ВӖСЕМ ӖНЕННӖ ПЕК ӖНЕНӖР | САРРА
«Эсӗ питӗ илемлӗ хӗрарӑм»
САРРА пӳлӗм варринче тӑрать, тавралла пӑхса илет. Пирӗн умра хӗвелтухӑҫри питӗ хитре, хура куҫлӑ хӗрарӑм. Анчах мӗншӗн-ха вӑл питӗ салхуллӑ? Ҫакна ӑнланма йывӑрах мар. Ҫак килте вӑл нумай ҫул пурӑннӑ. Кунта пур япала та ӑна хӑйӗн юратнӑ Авраам упӑшкипе ирттернӗ телейлӗ самантсене аса илтерет *. Ҫак вырӑн вӗсемшӗн тӑван кил пулса тӑнӑ.
Авраампа Сарра Ур ятлӑ пуян хулара, алӑстисем тата сутуҫӑсем нумай пулнӑ хулара, пурӑннӑ. Вӗсен килӗнче нумай хитре япала пулнӑ пулас. Анчах Саррӑшӑн ҫак япаласем кӑна мар, урӑххи те хаклӑ пулнӑ. Вӑл ҫак килте хӑйӗн упӑшкипе савӑнӑҫлӑ вӑхӑтсене те, хурлӑхлӑ вӑхӑтсене те пурӑнса ирттернӗ. Вӗсем кунта Иегова Турра калама ҫук нумай кӗлтунӑ! Паллах ӗнтӗ, Сарра ҫак вырӑна питӗ юратнӑ.
Ҫапах та Сарра ҫаксене пурне те хӑварма хатӗр пулнӑ. Ун чухне вӑл 60 ҫулта пулнӑ пулмалла, анчах пӗлмен ҫӗре кайма, хӑрушлӑх пур ҫӗрте пурӑнма тата ҫухатусем тӳсме килӗшнӗ. Унӑн хӑйӗн тӑван вырӑнне яланлӑхах хӑварма тивет. Мӗншӗн-ха унӑн хӑйӗн пурнӑҫӗнче ҫакӑн пек пысӑк улшӑнусем тумалла пулнӑ? Турра хытӑ ӗненекен ҫак хӗрарӑмран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
«ХӐВӐН ҪӖРӲНТЕН... ТУХ»
Ур хули Саррӑн тӑван хули пулнӑ пулмалла. Халӗ ҫак хула вырӑнӗнче ишӗлчӗксем кӑна выртаҫҫӗ. Анчах Сарра пурӑннӑ чухне Ур питӗ пуян хула пулнӑ. Ефрат юханшывӗпе хулари каналсем тӑрӑх пӗтӗм тӗнчерен хаклӑ тавар илсе килекен сутуҫӑсен карапӗсем ҫӳренӗ. Ансӑр та кукӑр-макӑр урамсенче халӑх кӗшӗлтетнӗ. Причал патӗнче нумай карап тӑнӑ, пасарсенче вара темӗн тӗрлӗ тавар пулнӑ. Сарра ҫак шавлӑ хулара ҫитӗннӗ те. Тен, хулара пурӑнакансенчен нумайӑшне вӑл ятран пӗлнӗ. Вӗсем те ӑна палланӑ пулас, мӗншӗн тесен вӑл питӗ илемлӗ хӗрарӑм пулнӑ. Ҫавӑн пекех Ур хулинче унӑн нумай тӑванӗ-хурӑнташӗ те пурӑннӑ.
Сарра Турра хытӑ ӗненнӗ. Ур хулинче пурӑнакансем вара, пурте тенӗ пекех, уйӑх туррине пуҫҫапнӑ, ун ячӗпе пысӑк башня та туса лартнӑ. Анчах Сарра чӑн Турра, Иеговӑна, пуҫҫапнӑ. Библире вӑл хӑйӗн ӗненӗвне мӗнле аталантарни ҫинчен нимӗн те каламан. Унӑн ашшӗ пӗр вӑхӑт хушши суя турӑсене пуҫҫапнӑ. Сарра хӑйӗнчен вунӑ ҫул аслӑ Авраам ятлӑ арҫынна качча тухнӑ (Пултарни 17:17) *. Каярахпа Авраам пирки «пур ӗненекенӗн те ашшӗ» тенӗ (Рим 4:11). Вӗсен ҫемйи ҫирӗп пулнӑ, вӗсем пӗр-пӗрне хисепленӗ тата пӗр-пӗрне ӑнланма тӑрӑшнӑ. Пурнӑҫри йывӑрлӑхсене те вӗсем пӗрле татса пама хатӗр пулнӑ. Чи кирли вара — вӗсем иккӗшӗ те Иегова Турра юратнӑ.
