Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ВӖСЕМ ӖНЕННӖ ПЕК ӖНЕНӖР | ИОСИФ

«Епле эпӗ ҫак пысӑк усал ӗҫе туса... ҫылӑха кӗрем?»

«Епле эпӗ ҫак пысӑк усал ӗҫе туса... ҫылӑха кӗрем?»

ИОСИФ лотос чечекӗсен тата ытти шыв курӑкӗсен ырӑ шӑршипе тулнӑ ӑшӑ сывлӑшпа сывлать. Вӑл Нил юпленнӗ вырӑнти айлӑмпа купсасен караванӗпе пӗрле утса пырать. Ҫынсем юханшыв хӗррипе Египетӑн тепӗр хули патнелле умлӑ-хыҫлӑ утаҫҫӗ тата тӗвисене ҫавӑтса пыраҫҫӗ. Вӗсенчен хӑранипе хушӑран шурлӑх чарланӗ е ибис сывлӑшалла ҫӗкленет. Иосиф каллех Хевронри хӑйӗн килӗ ҫинчен шухӑшлать, ҫав хула вара темиҫе ҫӗр ҫухрӑм аякра, сӑрт тӳпемӗнче ялан ҫил вылянӑ ҫӗрте ларать. Халӗ вара Иосиф пач урӑх тӗнчене лекнӗ.

Финик пальмисемпе фига йывӑҫӗсем тӑрринче упӑтесем хыттӑн кӑшкӑрашаҫҫӗ. Ҫулпа пыракан ҫынсен калаҫӑвӗ Иосифшӑн ҫак сасӑсем пекех ӑнланмалла мар. Тен, вӑл ҫынсен уйрӑм сӑмахӗсене е сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене ӑнланма тӑрӑшать, темиҫе сӑмахне калама та вӗреннӗ пулӗ. Иосиф тӑван килне таврӑнасси пирки ӗмӗтленмест те ӗнтӗ.

Иосиф ҫамрӑк чухнех, 17—18 ҫулсенчех, пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ, ҫавсене чӑтса ирттерме пур мӑн ҫын та пултараймасть. Ашшӗ Иосифа пиччӗшӗсенчен хытӑрах юратнӑ пирки лешӗсем кӗвӗҫсе ӑна чутах вӗлермен. Юлашкинчен вӗсем ӑна ҫав купсасене сутса янӑ (Пултарни 37:2, 5, 18—28). Халӗ, ҫул ҫинче темиҫе эрне пулнӑ хыҫҫӑн, купсасем хаваслансах каяҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пысӑк хула патне ҫывхарса пыраҫҫӗ, унта Иосифа тата ытти хаклӑ япаласене сутса сахал мар укҫа тума ӗмӗтленеҫҫӗ. Ҫак ҫамрӑка алла усасран тата хуйхӑ-суйхӑ ҫапса хуҫасран мӗн пулӑшнӑ-ши? Унӑн тӗслӗхӗ пире пурнӑҫри йывӑрлӑхсене тата хӗн-асапа чӑтса ирттерме, ҫавӑн пекех йывӑр вӑхӑтра ӗненӗве упраса хӑварма мӗнле пулӑшать?

«ИОСИФПА ПӖРЛЕ ҪӲЛХУҪА ТУРӐ ПУЛНӐ»

«Иосифа Египета илсе ҫитернӗ, унта илсе пынӑ Измаил ҫыннисен аллинчен ӑна Египет ҫынни Потифар — фараон таврашӗнчи ҫын, патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗ — сутӑн илнӗ» (Пултарни 39:1). Шухӑшласа пӑхӑр-ха, ҫак ҫамрӑкӑн хӑйне тепӗр хут сутнӑ чухне мӗн чухлӗ мӑшкӑл тӳсме тивнӗ. Вӑл такамӑн харпӑрлӑхӗ ҫеҫ! Унӑн ҫӗнӗ хуҫи Египетри фараон таврашӗнчи ҫын. Иосиф халӗ ун хыҫҫӑн ҫулӑхса йӑлӑхтаракан сутуҫӑсем умӗпе хулари шавлӑ урамсем тӑрӑх хӑйӗн ҫӗнӗ килӗ патнелле утать.

