗнле сӑнласа панине пула ҫынсем ун ҫине тата унӑн вӗрентӗвӗсем ҫине пӗр-пӗр майлӑ пӑхма пуҫланӑ, хӑш-пӗр чухне ҫакӑ тӗрӗс мар пӗтӗмлетӳсем патне те илсе ҫитернӗ.

Пӗрисем Иисуса вӑйсӑрланса ҫитнӗ, вӑрӑм ҫӳҫлӗ тата сайра сухаллӑ, хӑш-пӗр чухне вара хуйхӑракан ҫын пек сӑнласа панӑ. Теприсем ӑна турӑ пек кӑтартас тесе пуҫӗ тавралла ҫутӑ ҫаврашкапа, е нимбпа, ӳкернӗ. Ӑна ҫынсенчен ютшӑнса ҫӳрекен пек сӑнласа паракансем те пулнӑ. Анчах Иисус ҫакӑн пек ҫын пулнӑ-и? Ҫакна мӗнле пӗлмелле-ши? Сӑмахран, Иисус мӗнлерех пулнине ӑнланма пулӑшакан Библири сӑвӑ йӗркисене тӗпчеме пулать. Ҫакна туни пире вӑл мӗнле ҫын пулни ҫине те, вӑл мӗне вӗрентни ҫине те тӗрӗс пӑхма пулӑшӗ.

«ЭСӖ МАН ВАЛЛИ ӲТ ХАТӖРЛЕРӖН»

Иисус ҫак сӑмахсене хӑй шыва кӗнӗ чухне кӗлӗре каланӑ пулас (Еврейсем 10:5; Матфей 3:13—17). Унӑн ӳчӗ, е кӗлетки, мӗнлерех пулнӑ-ха? 30 ҫул маларах Гавриил ятлӑ ангел унӑн амӑшне, Марийӑна, ҫапла каланӑ: «Акӑ эсӗ йывӑр ҫын пулса Ывӑл Ача ҫуратӑн... Ӑна Турӑ Ывӑлӗ тейӗҫ» (Лука 1:31, 35). Апла Иисус, Адам пекех, пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулнӑ (Лука 3:38; 1 Коринф 15:45). Ҫавӑнпа унӑн кӗлетки пӗр кӑлтӑксӑр пулнӑ, сӑнӗпе вара вӑл хӑйӗн амӑшӗ, Мария ятлӑ еврей хӗрарӑмӗ, пек пулнӑ пулас.

Иисусӑн, ытти еврейсен пекех, сухал пулнӑ. Ҫакӑнпа еврейсем Рим ҫыннисенчен уйрӑлса тӑнӑ. Арҫыннӑн сухал пулни ӑна ҫынсем умӗнче сумлӑ, хисеплӗ тунӑ. Сухалӗ вӑрӑм пулман, ӑна тикӗслесех тӑнӑ. Иисусӑн вара сухалӗ те, ҫӳҫӗ те тирпейлӗ пулнӑ. Назорейсем кӑна, сӑмахран Самсон, ҫӳҫне касман (Йыша шутлани 6:5; Тӳресен 13:5).

Иисус 30 ҫула ҫитиччен платник пек пулса ӗҫленӗ, анчах ҫав вӑхӑтра халӗ усӑ куракан электрохатӗрсем пулман (Марк 6:3). Ҫавӑнпа та Иисус кӗрнеклӗ хул-ҫурӑмлӑ ҫын пулнӑ пулас. Хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тума пуҫланӑ чухне Иисус пӗр-пӗчченех храмри сутӑҫсене вӑкӑрӗ-сурӑхӗ-мӗнӗпех хӑваласа кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех укҫа улӑштаракансен сӗтелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ (Иоанн 2:14—17). Ҫакна вӑйлӑ ҫын анчах тума пултарнӑ. Турӑ Иисуса пӗр ҫитменлӗхсӗр кӗлетке панӑ, Иисус вара хӑйӗн вӑйӗпе тата пултарулӑхӗпе усӑ курса Турӑ хушнӑ ӗҫе пурнӑҫланӑ. Акӑ вӑл мӗн каланӑ: «Манӑн ытти хуласенче те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтермелле: Мана ҫавӑншӑн янӑ» (Лука 4:43). Ҫак хыпара пӗтӗм Палестинӑра каласа тухас тесессӗн питӗ нумай вӑй кирлӗ пулнӑ.

«МАН ПАТӐМА КИЛӖР, ЭПӖ СИРЕ КАНЛӖХ ПАРӐП»

Иисусӑн пит-куҫӗ ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑран ҫынсем ун патне туртӑннӑ, тен, ҫавӑнпа ҫак подзаголовокри сӑмахсем уйрӑмах «йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисемшӗн» питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ (Матфей 11:28—30, ҪХ). Вӑл хӑйне ӑшшӑн та ыррӑн тытнине пула ҫынсем Иисус хӑйӗн сӑмахне тытасса, вӗсене канлӗх парасса, ӗненнӗ. Библире ачасем те ун патне туртӑннӑ тесе каланӑ (Марк 10:13—16).