Пултарни 11:30). Ҫав вӑхӑтра ҫакӑ пысӑк хуйхӑ шутланнӑ. Ҫапах та Сарра Турра та, упӑшкине те шанчӑклӑ пулнӑ. Вӗсен пӗртӑванӗн ывӑлӗ Лот, ашшӗсӗр тӑрса юлнӑскер, вӗсемшӗн ывӑл пекех пулнӑ. Пурнӑҫ хӑй йӗркипе пынӑ, анчах пӗр самантра пӗтӗмпех улшӑннӑ.
Сарра хӑйӗн упӑшкине питӗ юратнӑ. Вӗсем Ур хулара хӑйсен хурӑнташӗсемпе юнашар пурӑннӑ. Анчах вӗсем пысӑк йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ. Библире Сарра «тип варлӑ пулнӑ, унӑн ача пулман» тенӗ (Хумханса кайнӑ Авраам Сарра патне чупса пырать. Тин кӑна мӗн пулса иртнине ӗненме те йывӑр ӑна. Унпа хӑйсем пуҫҫапакан Турӑ хӑйӗн ангелӗ урлӑ калаҫнӑ-ҫке! Сарра хумханса упӑшкинчен: «Сана вӑл мӗн каларӗ? Кала-ха мана!» — тесе ыйтнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Тен, Авраам хӑйпе мӗн пулса иртнине ӑнланса илес тесе ларать, унтан вара Иегова каланӑ хыпара: «Хӑвӑн ҫӗрӳнтен, тӑвану-хурӑнташу хушшинчен, аҫу килӗнчен тух та Эпӗ сана кӑтартас ҫӗре кай» — текен хыпара пӗлтерет (Апостолсен ӗҫӗсем 7:2, 3). Лӑплансан вӗсем Иеговӑн сӑмахӗсем ҫинчен шухӑшлама пуҫлаҫҫӗ. Вӗсен хӑйсен лӑпкӑ пурнӑҫне хӑварса пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳреме тивет вӗт. Ҫапла пурӑнма Сарра килӗшӗ-ши? Авраам пӗр сывламасӑр унӑн хуравне кӗтнӗ пулас. Арӑмӗ хӑйӗн пурнӑҫне йӑлтах улӑштарма хатӗр пулӗ-ши?
Тен, сире хӑвӑра Сарра вырӑнне лартма йывӑр. Вӗт Турӑ сире те, сирӗн мӑшӑра та ҫакӑн пеккине тума хушман. Ҫав-ҫавах пирӗн те, Сарра пекех, йышӑну тумалла. Эпир пурлӑхшӑн ҫунакан тӗнчере пурӑнатпӑр, ҫынсем укҫа-тенкӗне, лӑпкӑ та канлӗ пурнӑҫа мала хураҫҫӗ. Анчах та Библи пире урӑххине суйласа илме — Турӑпа лайӑх хутшӑнусене мала хума тата чи малтан хамӑра мар, Турра юрама хавхалантарать (Матфей 6:33). Сарра ҫинчен шухӑшланӑ май эпир хамӑртан ыйтма пултаратпӑр: «Эпӗ мӗн суйласа илӗп-ши?»
ВӖСЕМ ХӐЙСЕН ҪӖРӖНЧЕН ТУХСА КАЙНӐ
Ҫула тухма пуҫтарӑннӑ чухне Саррӑн япаласенчен хӑшне илмелли пирки, хӑшне хӑвармалли пирки йышӑну тумалла пулнӑ. Тӗве е ашак йӑтайман тата куҫса ҫӳреме чӑрмантаракан япаласене вӑл илме пултарайман. Ҫавӑнпа нумай япалана ыттисене пама е сутма тивнӗ. Халӗ ӗнтӗ хулари лайӑх пурнӑҫа — тырӑ, аш-какай, улма-ҫырла тата тумтир сутакан лавккасемпе пасарсем пирки — манса каймалла пулать.
