Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Йӑнӑшсем ҫине мӗнле пӑхмалла?

Йӑнӑшсем ҫине мӗнле пӑхмалла?

Донпа Маргарет * патӗнче вӗсен хӗрӗ хӑйӗн ҫемьипе хӑнара пулнӑ. Вӗсем кайиччен Маргарет, пенсие тухиччен повар пулса ӗҫленӗскер, икӗ мӑнукӗ юратакан апата — макарона сыр соусӗпе — хатӗрлесе парас тенӗ.

Пӗтӗм ҫемье сӗтел хушшине пуҫтарӑнсан Маргарет апата илсе килсе сӗтел варрине лартнӑ. Вӑл кастрюлӗн хуппине ҫӗкленӗ те ахлатса янӑ. Унта сыр соусӗ кӑна пулнӑ. Маргарет чи кирлине хума манса кайнӑ — макарона!

Эпир пурте, ҫулсене е опыта пӑхмасӑрах, йӑнӑшсем тӑватпӑр. Хӑш-пӗр чухне сӑмахпа кӳрентерме, мӗне те пулин кирлӗ мар вӑхӑтра тума, мӗне те пулин асӑрхамасӑр хӑварма е ӑҫта та пулин кая юлса ҫитме пултаратпӑр. Мӗншӗн ҫавӑн пекки пулкалать? Йӑнӑш тусан пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла? Вӗсене тӑвас мар тесен мӗн тумалла-ши? Ҫак ыйтусем ҫине хуравлас тесен йӑнӑшсем ҫине пирӗн тӗрӗс пӑхма вӗренмелле.

ЙӐНӐШСЕМ ҪИНЕ ТУРӐ МӖНЛЕ ПӐХАТЬ ТАТА ҪЫНСЕМ МӖНЛЕ ПӐХАҪҪӖ?

Пирӗн мӗн те пулин лайӑх пулать пулсан, ҫакӑншӑн мухтаса илнине эпир тӳрех йышӑнатпӑр тата ҫакна хамӑрах тунине ӑнланни кӑмӑла ҫӗклет. Пирӗн хамӑрӑн йӑнӑшсене, вӗсене ӑнсӑртран турӑмӑр пулсан та е никам та асӑрхамарӗ пулсан та, ҫавӑн пекех тӳрех йышӑнмалла мар-и? Ҫакна тума пире хамӑра кӗҫӗне хуни пулӑшӗ.

Эпир хамӑра пысӑка хуратпӑр пулсан йӑнӑшсем пирки темех мар тесе калама, хамӑр айӑпа ыттисем ҫине йӑвантарма е кӑна эпӗ туман тесе калама пултаратпӑр. Ҫапла тунипе эпир йывӑрлӑха татса памастпӑр, лару-тӑрӑва йывӑрлатса яратпӑр ҫеҫ. Унтан та ытла, ним ҫук ҫӗртенех кама та пулин айӑплама пултарӗҫ. Хамӑр тунӑ йӑнӑшшӑн явап тытма тивмесен те ҫакна асра тытмалла: юлашкинчен «эпир Турӑ умӗнче пурсӑмӑр та хамӑршӑн хамӑр явап тытӑпӑр» (Рим 14:12).

Йӑнӑшсем ҫине тӗрӗс пӑхас тӗлӗшрен Турӑ питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартать. Псалом кӗнекинче Турӑ пирки вӑл «хӗрхенекен кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ» тата вӑл «вӗҫне ҫитиех ҫилленсе каймасть, ӗмӗрех тарӑхса тӑмасть» тесе каланӑ. Вӑл ҫынсем ҫитменлӗхлӗ пулнине пӗлет тата «эпир тӑпра иккенне астуса тӑрать» (Псалом 102:8, 9, 14).

Унтан та ытла, Турӑ юратакан Атте пулнӑран пирӗнтен, ачисенчен, йӑнӑшсем ҫине хӑй пӑхнӑ пек пӑхасса кӗтет (Псалом 129:3). Унӑн Сӑмахӗнче хамӑрӑн тата ытти ҫынсен йӑнӑшӗсем ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшакан нумай канаш пур.

ХАМӐРӐН ТАТА ЫТТИ ҪЫНСЕН ЙӐНӐШӖСЕМ

Йӑнӑшсем тусан айӑпа кам ҫине те пулин йӑвантарма е хӑйсене тӳрре кӑларма ҫынсен сахал мар вӑхӑт тата вӑй каять. Кама та пулин сӑмахпа кӳрентертӗр пулсан хӑвӑрпа ҫав ҫын хушшинчи хутшӑнусене упраса хӑварас тесе мӗншӗн-ха каҫару ыйтас мар? Е, тен, эсир хӑвӑра япӑх тытнипе хӑвӑршӑн та, ыттисемшӗн те йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратнӑ. Хӑвӑр ҫине тарӑхас е ыттисене айӑплас вырӑнне лару-тӑрӑва лайӑхлатма тӑрӑшӑр. Эсир ҫине тӑрсах хӑвӑра тӳрре кӑларасшӑн пулни нимӗнле усӑ та памӗ, пачах урӑхла, ҫакӑ лару-тӑрӑва япӑхлатсах ярӗ. Хӑвӑр йӑнӑшран ӑса вӗренни тата кирлӗ улшӑнусем туни чылай лайӑхрах.