Хӑй вилес умӗнхи кун Иисус питӗ хурлӑхлӑ пулнӑ пулсан та, пӗтӗмӗшле илсен вӑл питӗ хаваслӑ ҫын пулнӑ. Пӗррехинче вӑл Кана хулинчи туйра пулнӑ тата ҫак уяв малалла тӑсӑлтӑр тесе шывран лайӑх хӗрлӗ эрех те тунӑ (Иоанн 2:1—11). Иисус пӗрре анчах мар хӑнара пулнӑ, ҫавӑн чухне асра юлакан тӗслӗхсем те каласа панӑ (Матфей 9:9—13; Иоанн 12:1—8).

Унсӑр пуҫне Иисус ҫынсене савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтернӗ, ҫак хыпар вӗсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме шанчӑк панӑ (Иоанн 11:25, 26; 17:3). Унӑн 70 вӗренекенӗ ырӑ хыпар мӗнле пӗлтерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ чухне Иисус хавасланса ҫапла каланӑ: «Ятӑрсем тӳпере ҫырӑннишӑн савӑнӑр» (Лука 10:20, 21).

«ЭСИР УНАШКАЛ АН ПУЛӐР»

Иисус вӑхӑтӗнчи тӗн пуҫлӑхӗсем пӗр вӗҫӗмех хӑйсем ҫине пӑхтарасшӑн тата хӑйсен власть пуррине палӑртасшӑн пулнӑ (Йыша шутлани 15:38—40; Матфей 23:5—7). Иисус вара хӑйне пачах урӑхла тытнӑ, вӑл хӑйӗн апостолӗсене ыттисемпе ан хуҫаланӑр тенӗ (Лука 22:25, 26, ҪХ). Вӑл вӗсене: «Кӗнекеҫӗсенчен сыхланӑр: вӗсем вӑрӑм тумтирпе ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх пухӑвӗсенче хӑйсене саламланине кӑмӑллаҫҫӗ»,— тесе каланӑ (Марк 12:38).

Иисус халӑх хушшинче нимпе те палӑрса тӑман, ӑна хӑш-пӗр чухне палламан та (Иоанн 7:10, 11). Хӑйӗн 11 апостолӗнчен те вӑл уйрӑлсах тӑман. Ҫавӑнпа Иисуса тытма килнӗ ҫынсем ӑна палласа илччӗр тесе Иудӑн, ӑна сутаканӑн, Иисуса чуптуса паллӑ кӑтартма тивнӗ (Марк 14:44, 45).

Иисус мӗнлерех пулни ҫинчен эпир сахал пӗлетпӗр пулин те ӑна мӗнле сӑнласа панинчен вӑл питӗ уйрӑлса тӑнине куртӑмӑр ӗнтӗ. Анчах та Иисус чӑннипе мӗнлерех пулнине пӗлни мар, халӗ вӑл мӗнле вырӑн йышӑннине пӗлни кирлӗрех.

«ВӐХӐТ НУМАЯХ ЮЛМАРӖ, ТӖНЧЕ МАНА УРӐХ КУРМӖ ӖНТӖ»

Иисус ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн темиҫе сехет иртсенех ӑна вӗлернӗ, унтан пытарнӑ (Иоанн 14:19). Вӑл «нумайӑшне ҫӑлмашкӑн Хӑй чунне тӳлевлӗхе» панӑ (Матфей 20:28, ҪХ). Виҫҫӗмӗш кунне Турӑ ӑна «сывлӑшӗпе» чӗртнӗ тата хӑйӗн хӑш-пӗр вӗренекенӗсене «курӑнмалла» тунӑ (1 Петр 3:18; Апостолсен ӗҫӗсем 10:40). Вӗренекенӗсене курӑннӑ чухне Иисус мӗнлерех пулнӑ? Унчченхи пек мар пулас, вӗт ҫывӑх тусӗсем те ӑна палласа илеймен. Мария Магдалина ӑна пахчаҫӑ вырӑнне хунӑ, унӑн икӗ вӗренекенӗ вара, Эммаус ялне каякан ҫулпа пынӑскерсем, ун пирки ҫула тухнӑ ҫын тесе шутланӑ (Лука 24:13—18; Иоанн 20:1, 14, 15).

Иисус паян пирӗн куҫ умне мӗнле тухса тӑмалла? Вӑл вилнӗ хыҫҫӑн 60 ҫул ытла иртсен Иоанн апостол ӑна курӑнура курнӑ. Курӑнура вӑл хӗрес ҫинче вилекен Иисуса курман. Пачах урӑхла, вӑл ӑна «патшасен Патши», «пуҫлӑхсен Пуҫлӑхӗ» тата Турӑ Патшалӑхӗн Патши пек курнӑ, вӑл кӗҫех Туррӑн пур тӑшманне те — демонсене те, усал ҫынсене те — пӗтерӗ тата ҫынсене телейлӗ пуласлӑх парӗ (Ӳлӗмхине 19:16, ҪС; 21:3, 4).