Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Сирӗн ҫине тӗнче сывлӑшӗ мар, Туррӑн сывлӑшӗ витӗм кӳтӗр

Сирӗн ҫине тӗнче сывлӑшӗ мар, Туррӑн сывлӑшӗ витӗм кӳтӗр

Сирӗн ҫине тӗнче сывлӑшӗ мар, Туррӑн сывлӑшӗ витӗм кӳтӗр

«Турӑ хамӑра панӑ ырӑлӑха пӗлмешкӗн эпир ку тӗнче сывлӑшне мар, Турӑ Сывлӑшне илнӗ» (1 КОР. 2:12).

1, 2. а) Чӑн христиансем вӑрҫа хутшӑнаҫҫӗ тенине мӗнле ӑнланмалла? ӑ) Мӗнле ыйтусене эпир пӑхса тухӑпӑр?

 ЧӐН христиансем вӑрҫа хутшӑнаҫҫӗ! Пирӗн тӑшман хӑватлӑ, чее тата ҫапӑҫма вӗреннӗскер. Унӑн питӗ витӗмлӗ хӗҫ-пӑшал пулнӑран вӑл пӗтӗм этемлӗхе тенӗ пекех хӑйне пӑхӑнтарнӑ. Анчах пирӗн хамӑр пирки вӑйсӑр е ӑнӑҫлӑ пулма нимле шанчӑк та ҫук тесе шухӑшлама кирлӗ мар (Ис. 41:10). Эпир хӳтлӗхпе усӑ курма пултаратпӑр, ӑна вара аркатма та, ҫӗмӗрме те ҫук.

2 Пирӗн вӑрҫӑ ахаль вӑрҫӑ мар, сӑнарлӑ вӑрҫӑ. Пирӗн тӑшман — Сатана Шуйттан, унӑн тӗп хӗҫ-пӑшалӗ — «тӗнче сывлӑшӗ» (1 Кор. 2:12). Вӑл тапӑннисенчен сыхлакан тӗп хӳтлӗх — Туррӑн сывлӑшӗ. Ҫав вӑрҫа пурӑнса ирттерес тата Турӑпа хамӑр хушӑри ҫывӑх хутшӑнусене упраса хӑварас тесен, Туррӑн сывлӑшӗ пирки пирӗн ыйтмалла та унтан хамӑр пурнӑҫра унӑн ӗҫӗсене, е ҫимӗҫне, кӑтартса тӑмалла (Гал. 5:22, 23). Анчах та мӗн вӑл тӗнче сывлӑшӗ тата мӗншӗн вӑл ҫав тери вӑйлӑ витӗм кӳме пуҫланӑ? Вӑл пирӗн ҫине витӗм кӳни-кӳменнине мӗнле пӗлме пулать? Туррӑн сывлӑшне илес тата тӗнче сывлӑшне хирӗҫ тӑрас тӗлӗшрен эпир Иисусран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

Мӗншӗн тӗнче сывлӑшӗ ҫав тери анлӑ сарӑлнӑ?

3. Мӗн вӑл тӗнче сывлӑшӗ?

3 Тӗнче сывлӑшӗ Сатанаран, «ҫак тӗнче пуҫлӑхӗнчен», тухса тӑрать тата Туррӑн святой сывлӑшне хирӗҫ пырать (Иоан. 12:31; 14:30; 1 Иоан. 5:19). Ҫав сывлӑш — тӗнчере хуҫаланакан туртӑм тата ҫынсене хӑйне евӗрлӗ тытма хӗтӗртсе тӑрать. Ҫав вӑй витӗм кӳрсе тӑнӑран этемлӗх Туррӑн ирӗкне тата вӑл мӗн тума шутласа хунине хирӗҫ тӑрать.

4, 5. Сатанаран тухса тӑракан сывлӑш мӗнле майпа ҫав тери анлӑ сарӑлнӑ?