Анчах Саррӑшӑн чи йывӑрри тӑван килне хӑварасси пулнӑ пулас. Авраампа Саррӑн ҫурчӗ археологсем Ур хулинче тупнӑ ҫуртсем пек пулнӑ пулсан, Саррӑн чӑнах та нумай мӗн хӑвармалла пулнӑ. Ҫав ҫуртсенчен хӑшӗ-пӗрисенче вунӑ ытла пӳлӗм пулнӑ, ҫавӑн пекех ҫуртсене шыв кӗртнӗ тата вӗсенче таса шывлӑ фонтансем пулнӑ. Чи ансат ҫуртӑн та тӑррипе стенисем ҫирӗп пулнӑ тата ҫӑрапа питӗрекен алӑк пулнӑ. Пушхирти
чатӑр вӑрӑсенчен тата хӑйсем каякан ҫӗртре тӗл пулакан арӑслансенчен, леопардсенчен, упасенчен тата кашкӑрсенчен ҫакӑн пек хӳтӗлеме пултарнӑ-и вара?Унсӑр пуҫне Саррӑн хӑйӗн тӑван-хурӑнташӗсене хӑвармалла пулнӑ. Турӑ ҫапла хушнӑ: «Хӑвӑн ҫӗрӳнтен, тӑвану-хурӑнташу хушшинчен... тух». Саррӑн пиччӗшӗ-шӑллӗсем, аппӑшӗ-йӑмӑкӗсем, ҫак хурӑнташӗсен ачисем, куккӑшӗ-кукамӑшӗсем пулнӑ пулас. Тӑван-хурӑнташне хӑварма ӑна уйрӑмах йывӑр пулнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл вӗсене питӗ юратнӑ. Тен, вӑл вӗсене урӑх нихӑҫан та кураймӑп тесе те шухӑшланӑ. Анчах ҫакӑ Саррӑна чарса тӑман, вӑл куҫса кайма кунран кун хатӗрленнӗ.
Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Сарра япалисене пуҫтарнӑ, палӑртнӑ кун вара ҫула тухма хатӗр пулнӑ. Авраампа тата Саррӑпа пӗрле вӗсен икҫӗр ҫул патнелле ҫывхарса пыракан ашшӗ, Фарра, тухнӑ (Пултарни 11:31). Паллах ӗнтӗ, Сарра ватӑ ашшӗшӗн нумай тӑрӑшнӑ. Вӗсемпе пӗрле Лот та Иегова мӗн тума хушнине итлесе «Халдея ҫӗрӗнчен тухса кайнӑ» (Апостолсен ӗҫӗсем 7:4).
Малтан караван Ефрат юханшывӗ хӗррипе пырса Харрана, Ур хуларан 960 ҫухрӑм ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ еннелле вырнаҫнӑ ҫӗре, кайнӑ. Харранра ҫак ҫемье пӗр вӑхӑт чарӑнса тӑнӑ. Фарра чирлесе кайнӑ пулас, ҫавӑнпа вӑл малалла кайма пултарайман курӑнать. 205 ҫулхи Фарра виличченех Авраампа Сарра ҫав вырӑнта пурӑннӑ. Иегова Авраама каллех курӑннӑ та ҫак ҫӗртен тухса эпӗ кӑтартакан ҫӗре кай тесе тепӗр хут каланӑ. Ку хутӗнче Турӑ «санран Эпӗ аслӑ халӑх кӑларӑп» тесе сӑмах панӑ (Пултарни 12:2—4). Анчах Харранран тухнӑ чухне Авраам 75 ҫулта, Сарра вара 65 ҫулта пулнӑ тата вӗсен ача-пӑча пулман. Мӗнле майпа Авраамран халӑх пулса кайма пултарать? Унӑн тепӗр арӑм илме тивӗ-ши? Ҫав вӑхӑтра арҫыннӑн темиҫе арӑм та пулма пултарнӑ, ҫавӑнпа, тен, Саррӑн пуҫне те ҫакӑн пек шухӑш кӗнӗ.
Кирек мӗнле пулсан та, Авраампа Сарра Харранран тухнӑ. Анчах халӗ вӗсемпе кам пулнине асӑрхӑр-ха. Библире Авраампа Сарра хӑйсен пурлӑхне тата «Харранра чухне хӑйсен аллинче тытнӑ мӗнпур ҫыннине илнӗ» тенӗ (Пултарни 12:5). Ҫак ҫынсем камсем пулнӑ-ши? Вӗсен чурисем пулнӑ пулмалла. Авраампа Сарра хӑйсем мӗне ӗненни ҫинчен хӑйсене итлес текен ҫынсене каласа пани пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. Хӑш-пӗр авалхи иудей калавӗсенчи сӑмахсем тӑрӑх, ҫак сӑвӑ йӗркинче каланӑ ҫынсем прозелитсем — Авраампа тата Саррӑпа Иегова Турра пуҫҫапма пуҫланӑ ҫынсем — пулнӑ. Ку ҫапла пулсан, Сарра хӑйӗн Турри ҫинчен тата хӑйӗн шанчӑкӗ ҫинчен питӗ ӗнентерӳллӗ пӗлтернӗ пулмалла. Эпир пурӑнакан тӗнчере нумайӑшӗ Турра ӗненмеҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫак хӑюллӑ хӗрарӑм ҫинчен шухӑшлани пирӗншӗн питӗ усӑллӑ. Библирен мӗн пӗлнине эсир ыттисене каласа паратӑр-и?
