Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иеговӑна уҫӑ кӑмӑллӑхӗшӗн пархатарлӑ пулӑр

Иеговӑна уҫӑ кӑмӑллӑхӗшӗн пархатарлӑ пулӑр

ИЕГОВА — уҫӑ кӑмӑллӑ Турӑ (Иак. 1:17). Вӑл тунӑ пур япала та — ҫӑлтӑрлӑ тӳперен пуҫласа ҫӗр ҫинчи ӳсентӑран таранах — Пултараканӑн уҫӑ кӑмӑллӑхне мухтаса юрлать (Пс. 64:13, 14; 146:7, 8; 148:3, 4).

Псалом юрлакан хӑйне Пултаракана питӗ пархатарлӑ пулнӑран унӑн ӗҫӗсене мухтакан юрӑ хывнӑ. 103-мӗш Псалома вуланӑ май хӑвӑрӑн туйӑмсем ҫав псалома ҫыраканӑн туйӑмӗсем пек пулнипе пулманнине тӗрӗслесе пӑхӑр. Вӑл юрланӑ: «Ӗмӗрӗм тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлам, хам пурӑннӑ чухне Туррӑма кӗвӗ каласа мухтам» (Пс. 103:33). Сирӗн те кӑмӑл ҫавнашкал-и?

УҪӐ КӐМӐЛЛӐХӐН ЧИ ЧАПЛӐ ТӖСЛӖХӖ

Иегова пире хӑйӗн пек уҫӑ кӑмӑллӑ пулччӑр тет. Мӗншӗн ҫавӑн пек пулма кирлине те вӑл ӑнлантарса парать. Павел апостол Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ сӑмахсене тимлӗр-ха: «Ку ӗмӗрти пуянсене ӳкӗтле: вӗсем ан мӑнаҫланччӑр, пӗтекен пуянлӑха ан шанччӑр, Чӗрӗ Турра шанччӑр — савӑнса пурӑнмалӑх Вӑл пире пурне те ытлӑ-ҫитлӗ парать. Эсӗ вӗсене ырӑ ӗҫсем тума вӗрент, вӗсенӗн пуянлӑхӗ ырӑ ӗҫсем пулччӑр; уҫӑ кӑмӑллӑ пулса, яланах ыттисене пулӑшма хатӗр пулччӑр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн хӑйсем валли ҫавӑн пек мул пухчӑр, ҫапла малашнехи валли ырӑ никӗс хуччӑр» (1 Тим. 6:17—19).

Павел апостол Коринфри пухӑва янӑ иккӗмӗш ҫырӑвӗнче ыттисене мӗн те пулин панӑ чухне ҫавна мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа тумаллине палӑртса ҫапла ҫырнӑ: «Кашниех хӗрхенмесӗр, хӑйӗн ирӗкӗпе, чунтан-кӑмӑлтан патӑр, мӗншӗн тесен Турӑ савӑнса паракана юратать» (2 Кор. 9:7, ҪХ). Унтан Павел ырӑ кӑмӑлпа пани мӗнле усӑ кӳни пирки каланӑ: илекеннисене вӗсене мӗн ҫитменнипе тивӗҫтернӗ, параканнисем нумай пиллӗх илнӗ (2 Кор. 9:11—14).

Павел хӑйӗн ҫырӑвӗн ҫак пайне ҫакӑн пек сӑмахсемпе вӗҫленӗ: «Тавах Турра калама ҫук пысӑк ырӑлӑх панӑшӑн!» (2 Кор. 9:15.) Турӑ ҫынсене панӑ чи хаклӑ парне вӑл — Иисус Христос урлӑ кӑтартнӑ ырӑлӑх. Чӑнах та, ҫав парне питӗ паха пулнине сӑмахпа та каласа пама май ҫук.

Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ пирӗншӗн мӗн тунӑ тата пуласлӑхра мӗн тӑвӗҫ, ҫавсемшӗн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Ҫавна тумалли майсенчен пӗри — уҫӑ кӑмӑллӑ пуласси. Сӑмахран, Турра пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тума пулӑшас тесе эпир хамӑр вӑхӑта, вӑя тата пурлӑха — мӗн чухлӗ пама пултарнине пӑхмасӑрах — шеллесе тӑмастпӑр (1 Ҫулс. 22:14; 29:3—5; Лука 21:1—4).