Ҫак вырӑн Иосиф тӑван кил теме хӑнӑхнӑ вырӑнтан питӗ уйрӑлса тӑрать-ҫке! Вӑл пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна час-часах куҫса ҫӳрекен, чатӑрсенче пурӑнакан тата сурӑхсем пӑхакан ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Египетри пуян ҫынсем, сӑмахран Потифар, ҫутӑ сӑрӑсемпе сӑрланӑ чаплӑ ҫуртсенче пурӑннӑ. Археологсем каланӑ тӑрӑх, ӗлӗк-авал египтянсем хӳмесем тытса ҫавӑрнӑ чаплӑ садсене питӗ хакланӑ, садсенче лапсӑркка йывӑҫсем саркаланса ларнӑ, унти лӑпкӑ кӳлӗсенче вара папирус, лотос тата ытти шыв курӑкӗсем ӳснӗ. Хӑш-пӗр ҫуртсем сад варринче илемлӗн курӑнса ларнӑ. Вӗсене ӑшӑ ҫилпе киленме верандӑллӑ, таса сывлӑшпа сывлама ҫӳллӗ чӳречеллӗ тунӑ, унта нумай пӳлӗм, ҫав шутра столовӑй тата чурасем валли пӳлӗмсем пулнӑ.

Ҫак пуянлӑх Иосифӑн чӗрине хускатнӑ-и? Ҫук пулӗ. Пӗчченлӗх туйӑмӗ унӑн чунне тата хытӑрах ыраттарнӑ пулас. Египет ҫыннисен чӗлхи, тумтирӗ тата, чи пӗлтерӗшли, вӗсен тӗнӗ — йӑлтах уншӑн ют пулнӑ. Египтянсем шутсӑр нумай турра пуҫҫапнӑ, асамлӑ ӗҫсем тунӑ, вилӗмпе тата вилнӗ хыҫҫӑнхи пурнӑҫпа ытлашшипех интересленнӗ. Иосифа пӗчченлӗх туйӑмӗ пусарсах лартасран мӗн те пулин пулӑшнӑ-и? Библире каланӑ: «Иосифпа пӗрле Ҫӳлхуҫа Турӑ пулнӑ» (Пултарни 39:2). Паллах, Иосиф хӑйӗн чӗрине Иеговӑна уҫса панӑ. Турӑ Сӑмахӗ шантарса калать: «Хӑйне... чӗнекенсемшӗн Ҫӳлхуҫа пуриншӗн те ҫывӑх» (Псалом 144:18). Иосифа хӑйӗн Туррипе ҫывӑхланма тата мӗн пулӑшнӑ-ха?

Иосиф алла усман, вӑл хӑй пултарнӑ таран тӑрӑшса ӗҫленӗ. Ҫапла вара ҫак ҫамрӑк Иеговӑна хӑйне пиллеме май панӑ, кӗҫех Иосифа хӑйӗн ҫӗнӗ хуҫи ырлама тытӑннӑ. Потифар ҫак ҫамрӑк чурана Иегова — Иосиф халӑхӗн Турри — пилленине курнӑ тата ҫак пиллӗхсем Потифарӑн килне те пысӑк тупӑш панӑ паллах. Иосифа унӑн хуҫи ытларах та ытларах шанма пуҫланӑ, юлашкинчен ҫак пултаруллӑ каччӑ аллине хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне панӑ (Пултарни 39:3—6).

