Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Библи мӗн калать

Библи мӗн калать

Пире пуласлӑхра мӗн кӗтет?

Мӗнле майпа Иисус вилни пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшакан общество туса хума май панӑ?

Этемлӗх наукӑра малалла та ҫитӗнӳсем тӑвасси пирки иккӗленмелли ҫук. Анчах та ҫынсем хӑйсемех пӗр-пӗриншӗн чӑннипех тӑрӑшакан общество хӑҫан та пулин тума пултарӗҫ-ши? Ҫук, мӗншӗн тесен тӗнчере ҫӑткӑнлӑх тата эгоизм, урӑхла каласан, кашни хӑйшӗн ҫеҫ тӑрӑшасси анлӑ сарӑлнӑ. Апла пулин те, Турӑ этемлӗх валли чылай лайӑххине хатӗрлесе хунӑ. (2 Петр 3:13 вулӑр.)

Библире ҫырнӑ тӑрӑх, пуласлӑхра ҫынсем хушшинче юрату хуҫаланӗ. Вӗсен нимрен те хӑрамалла пулмӗ тата вӗсене никам та усал тумӗ. (Михей 4:3, 4 вулӑр.)

Эгоизм хӑҫан пӗтет?

Турӑ ҫынна хӑйшӗн ҫеҫ тӑрӑшас туртӑмпа пултарман, вӑл ӑна пӗр ҫитменлӗхсӗр тунӑ. Анчах та Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ пирки пӗрремӗш ҫын ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ. Эгоизм унран пирӗн ҫине те куҫнӑ. Анчах Турӑ ҫынсене Иисус Христос урлӑ каллех пӗр ҫитменлӗхсӗр тӑвӗ. (Рим 7:21, 24, 25 вулӑр.)

Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлас тесе Иисус хӑйӗн пурнӑҫне пирӗншӗн панӑ та пӗрремӗш ҫын итлеменнишӗн пулса тухнӑ сиене пӗтернӗ (Рим 5:19). Ҫапла вара Иисус этемлӗхе чаплӑ шанчӑк парнеленӗ — пуласлӑхра ҫынсен хӑйсемшӗн ҫеҫ тӑрӑшас тата усал тӑвас туртӑм урӑх пулмӗ. (Псалом 36:9—11 вулӑр.)