4 Сатанаран тухса тӑракан сывлӑш мӗнле майпа ҫав тери анлӑ сарӑлнӑ? Чи малтан Сатана Евӑна Эдем садӗнче улталанӑ. Турра пӑхӑнса тӑмасан телейлӗрех пулӑн тесе ӗнентернӗ Сатана Евӑна (Пулт. 3:13). Мӗн тери сӗмсӗр суеҫӗ пулнӑ вӑл иккен! (Иоан. 8:44.) Унтан вӑл Адама, Ева урлӑ витӗм кӳрсе, Иеговӑна итлеме пӑрахтарнӑ. Адам суйласа илнине пула этемлӗх ҫылӑха сутӑннӑ, ҫавӑнпа та ҫынсен, Сатананни пекех, пӑхӑнас килмен кӑмӑл пур. (Эфес 2:1—3 вуласа пар.)

5 Сатана ҫавӑн пекех чылай ангел ҫине витӗм кӳнӗ, вӗсем вара демонсем пулса тӑнӑ (Ӳлӗм. 12:3, 4). Вӗсем Турра хирӗҫ сутӑнчӑкла хӑтланасси Ной вӑхӑтӗнче пӗтӗм ҫӗре шыв илес умӗн пулса иртнӗ. Ҫав ангелсем тӳпери вырӑнне хӑварса ҫӗр ҫине анса хӑйсен тӗрӗс мар кӑмӑл-туйӑмне намӑссӑрӑн ҫырлахтарасси вӗсемшӗн лайӑхрах пулать тесе ӗненнӗ (Иуда 6). Ҫав демонсем, тӳпене таврӑннӑскерсем, пулӑшнипе Сатана «пӗтӗм тӗнчене илӗртсе улталаса» тӑрать (Ӳлӗм. 12:9). Шел пулин те, ҫынсенчен чылайӑшӗ демонсем витӗм кӳрсе тӑни ҫинчен пӗлмест (2 Кор. 4:4).

Тӗнче сывлӑшӗ сирӗн ҫине витӗм кӳрет-и?

6. Тӗнче сывлӑшӗ пирӗн ҫине хӑҫан витӗм кӳме пултарать?

6 Хӑйсем ҫине Сатана витӗм кӳрсе тӑнине нумайӑшӗ ӑнланмасть, анчах та чӑн христиансем вӑл мӗнле меслетсемпе усӑ курнине пӗлеҫҫӗ (2 Кор. 2:11). Эпир тӗнче сывлӑшне хамӑр ҫине витӗм кӳме памастпӑр пулсан, вӑл пирӗн ҫине витӗм кӳме пултараймасть. Пирӗн ҫине Туррӑн сывлӑшӗ е тӗнче сывлӑшӗ витӗм кӳни-кӳменнине пӗлме пулӑшакан тӑватӑ ыйту пӑхса тухар.

7. Сатана пире Турӑран мӗнле пӑрса яма тӑрӑшать?

7 Эпӗ суйласа илнӗ вӑйӑ-кулӑ ман пирки мӗн калать? ( Иаков 3:14—18 вуласа пар.) Сатана пире Турӑран пӑрса ярас тесе пирӗн чӗрере пусмӑра юратассине аталантарма тӑрӑшать. Пусмӑра юратакансене кирек кама та Иегова курайманнине Шуйттан пӗлет (Пс. 10:5). Пире ӳт илӗртни хыҫҫӑн ярас тесе Сатана литературӑпа, фильсемпе, кӗвӗ-юрӑпа тата электронлӑ вӑйӑсемпе — хӑш-пӗр чухне вылякансене питӗ хаяррӑн тата ирсӗррӗн тытма хӗтӗртекен вӑйӑсемпе — усӑ курать. Пирӗн чӗрере тӳрӗлӗхе юратасси тӑрса юлӗ-и, юлмӗ-и, Сатанашӑн пурпӗрех; уншӑн чи кирли — вӑл хӑй сарса тӑракан усаллӑха юратасси пирӗн чӗрере те пултӑр тет (Пс. 96:10).

8, 9. Вӑйӑ-кулӑпа ҫыхӑннӑ мӗнле ыйтусене пирӗн хамӑра памалла?