Иосиф пирӗн вӑхӑтра Турӑшӑн ӗҫлекен ҫамрӑксемшӗн чаплӑ тӗслӗх. Сӑмахран, ҫамрӑк христиансем шкулта унччен курман япаласемпе тӗл пулма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен паян чылайӑшӗ асамлӑ ӗҫсемпе питӗ интересленеҫҫӗ, ниме те шанмаҫҫӗ тата пуласлӑхра ним лайӑххине те курмаҫҫӗ. Ҫакӑн пек лару-тӑрупа тӗл пултӑр пулсан, Иегова улшӑнманнине асра тытӑр (Иаков 1:17). Вӑл хӑйне чунтан парӑннисене тата хӑйне савӑнтарас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвакансене унчченхи пекех хӑвармасть. Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене нумай пиллӗх парать, вӑл сире те пиллетех.

Вӑхӑт иртнӗ, Иосиф «илемлӗ пӳ-силлӗ, илемлӗ сӑн-питлӗ» арҫын пулса тӑнӑ. Библири ҫак сӑмахсене шута илсен, Иосифа хӑрушлӑх кӗтни тӗлӗнтермест, мӗншӗн тесен илемлӗ сӑн-сӑпатлӑ ҫын ҫине ыттисем час-часах тӗрӗс мар шухӑшпа пӑхма пултараҫҫӗ.

Потифарӑн арӑмӗ ҫамрӑк Иосифа куҫ хывнӑ

ВӐЛ НИХӐҪАН ТА «КИЛӖШМЕН»

Иосиф ҫынсем пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулнине хакланӑ, Потифар арӑмӗ вара хакламан. Библире ҫырнӑ: «Иосифа хуҫи арӑмӗ куҫ хывнӑ та ҫапла каланӑ: манпа ҫывӑр» (Пултарни 39:7). Иосифӑн ҫак ют халӑх хӗрарӑмӗ илӗртнӗ хыҫҫӑн каяс шухӑш-туйӑм пулнӑ-ши? Иосифӑн ҫамрӑксен пулакан туйӑмсемпе туртӑмсем пачах пулман тесе е ҫав пуян, ятлӑ-сумлӑ Потифарӑн иртӗнсе кайнӑ арӑмӗ илӗртӳллӗ пулман тесе ҫырман Библире. Иосиф хӑйӗн хуҫи нимӗн те пӗлмӗ тесе шухӑшласа хӑйне йӑпатма тӑрӑшнӑ-и? Ҫав хӗрарӑмпа явӑҫса кайса пайта илесси илӗртнӗ-и ӑна?

Тӗрӗссипе каласан, эпир Иосиф пуҫӗнче мӗнле шухӑшсем мӗлтлетнине пӗлместпӗр. Анчах та унӑн чӗринче мӗн пулнине лайӑх пӗлетпӗр. Ҫавна унӑн хуравӗ кӑтартса парать: «Акӑ манӑн хуҫам эпӗ пур чухне хӑй килӗнче нимӗншӗн те пӑшӑрханмасть, хӑйӗн мӗн пуррине вӑл йӑлтах ман аллӑма пачӗ; ҫак килте манран асли ҫук; вӑл мана сансӑр пуҫне нимӗне те чармарӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ — унӑн арӑмӗ; епле эпӗ ҫак пысӑк усал ӗҫе туса Турӑ умӗнче ҫылӑха кӗрем?» (Пултарни 39:8, 9.) Шухӑшласа пӑхӑр-ха, ҫак сӑмахсене ҫамрӑк каччӑ чун-чӗререн тата ҫирӗппӗн калать. Ҫак хӗрарӑм мӗн тума сӗнни уншӑн ирсӗр ӗҫ пулнӑ. Мӗншӗн?

