Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ЧИ ЛАЙӐХ ПАРНЕ

Чи лайӑх парне парнелес тесен мӗн тумалла?

Чи лайӑх парне парнелес тесен мӗн тумалла?

Чи лайӑх парне тупма ҫӑмӑл мар. Вӗт парнене ӑна илекенӗ хак парать. Пӗрне килӗшекен парне теприне килӗшмесен те пултарать.

Сӑмахран, ҫула ҫитмен ҫамрӑк электронлӑ хатӗрсенчен чи юлашки моделӗ ҫинчен ӗмӗтленме пултарать. Ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын вара питех усӑллӑ мар япалана та хаклама пултарать, тӗслӗхрен, йӑхран йӑха куҫакан япалана. Хӑш-пӗр культурӑра укҫа парнелесси йӑлара, ҫын вара ӑна ӑҫта ярассине хӑй суйласа илет.

Хӑш-пӗр чухне чи лайӑх парнене тупма пулмасть пулин те ҫынсенчен нумайӑшӗ хӑйсемшӗн хаклӑ ҫынна савӑнтаракан парне тупас тесе вӑхӑт та, вӑй та шеллемеҫҫӗ. Ҫакӑн пек парне тупма пулӑшакан тӑватӑ япалана пӑхса тухар.

Ҫын мӗн кӑмӑлланине шута илӗр. Белфастри (Ҫурҫӗр Ирланди) пӗр арҫын каланӑ тӑрӑх, хӑйне 10—11 ҫулсенче парнеленӗ велосипед уншӑн чи лайӑх парне пулнӑ. Мӗншӗн? «Эпӗ ун ҫинчен ӗмӗтленнӗ»,— ӑнлантарса парать вӑл. Апла пулсан, ҫынна вӑл ӗмӗтленнӗ япалана парнелесен, ҫавӑ ӑна килӗшме пултарӗ. Ҫавӑнпа та кама парне парнелес тетӗр, ҫавӑн ҫинчен шухӑшлӑр. Вӑл мӗн ҫинчен шутлать? Мӗне хаклать? Сӑмахран, ялан тенӗ пекех ваттисене хӑйсен вӑхӑтне ачисемпе тата мӑнукӗсемпе ирттерме килӗшет. Вӗсен хӑйсен ачисене тата мӑнукӗсене тӑтӑшах курас килет. Ҫавӑнпа та ваттисем валли чи лайӑх парне вӑл — отпуска вӗсемпе пӗрле ирттерни.

Ҫын мӗн кӑмӑлланине пӗлес тесен ӑна тимлӗ итлемелле. Библире: «Кирек кам та итлеме хатӗр пултӑр, хуравлама ан васкатӑр»,—тенӗ (Иаков 1:19). Туссемпе е хурӑнташсемпе калаҫнӑ чухне вӗсене мӗн килӗшнипе мӗн килӗшменнине асӑрхама тӑрӑшӑр. Ҫакӑ сире вӗсене савӑнтаракан парне тупма пулӑшӗ.

Ҫынна мӗн кирлине шута илӗр. Пӗчӗк е хаклах мар япала та, вӑл усӑллӑ пулсан, кӑмӑла кайма пултарать. Анчах ҫынна мӗн кирлине мӗнле пӗлме пулать?

Ҫынна мӗн кирли ҫинчен тӳррӗн ыйтни лайӑхрах пек туйӑнма пултарать. Анчах ҫакӑн пек тунипе ҫак парне кӗтмен ҫӗртен панӑ парне пек пулма пӑрахать. Унсӑр пуҫне, хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсене мӗн килӗшнипе килӗшменни ҫинчен уҫҫӑн калама пултараҫҫӗ пулсан та, хӑйсене чӑннипех мӗн кирлине вара каламасан та пултараҫҫӗ.

Ҫавӑнпа кама парне парнелес тетӗр, ҫавна мӗн кирлине курма тӑрӑшӑр тата унӑн лару-тӑрӑвне шута илӗр. Ҫав ҫын ҫамрӑк-и, ватӑ-и, мӑшӑрланнӑ-и, мӑшӑрланман-и, уйрӑлнӑ-и, мӑшӑрсӑр тӑрса юлнӑ-и, ӗҫлет-и е пенсие кайнӑ-и? Ӑна мӗн кирли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.

Унсӑр пуҫне, ҫавнашкал лару-тӑрури ҫынпа калаҫса пӑхӑр. Вӑл сире кирлӗ шухӑша калама пултарӗ. Ҫавна пӗлни вара усӑллӑ парне пама пулӑшӗ.