Ыттисем йӑнӑш тусан эпир тӳрех вӗсене айӑплама тата критиклеме тытӑнатпӑр. Иисус Христос панӑ канаша тытса тӑни чылай лайӑхрах, вӑл каланӑ: «Хӑвӑршӑн ҫынна мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн пур тӗлӗшрен те ҫавнах тӑвӑр» (Матфей 7:12). Хӑвӑр йӑнӑш тусан, вӑл пысӑках мар пулсан та, эсир ыттисем хӑвӑра ӑнланасса е ҫав йӑнӑша манасса кӗтетӗр. Эппин, мӗншӗн-ха пирӗн ыттисемпе ҫавӑн пекех ырӑ пулас мар? (Эфес 4:32.)

ЙӐНӐШСЕМ САХАЛТАРАХ ПУЛЧЧӐР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

Пӗр словарьте ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, йӑнӑшсем «тӗрӗс мар йышӑну тунипе, пӗлӳ сахал пулнипе е тимлӗ пулманнипе» пулса тухаҫҫӗ. Ҫак сӑлтавсенчен пӗрне е теприне пула эпир хӑҫан та пулин йӑнӑш тӑватпӑрах. Анчах йӑнӑшсене сахаллатма пулать. Акӑ ҫавна тума пулӑшакан Библири хӑш-пӗр принципсем.

Принципсенчен пӗрне Ытарӑшсем 18:13-мӗшӗнче тупма пулать, унта ҫакӑн пек каланӑ: «Итлесе пӗтермесӗрех хуравлакан — ӑссӑр ҫын, намӑс ӑна». Ҫынна хӑй мӗн калас тенине каласа пӗтерме парсан тата хуравлама васкамасан эпир тӗрӗс мар пӗтӗмлетӳсем тумӑпӑр тата тарӑхса каймӑпӑр. Эпир ҫынна итлесе пӗтерсен сӑмах мӗн ҫинчен пынине лайӑхрах ӑнланӑпӑр. Ҫакӑ вара пире тӗрӗс мар йышӑну тӑвасран хӑтарӗ, апла эпир йӑнӑш та тумӑпӑр.

Акӑ Библири тепӗр принцип: «Хӑвӑртан килет пулсассӑн, пуринпе те килӗштерсе пурӑнӑр» (Рим 12:18). Ҫынсемпе мирлӗ пулма тата пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшӑр. Ыттисемпе пӗрле ӗҫленӗ чухне вӗсен туйӑмӗсене шута илӗр, сӑпайлӑ пулӑр, вӗсене хисепленине кӑтартӑр, мухтаса илӗр тата хавхалантарӑр. Ҫавӑн пек хутшӑнусем пулсан пӗр-пӗрне каҫарма тата шухӑшламасӑр каланӑ сӑмахсене е тунӑ ӗҫсене манма, ҫавӑн пекех пысӑк йӑнӑшсене тӳрлетме те ҫӑмӑлтарах пулӗ.

Хӑвӑр тунӑ йӑнӑшсенчен вӗренӗр. Хӑвӑра тӳрре кӑларас вырӑнне, ҫак йӑнӑшсем ҫине лайӑх енсене аталантармалли май ҫине пӑхнӑ пек пӑхӑр. Тен, сирӗн тӳсӗмлӗрех, ырӑрах е чаруллӑрах пулмалла? Йӑвашлӑх, мир е юрату пирки вара мӗн калама пулать? (Галати 5:22, 23.) Кирек мӗнле пулсан та, тепрехинче мӗн тумалла маррине эсир пӗлетӗр. Паллах, эпир хамӑр тунӑ йӑнӑшсем ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхасшӑн мар, анчах хамӑра пӗр вӗҫӗм айӑпласа ҫӳрени те тӗрӗс мар. Шӳтлеме пӗлни вара кирек мӗнле йывӑр лару-тӑрӑва та ҫӑмӑллатма пултарать.

ҪАКӐ МӖНЛЕ УСӐ ПАРАТЬ?

Йӑнӑшсем ҫине тӗрӗс пӑхни пире хамӑра малашне тӗрӗсрех тытма пулӑшать. Ҫакӑ канӑҫлӑх парать тата ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшать. Эпир хамӑр тунӑ йӑнӑшсенчен вӗренме тӑрӑшатпӑр пулсан ӑслӑрах пулса пыратпӑр тата ҫынсене пирӗнпе хутшӑнма ҫӑмӑлтарах пулӗ. Ҫавӑн пекех эпир ытлашши хуйхӑрса тата хамӑра критиклесе ҫӳремӗпӗр. Ытти ҫынсем те хӑйсен ҫитменлӗхӗсемпе кӗрешнине асра тытни пире вӗсене ӑнланма пулӑшӗ. Чи кирли вара, эпир ҫапла тунипе юрату кӑтартас тата каҫарас тӗлӗшрен Турӑ пек пулма тӑрӑшнине кӑтартатпӑр (Колоссӑ 3:13).

Маргарет ҫинчен каласа панӑ истори мӗнпе вӗҫленнӗ? Вӑл тунӑ йӑнӑш ҫемьерисене хурлантарнӑ-и? Паллах ҫук. Пурте кулса янӑ, Маргарет хӑй те. Вара ҫемье макаронсӑрах апат ҫинӗ. Ҫулсем иртсен те унӑн мӑнукӗсем кукамӑшне ӑшӑ туйӑмсемпе аса илсе мӗн пулса иртни ҫинчен хӑйсен ачисене каласа параҫҫӗ. Вӗт шухӑшласа пӑхсан, ҫакӑ вӑл йӑнӑш кӑна пулнӑ!

^ 2 абз. Ятсене улӑштарнӑ.