Иосиф каланӑ пекех, хуҫи ӑна шаннӑ. Потифар Иосиф аллине арӑмӗсӗр пуҫне йӑлтах панӑ. Иосиф хӑйне хуҫи ҫав таран шаннӑ чухне ӑна улталама епле пултартӑр? Уншӑн ҫак шухӑш йӗрӗнмелле пулнӑ. Анчах хӑйӗн Туррине, Иеговӑна, хирӗҫ ҫылӑх тӑвасси уншӑн унтан та ирсӗртерех ӗҫ пулнӑ. Иосиф мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине тата шанчӑклӑ пуласси ҫине Турӑ пек пӑхма хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗнчен вӗреннӗ. Пӗрремӗш ҫынсене пӗрлештерсен Иегова хӑйӗн шухӑшне уҫҫӑн пӗлтернӗ. Упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпҫӑнса «пӗр ӳт» пулса тӑмалла пулнӑ (Пултарни 2:24). Вӗсене уйӑрма хӑтланнӑ ҫынсем Турра питех те тарӑхтарма пултарнӑ. Сӑмахран, Авраам арӑмӗн (Иосифӑн мӑн асламӑшӗн), ҫавӑн пекех Исаак арӑмӗн (Иосифӑн асламӑшӗн) чысне чутах вараламан ҫынсем кӗҫ-вӗҫ пысӑк инкеке лекмен (Пултарни 20:1—3; 26:7—11). Ҫак тӗслӗхсем Иосифа Туррӑн нормисене лайӑх ӑнланма пулӑшнӑ, ҫавӑнпа вӑл вӗсемпе килӗшӳллӗ пурӑнма шут тытнӑ.

Потифарӑн арӑмне вара Иосиф мӗн калани килӗшмен. Ҫак ниме тӑман чура ӑна хирӗҫлеме, вӑл мӗн сӗнни пирки «пысӑк усал» теме мӗнле хӑять-ха?! Хӗрарӑм парӑнма шутламан та. Вӑл тарӑхсах кайнӑ, хӑйне тиркенӗ пекех туйнӑ пулӗ, ҫавӑнпа вӑл тем тесен те Иосифӑн пуҫне ҫавӑрасшӑн пулнӑ. Унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ Сатанан шухӑш-кӑмӑлне аса илтерет, вӑл Иисуса хӑйӗннех тутарасшӑн пулнӑ. Унӑн ӗҫӗ ӑнман пулин те, вӑл парӑнман, «Ун патӗнчен пӗр вӑхӑта кайнӑ» ҫеҫ (Лука 4:13). Акӑ мӗншӗн Турра шанчӑклӑ пулас текенсен тӳсӗмлӗ те хӑюллӑ пулмалла. Иосифӑн шӑп ҫавнашкал шухӑш-кӑмӑл пулнӑ. Ҫав лару-тӑрупа «куллен-кун» тӗл пулнӑ пулсан та, вӑл хӑйӗн шухӑшне улӑштарман. Библире Иосиф нихӑҫан та «унпа ҫывӑрма... килӗшмен» тенӗ (Пултарни 39:10). Анчах та Потифар арӑмӗ ҫине тӑрсах ӑна илӗртме хӑтланнӑ.

Килте пӗр тарҫӑ та пулман чухне вӑл майлӑ самант тупнӑ. Вӑл Иосиф пӳрте ӗҫсем тума кӗрессе пӗлнӗ, вара лешӗ кӗрсенех ӑна хӑйӗн серепине ҫаклатма хӑтланнӑ. Ӑна тумтирӗнчен ярса тытнӑ та: «Манпа вырт»,— тесе хушнӑ каллех. Иосиф ҫухалса кайман. Ун аллинчен вӗҫерӗнес тесе вӑл пӗр утӑм каялла чакнӑ, анчах лешӗ унӑн тумтирӗнчен ҫирӗп тытнӑ. Вара Иосиф хӑйӗн тумтирне унӑн аллинче хӑварсах чупса тухса кайнӑ! (Пултарни 39:11, 12.)