8 Тепӗр енчен илес пулсан, Туррӑн сывлӑшӗ, ҫав сывлӑша илекенсене, таса, лӑпкӑ, е мирлӗ, тата хӗрхенӳллӗ пулма хавхалантарать. Хамӑртан: «Эпӗ суйласа илекен вӑйӑ-кулӑ мана лайӑх енсене аталантарма пулӑшать-и?» — тесе ыйтни аван пулнӑ пулӗччӗ. Ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑх «икӗ питлӗ хӑтланмасть». Кам ҫине Туррӑн сывлӑшӗ витӗм кӳрсе тӑрать, ҫавсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннисене тасалӑхпа мирлӗ пулмалли ҫинчен вӗрентсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн килӗсенче тискерлӗхе, пусмӑрлӑха тата аскӑн ӗҫсене кӑтартнине киленсе пӑхса лармӗҫ.

9 Иегова чунтан парӑнса пурӑнассине кӗтет. Анчах Сатанашӑн хӑйне пӗрре кӑна пуҫҫапни те ҫителӗклӗ — вӑл Иисуса илӗртме хӑтланса пӑхни шӑпах ҫавна кӑтартса тӑрать те (Лука 4:7, 8). Эпир хамӑртан ыйтма пултаратпӑр: «Эпӗ суйласа илнӗ вӑйӑ-кулӑ мана Турра чунтан парӑнса пурӑнма парать-и? Ҫавӑн пек суйласа илнине пула тӗнче сывлӑшне хирӗҫ тӑма мана ҫӑмӑлтарах-и е йывӑртарах? Вӑйӑ-кулӑ суйлас тӗлӗшрен манӑн улшӑнусем тумалла мар-и?»

10, 11. а) Тӗнче сывлӑшӗ укҫа-тенкӗпе пурлӑх ҫине мӗнле пӑхтарма тӑрӑшать? ӑ) Туррӑн сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ Сӑмах мӗнле шухӑш-кӑмӑл тытса тӑма хавхалантарать?

10 Эпӗ укҫа-тенкӗ тата пурлӑх ҫине мӗнле пӑхатӑп? ( Лука 18:24—30 вуласа пар.) Тӗнче сывлӑшӗ ҫӑткӑнланма тата пуйма хӗтӗртсе тӑнипе «куҫ илӗртни» хыҫҫӑн кайма хистесе тӑрать (1 Иоан. 2:16, ҪХ). Вӑл нумайӑшӗн ӑшӗнче пуяс шухӑша аталантарнӑ (1 Тим. 6:9, 10). Нумай пурлӑх пухсан пирӗн пурнӑҫ канӑҫлӑ пулать тесе ӗнентерттересшӗн пире ҫав сывлӑш (Ытар. 18:11). Анчах та эпир укҫана Турӑран ытларах юратма пуҫларӑмӑр пулсан, Сатана вара ҫӗнтерӗ. Пирӗн хамӑра ыйту памалла: «Эпӗ ытлӑ-ҫитлӗ тата киленсе пурӑнасси ҫинчен ытлашши шухӑшламастӑп-и?»

11 Анчах та Турӑ сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ Сӑмах пире укҫа-тенкӗ ҫине тӗрӗс пӑхма тата хамӑра, хамӑр ҫемьене мӗн кирлипе тивӗҫтермешкӗн ӗҫлеме хавхалантарать (1 Тим. 5:8). Туррӑн сывлӑшӗ Иегова пекех уҫӑ кӑмӑллӑ пулма пулӑшать. Камра Туррӑн сывлӑшӗ пур, ҫавсем япаласенчен ытларах ҫынсене хаклаҫҫӗ тата памалли пур чухне хаваспах параҫҫӗ (Ытар. 3:27, 28). Вӗсем укҫа пухассине Турӑшӑн ӗҫлессинчен кирлӗрех пулма нихӑҫан та памаҫҫӗ.

12, 13. Тӗнче сывлӑшӗпе танлаштарсан, Туррӑн сывлӑшӗ пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

12 Эпӗ хама епле тытнинче тата епле шухӑшланинче мӗнле сывлӑш палӑрса тӑрать? ( Колоссӑ 3:8—10, 13 вуласа пар.) Тӗнче сывлӑшӗ ӳт ӗҫӗсене сарӑлма парать (Гал. 5:19—21). Пирӗн ҫине мӗнле сывлӑш витӗм кӳни пирӗн пурте аван пулнӑ чухне мар, мӗн те пулин япӑх пулнӑ чухне — калӑпӑр, пӗрле ӗненекен пире хисеплемен, кӳрентернӗ е пире хирӗҫ ҫылӑх тунӑ чухне те — питӗ лайӑх курӑнать. Килте чухне те пирӗн ҫине мӗнле сывлӑш витӗм кӳни палӑрма пултарать. Хамӑра хамӑр тӗрӗсленӗ май ыйтма пулать: «Эпӗ юлашки ҫур ҫул хушшинче Христосӑн лайӑх енӗсене ытларах кӑтартма пуҫларӑм-и е хама мӗнле тытас, калаҫас енчен япӑх йӑласем палӑрма пуҫларӗҫ?»