Вӑхӑта шута илӗр. Библире ҫапла каланӑ: «Вӑхӑтра каланӑ сӑмах мӗн тери лайӑх!» (Ытарӑшсем 15:23.) Ҫак сӑвӑ йӗркинчен вӑхӑтра каланӑ сӑмах питӗ витӗмлӗ пулни курӑнать. Эпир тӑвакан ӗҫсем пирки те ҫавнах калама пулать. Вӑхӑтра каланӑ сӑмахсем ҫыннӑн кӑмӑлне ҫӗклеме пултарнӑ пекех кирлӗ вӑхӑтра е пӗр-пӗр событи ячӗпе панӑ парне те ҫынна савӑнтарма пултарать.

Туй, шкул пӗтерни, ача ҫурални — ҫак тата ытти событисенче ялан тенӗ пекех парнесем параҫҫӗ. Ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем паллӑ событисен списокне ҫулталӑк маларах туса хураҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене чи лайӑх парнене маларах тупма пулӑшать *.

Паллах, парнесене уявсенче кӑна мар, кирек хӑш вӑхӑтра та парнелеме пулать. Анчах асӑрхануллӑ пулмалла. Сӑмахран, арҫын пӗр сӑлтавсӑрах хӗрарӑма парне парать пулсан, хӗрарӑмӗ ҫав арҫын унпа интересленет тата унпа ҫывӑхрах паллашасшӑн тесе шутлама пултарать. Арҫын ҫак парнене таса шухӑш-кӑмӑлпа парать пулсан та, ҫакӑ пӗр-пӗрне ӑнланманни патне илсе пыма е йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратма пултарать. Апла пулсан, тепӗр япалана та шута илмелле — парнелекенӗн шухӑш-кӑмӑлне.

Парнелекенӗн шухӑш-кӑмӑлӗ. Куртӑмӑр ӗнтӗ, парне парас умӗн эпир ӑна мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа панине тӗрӗс ӑнланӗҫ-ши тесе шухӑшламалла. Тепӗр енчен, парнелекенӗн хӑйӗн те хӑй мӗншӗн парне парасшӑн пулнине тӗрӗслесе пӑхмалла. Нумайӑшӗ хӑйсем пирки парнене чун-чӗререн паратпӑр тесе шутлаҫҫӗ, анчах час-часах вӗсем ҫулталӑкӑн пӗр-пӗр кунӗнче ҫавна тумаллах тенӗрен тӑваҫҫӗ. Теприсем вара кама та пулин юрас тесе е ҫав ҫынран мӗн те пулин илес тесе парне параҫҫӗ.

Хамӑр шухӑш-кӑмӑл тӗрӗс пулнипе пулманнине мӗнле тӗрӗслемелле? Библире каланӑ: «Кирек мӗне те пӗр-пӗрне юратса тӑвӑр» (1 Коринф 16:14). Эсир юратнӑран тата пулӑшас тесе парне парнелетӗр пулсан ҫынна ҫав парне савӑнтарӗ. Эсир уҫӑ кӑмӑллӑ пулни вара хӑвӑр кӑмӑла та ҫырлахтарӗ. Унтан та ытларах, эпир мӗн те пулин пӗтӗм чӗререн парнелетпӗр пулсан, ҫакӑ ҫӳлти Аттемӗре те савӑнтарӗ. Павел апостол авалхи Коринф хулинчи христиансене, вӗсем уҫӑ кӑмӑллӑ пулнишӗн тата Иудейӑри хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсене хаваспах пулӑшнишӗн, мухтаса илнӗ. Павел вӗсене: «Турӑ савӑнса паракана юратать»,— тесе каланӑ (2 Коринф 9:7, ҪХ).

Ҫак тӑватӑ япалана шута илсен эсир ыттисене хӑвӑр парнесемпе савӑнтарма пултаратӑр. Анчах та пӗр парне ытти парнесенчен уйрӑлса тӑрать. Ҫав парнене Турӑ панӑ. Вӑл ӑна хатӗрленӗ чухне пире мӗн кӑмӑла кайнине, пире мӗн кирлине шута илнӗ тата ӑна кирлӗ вӑхӑтра панӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫавна мӗн те пулин илессишӗн туман. Ҫав парне ҫинчен эсир тепӗр статьяран пӗлме пултаратӑр.

^ 13 абз. Ҫавӑн пекех ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫуралнӑ кун ячӗпе тата ытти паллӑ кунсенче парнесем парнелеҫҫӗ. Анчах ҫак уявсенчен нумайӑшӗ Библи вӗрентӗвӗсемпе килӗшсе тӑмасть. Ҫак брошюрӑри «Вулакансем ыйтаҫҫӗ. Раштав уявне христиансен уявламалла-и?» статьяна пӑхӑр.