Ҫакӑ, тен, сире Павел апостол Турӑ хавхалантарнипе каланӑ канаша аса илтерет: «Аскӑнлӑхран тарӑр» (1 Коринф 6:18). Иосиф чӑн христиансене пурне те питӗ чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ! Пурнӑҫра эпир те Туррӑн нравственность нормисене ним вырӑнне хуман ҫынсемпе тӗл пулкалатпӑр, анчах та ҫакӑ вӗсем хыҫҫӑн каймаллине пӗлтермест. Темле пулсан та, пирӗн те аскӑнлӑхран тармалла.

Иосифа ҫакӑ хакла ларнӑ. Потифарӑн арӑмӗ ӑна тавӑрасшӑн хыпса ҫуннӑ. Вӑл тӳрех ҫухӑрма пуҫланӑ, вара ытти тарҫӑсем чупса килнӗ. Вӑл Иосиф мана мӑшкӑл тӑвасшӑн пулчӗ, эпӗ хытӑ кӑшкӑрса ярсан вара тарчӗ тенӗ. Потифарӑн арӑмӗ Иосиф айӑплине кӑтартма унӑн тумтирне хӑй патӗнче хӑварнӑ та упӑшки киле таврӑнасса кӗтме пуҫланӑ. Потифар килсен вӑл хӑйӗн суя сӑмахӗсене тепӗр хут каланӑ, ҫак ют халӑх ҫыннине пирӗн киле эсӗ илсе килтӗн, ҫавӑнпа эсӗ айӑплӑ тесшӗн пулнӑ. Потифар мӗн тунӑ-ха? Вӑл питӗ «тарӑхса кайнӑ» та Иосифа тӗрмене хуптарнӑ (Пултарни 39:13—20).

УНӐН «УРИНЕ ТӐЛЛАНӐ»

Ҫав вӑхӑтра Египетра тӗрмесем мӗнлерех пулни ҫинчен эпир пӗлсех каймастпӑр. Археологсем крепоҫе аса илтерекен пысӑк тӗрме ҫурчӗсен ишӗлчӗкӗсене тупнӑ, пӳлӗмсем унта ҫуртсенче ҫеҫ мар, ҫӗр айӗнче те пулнӑ. Иосиф хӑй ларнӑ тӗттӗм вырӑн пирки «тӗрме» тенӗ (ҫак сӑмахпа куҫарнӑ еврей сӑмахӗ, сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «шӑтӑк» тенине пӗлтерет), ҫутӑ кӗмен тӗттӗм вырӑн пирки чӑн та ҫапла калама пулать (Пултарни 40:15). Псалом кӗнекинчен эпир Иосифпа хаяррӑн тытнине пӗлетпӗр: «Урине тӑлланӑ, мӑйне тимӗр мӑйкӑч тӑхӑнтартнӑ» (Псалом 104:17—19). Хӑш-пӗр чухне египтянсем тӗрме ҫыннисене тӑлланӑ, вӗсен аллисене ҫурӑм хыҫне хытӑ туртса ҫыхнӑ, хӑшӗ-пӗрисене вара тимӗр мӑйкӑч тӑхӑнтартнӑ. Иосифа хӑйпе ҫавнашкал чунсӑрла хӑтланни мӗн тери асаплантарнӑ пулӗ, вӑл нимӗн япӑххи те туман-ҫке!

Ҫакӑнтан та япӑхраххи вӑл — Иосифӑн хӑтӑлма нимӗнле шанчӑк та пулманни. Библире вӑл тӗрмерех ларнӑ тенӗ. Ҫак хӑрушӑ вырӑнта вӑл нумай ҫул ирттернӗ! * Ҫав ҫулсем хушшинче вӑл хӑҫан та пулин ирӗке тухассипе тухмассине пӗлмен. Кун хыҫҫӑн кун, эрне хыҫҫӑн эрне, ҫул хыҫҫӑн ҫул иртнӗ... Шанчӑка ҫухатасран тата хуйха ӳкесрен ӑна мӗн пулӑшнӑ-ха?