13 Туррӑн сывлӑшӗ пире «кивӗ этемлӗхе ӗҫӗ-мӗнӗпех пӑрахса, ҫӗнӗ этем» пулмашкӑн пулӑшма пултарать, ҫавна пула эпир ытларах та ытларах юратма тата ырӑ кӑмӑллӑ пулма пуҫлӑпӑр. Пирӗн шутпа кӳренме витӗмлӗ сӑлтав пур пулсан та, пире пӗр-пӗрне ырӑ кӑмӑлпа каҫарма ҫӑмӑлтарах пулӗ. Тӗрӗсмарлӑх пек туйӑнакан япаласем ҫине пӑхнӑ чухне «тӗрлӗрен кӳренесси, хаярланасси, ҫилленесси, кӑшкӑрашасси, хӑртасси» пирӗн тек пулмӗ. Ун вырӑнне эпир хӗрхенекен ҫын пулас тесе вӑй хурӑпӑр (Эф. 4:31, 32).

14. Ҫак тӗнчери ҫынсем Туррӑн Сӑмахӗ ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ?

14 Библире каланӑ нравственность нормисене эпӗ хисеплетӗп-и, юрататӑп-и? ( Ытарӑшсем 3:5, 6 вуласа пар.) Тӗнче сывлӑшӗнче Туррӑн Сӑмахне хирӗҫ тӑни курӑнса тӑрать. Кам ҫине ҫав сывлӑш витӗм кӳрсе тӑрать, ҫавсем хӑйсене килӗшмен Библи пайӗсене сирсе яраҫҫӗ те ҫынсен йӑла-йӗркисемпе философийӗсене мала хураҫҫӗ (2 Тим. 4:3, 4). Теприсем Туррӑн Сӑмахне ним вырӑнне те хумаҫҫӗ. Хӑйсене хӑйсем ӑслӑ ҫынсем тесе шутласа вӗсем Библин пӗлтерӗшӗпе тӗрӗслӗхӗ пирки иккӗлентереҫҫӗ. Вӗсем мӑшӑра улталассипе, гомосексуализмпа тата хут уйӑрттарассипе ҫыхӑннӑ Библири тӳрӗлӗх нормисене тытса тӑманни нимех те мар теҫҫӗ. Вӗсем «усала ырӑ, ыррине усал» тесе калаҫҫӗ (Ис. 5:20). Ҫав сывлӑш пирӗн ҫине витӗм кӳнӗ-ши? Йывӑрлӑхсем сиксе тухсан эпир ҫын ӑслӑлӑхӗ, ҫав шутрах хамӑр шухӑшсем, ҫине шанатпӑр-и? Е эпир Библири канашсене тытса тӑма тӑрӑшатпӑр?

15. Мӗн ҫине пирӗн шанмалла?

15 Туррӑн сывлӑшӗ пире Библие хисеплеме хавхалантарать. Псалом юрлакан пекех, эпир Туррӑн сӑмахӗ ҫине хамӑр урана тата сукмака ҫутатса тӑракан ҫутӑ ҫине пӑхнӑ пек пӑхатпӑр (Пс. 118:105). Ырра усалран уйӑрма вӗренес тесе эпир хамӑр ӑслӑлӑх ҫине мар, Туррӑн ҫырса хунӑ Сӑмахӗ ҫине шанатпӑр. Эпир Библие хисеплеме кӑна мар, Туррӑн саккунне юратма та вӗренетпӗр (Пс. 118:97).

Иисус тӗслӗхӗнчен вӗренӗр

16. Пирӗнте «Христос ӑсӗ» пулмалла тени мӗне пӗлтерет?

16 Туррӑн сывлӑшне илес тесен пирӗнте «Христос ӑсӗ» пулмалла (1 Кор. 2:16). Пирӗн «кӑмӑл Христос Иисус кӑмӑлӗ пек пултӑр» тесен, пирӗн вӑл мӗнле шухӑшлани тата хӑйне мӗнле тытни ҫинчен пӗлмелле те унтан ун евӗрлӗ пулма тӑрӑшмалла (Флп. 2:5; 1 Пет. 2:21). Ҫавна мӗнле тумаллине кӑтартакан темиҫе май пӑхса тухӑпӑр.

17, 18. а) Кӗлӗ тӑвас тӗлӗшрен эпир Иисусран мӗне вӗренетпӗр? ӑ) Мӗншӗн ыйтма чарӑнмалла мар?

17 Туррӑн сывлӑшӗ пирки кӗлӗ тӑвӑр. Йывӑрлӑхсем пуҫланичченех Иисус хӑйне Туррӑн сывлӑшӗ пулӑштӑр тесе кӗлӗ тунӑ (Лука 22:40, 41). Пирӗн те Турӑран пире хӑйӗн святой сывлӑшне патӑр тесе ыйтмалла. Кам ӗненсе ыйтать, ҫавсене Иегова святой сывлӑшне уҫӑ кӑмӑлпа, хапӑл тусах парать (Лука 11:13). Иисус каланӑ: «Ыйтӑр, ыйтсассӑн — парӗҫ сире; шырӑр — вара тупатӑр; шаккӑр — уҫса кӗртӗҫ сире. Мӗншӗн тесессӗн ыйтакан — илет, шыракан — тупать, шаккакана — уҫаҫҫӗ» (Матф. 7:7, 8).

18 Иеговӑран пулӑшу тата сывлӑш пирки ыйтнӑ чухне ҫавна ҫине тӑрсах тӑвӑр. Тен, пӗр япала ҫинченех нумай хут кӗлӗ тума тивӗ, ҫавӑн пекех Иеговӑпа та ытларах калаҫмалла пулӗ. Хӑш-пӗр чухне кӗлӗсем ҫине хурав париччен, Иегова хӑйӗнчен ыйтакансене хӑйсем мӗн таран пӑшӑрханнине тата чунтан ӗненнине кӑтартма май парать.

19. Иисус мӗн яланах туса тӑнӑ тата мӗншӗн пирӗн ун евӗрлӗ пулмалла?

19 Иеговӑна пур тӗлӗшрен те итлесе тӑрӑр. Иисус яланах хӑйӗн Ашшӗне юрӑхлине туса тӑнӑ. Сахалтан та пӗррехинче Иисусӑн мӗн тӑвас килни Ашшӗн мӗн тӑвас килнинчен уйрӑлса тӑнӑ. Анчах та Иисус хӑйӗн Ашшӗне татӑклӑн каланӑ: «Манӑн ирӗкӗм мар, Санӑн ирӗкӳ пултӑр» (Лука 22:42). Хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ Турра, ӑна итлеме ҫӑмӑлах мар чухне те, итлетӗп-и?» Турра итлени питӗ кирлӗ. Пирӗн ӑна пур енчен те итлесе пурӑнмалла, мӗншӗн тесен вӑл Пултаракан пулнӑ май пире пурнӑҫ панӑ тата ҫав пурнӑҫа тытса тӑрать (Пс. 94:6, 7). Итленине нимпе те улӑштарма ҫук. Унсӑр эпир Турӑ ырлассине илме пултараймастпӑр.

20. Иисусӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ мӗнпе ҫыхӑннӑ пулнӑ тата эпир ун пек мӗнле пулма пултаратпӑр?

20 Библие лайӑхрах та лайӑхрах пӗлме тӑрӑшӑр. Иисус хӑйӗн ӗненӗвӗ ҫине Сатана тӳррӗн тапӑннине сирсе янӑ чухне Сӑваплӑ Ҫырури сӑмахсемпе хуравланӑ (Лука 4:1—13). Тӗн пуҫлӑхӗсене хирӗҫ тӑнӑ чухне вӑл Турӑ Сӑмахӗн хӑвачӗ ҫине шаннӑ (Матф. 15:3—6). Иисусӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ Туррӑн саккунне пӗлессипе тата пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ пулнӑ (Матф. 5:17). Эпир те ӗненӗве ҫирӗплетекен Туррӑн Сӑмахне хамӑр ӑстӑна хывасшӑн (Флп. 4:8, 9). Пирӗнтен кама та пулин хамӑр тӗллӗн е ҫемьепе пӗрле вӗренме вӑхӑт тупма йывӑр пулма пултарать. Ҫавӑнпа та вӑхӑт шырамалла мар, вӑхӑт уйӑрса хумалла (Эф. 5:15—17).