Библире вӑл ӑҫтан вӑй илсе тӑнине каланӑ: «Иосифпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ, Вӑл ӑна хӗрхенсе ырӑлӑхне янӑ» (Пултарни 39:21). Тӗрме стенисем те, тӑлӑсем те, ҫӗр айӗнчи тӗттӗм пӳлӗмсем те Иеговӑна хӑйӗн ӗҫлекенӗсене чунтан юратнине кӑтартма чӑрмантарма пултараймаҫҫӗ (Рим 8:38, 39). Иосиф хӑйӗн чунӗ ыратни ҫинчен пӗлӗтри Ашшӗне, «кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турра», чӗререн кӗлтунине, вара лӑпкӑлӑхпа чун канӑҫлӑхне туйнине куҫ умне тӑратма йывӑр мар (2 Коринф 1:3, 4; Филиппӑ 4:6, 7). Иегова Иосифа тата мӗнле пулӑшнӑ-ха? Библире «Иосиф тӗрме пуҫлӑхӗ умӗнче кӑмӑл курнӑ» тенӗ.

Тӗрмере ларакансене тӗрлӗ ӗҫ хушнӑ пулас, Иосиф каллех Иеговӑна хӑйне пиллеме май панӑ. Иосиф тӑрӑшса ӗҫленӗ тата мӗн хушнине пурне те тӗплӗн тунӑ, ыттине вара Иегова аллине шанса панӑ. Турӑ ӑна пилленӗ, вара ӑна, Потифар килӗнчи пекех, хӑй таврашӗнчи ҫынсем шаннӑ тата хисепленӗ. Библире каланӑ: «Тӗрме пуҫлӑхӗ тӗрмере ларакан пур ҫынна та Иосиф аллине панӑ, вӗсем унта кирек мӗн тусассӑн та, пур ҫӗрте те астуса тӑраканни Иосиф пулнӑ. Тӗрме пуҫлӑхӗ ӗнтӗ Иосифа шанса панӑ ӗҫсем ҫинчен шухӑшламан та, мӗншӗн тесессӗн Иосифпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ, вӑл кирек мӗн тусассӑн та, Ҫӳлхуҫа пурне те ӑнтарса пынӑ» (Пултарни 39:22, 23). Иосифӑн чунне Иегова уншӑн тӑрӑшни питӗ лӑплантарнӑ!

Тӗрмере Иосиф тӑрӑшса ӗҫленӗ, вара Иегова ӑна пилленӗ

Пурнӑҫра тӗрлӗрен йывӑрлӑхсемпе, ҫав шутра тӳсме ҫук тӗрӗсмарлӑхпа, тӗл пулнӑ чухне пире Иосиф пек хытӑ ӗненни пулӑшма пултарать. Иеговӑна кӗлтуса унпа хамӑр хушӑри ҫывӑх хутшӑнусене упратпӑр пулсан, унӑн заповечӗсене шанчӑклӑн тытса тӑратпӑр пулсан тата тӗрӗссине тӑватпӑр пулсан, эпир Иеговӑна хамӑра пиллеме май паратпӑр. Пуласлӑхра Иосифа тата пысӑкрах пиллӗхсем кӗтнӗ, ун ҫинчен эпир ҫак ярӑмри ытти статьясене вуласа пӗлӗпӗр.

^ 23 абз. Библи тӑрӑх, Иосиф Потифар килне лекнӗ чухне 17—18 ҫулсенче пулнӑ. Ҫав килтех вӑл ҫамрӑк арҫын пулса тӑнӑ. Апла пулсан, вӑл Потифар килӗнче нумай вӑхӑт, тен, темиҫе ҫулах пурӑннӑ. Тӗрмерен кӑларнӑ чухне вӑл 30 ҫулта пулнӑ (Пултарни 37:2; 39:6; 41:46).