21. Туррӑн Сӑмахне тарӑнрах пӗлме тата пурнӑҫласа тӑма пире мӗнле ҫӗнӗ йӗрке пулӑшма пултарать?

21 «Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» кашни эрнере ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли каҫа йӗркелесе янипе пире хамӑр тӗллӗн тата ҫемьепе пӗрле вӗренмешкӗн вӑхӑт уйӑрма пулӑшать (Матф. 24:45). Ҫав ҫӗнӗ йӗркепе эсир тӗрӗс усӑ куратӑр-и? Христос ӑсне илес тесен, эсир хӑвӑра интереслентерекен ыйтусем пирки Иисус мӗн вӗрентнине яланах пӑхса тухассине хӑвӑр вӗренӗве кӗртме пултарнӑ пулӑттӑр. Хӑвӑр суйласа хунӑ темӑна ӑҫта сӳтсе явнине тупас тесе «Индекс публикаций Сторожевой Башни» публикаципе усӑ курма пулать. Сӑмахран, 2008-мӗш ҫултан пуҫласа 2010-мӗш ҫул таран ҫак журналӑн салатмалли кӑларӑмӗнче «Чему мы учимся у Иисуса» текен темӑпа 12 статья тухнӑ. Эсир вӗреннӗ чухне ҫав статьясемпе усӑ курма пултаратӑр. «Пробудитесь!» журналта 2006-мӗш ҫултанпа «Викторина» ярӑм тухса тӑрать. Ӑна пире Туррӑн Сӑмахне тарӑнрах та анлӑрах пӗлме пулӑшас тесе хатӗрленӗ пулнӑ. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли каҫра ҫавнашкал ярӑмсенчи материала вӑхӑтран вӑхӑта мӗншӗн-ха пӑхса тухас мар?

Эпир тӗнчене ҫӗнтерме пултаратпӑр

22, 23. Тӗнчене ҫӗнтерес тесен пирӗн мӗн тумалла?

22 Туррӑн сывлӑшӗ пире ертсе пытӑр тесен, тӗнче сывлӑшне пирӗн хирӗҫ тӑмалла. Ҫакна тума ҫӑмӑлах мар. Тен, пирӗн ҫине тӑрса кӗрешме тивӗ (Иуда 3). Анчах та эпир ҫӗнтерме пултаратпӑр! Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Тӗнчере сирӗн асап тӳсмелле пулӗ; ҫирӗп тӑрӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм» (Иоан. 16:33).

23 Эпир те тӗнчене, унӑн сывлӑшне хирӗҫ тӑратпӑр пулсан тата Туррӑн сывлӑшне илес тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тӑватпӑр пулсан, ҫӗнтерме пултаратпӑр. Чӑнах та, «Турӑ пирӗн майлӑ пулсассӑн, кам пире хирӗҫ тӑрайӗ?» (Рим 8:31). Туррӑн сывлӑшне илнипе тата Библире каланӑ пек ҫав сывлӑш ертсе пынипе килӗшӳллӗ пурӑннипе эпир кӑмӑла ҫырлахтарӑпӑр, ҫавӑн пекех мир, телей тата кӗҫех ҫитекен ҫӗнӗ тӗнчери ӗмӗрлӗх пурнӑҫӑн ҫирӗп шанчӑкне тупӑпӑр.

Астӑватӑр-и эсир?

• Мӗншӗн тӗнче сывлӑшӗ ҫав тери анлӑ сарӑлнӑ?

• Пирӗн хамӑра мӗнле тӑватӑ ыйту памалла?

• Туррӑн сывлӑшне илес тесе эпир Иисусран мӗнле виҫӗ япалана вӗренме пултаратпӑр?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]