ВӖСЕМ ЕГИПЕТА КАЙНӐ
Пирӗн эрӑчченхи 1943 ҫулхи нисанӑн 14-мӗшӗнче пулас караван Ефрата каҫнӑ та кӑнтӑралла, Иегова кайма хушнӑ ҫӗре, кайнӑ (Тухни 12:40, 41). Сарра хитре тавралӑхпа тата лайӑх ҫанталӑкпа мӗнле киленсе пынине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Сихем ҫывӑхӗнче, Море́ юманлӑхӗ патӗнче Иегова каллех Авраама курӑннӑ. Ку хутӗнче вӑл каланӑ: «Ҫак ҫӗре Эпӗ санӑн йӑхна [«вӑрлӑхна», ҪТ] парӑп». «Вӑрлӑх» текен сӑмах Авраамшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Ҫакӑ, паллах, ӑна Эдемра пулса иртнӗ событисене аса илтернӗ. Унта Иегова «вӑрлӑх» пӗр-пӗр кун Сатанана тӗп тӑвӗ тесе малтанах каласа хунӑ. Унсӑр пуҫне Иегова унчченех Авраама санран халӑх кӑларӑп, ун урлӑ вара ҫӗр ҫинчи пур ҫын та пиллӗх илӗ тенӗ (Пултарни 3:15; 12:2, 3, 6, 7).
Ҫав-ҫавах Авраам ҫемйи ҫак тӗнчере пулакан йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ. Ханаан ҫӗрӗнче выҫлӑх пуҫлансан, Авраам кӑнтӑралла, Египета кайма шут тытнӑ. Анчах ҫав вырӑнта урӑх хӑрушлӑхпа тӗл пуласса вӑл ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа вӑл Саррӑна ҫапла каланӑ: «Акӑ эсӗ питӗ илемлӗ хӗрарӑм пулнине эпӗ пӗлетӗп; сана курсассӑн Египет ҫыннисем: „ку унӑн арӑмӗ“ тейӗҫ; вара мана вӗлерӗҫ, сана чӗрӗ хӑварӗҫ; эсӗ: эпӗ унӑн йӑмӑкӗ пулатӑп, те, сан тӗлӗшпе мана аван пултӑр, сан урлӑ манӑн чунӑм чӗрӗ юлтӑр» (Пултарни 12:10—13). Мӗншӗн-ха Авраам арӑмне ҫакӑн пек тума ыйтнӑ?
Хӑш-пӗр библеистсем Авраам пирки хӑравҫӑ тата суеҫӗ теҫҫӗ, анчах ку тӗрӗс мар. Сарра чӑнах та ашшӗ енчен унӑн йӑмӑкӗ пулнӑ. Асӑрхануллӑ пулма та Авраамӑн сӑлтав пулнӑ. Турӑ Авраам йӑхӗнчен вӑрлӑх тата халӑх кӑларма сӑмах панине Авраампа Сарра пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӗсем чи малтан Авраам пурнӑҫне сыхласа хӑварасси ҫинчен шухӑшланӑ. Археологи те Египет пуҫлӑхӗсем час-часах тепӗр арҫыннӑн арӑмне вӑрлама тата упӑшкине вӗлерме пултарнине ҫирӗплетсе парать. Ҫавӑнпа Авраам тӗрӗс йышӑну тунӑ, Сарра вара хӑйне кӗҫӗне хурса упӑшки мӗн ыйтнине тума килӗшнӗ.
Авраам ахалех хӑраманнине кӑшт каярах пулса иртнӗ событисем кӑтартса панӑ. Фараонӑн кнеҫӗсенчен пӗри Сарра хӑйӗн ҫулӗсене пӑхмасӑрах питӗ илемлӗ хӗрарӑм пулнине асӑрханӑ. Кнеҫсем ун ҫинчен фараона каласа панӑ, лешӗ вара ӑна кермене илсе килме хушнӑ. Авраам мӗн тери пӑшӑрханнӑ пулӗ, Сарра та питӗ хӑраса ӳкнӗ пулмалла! Анчах унта Саррӑна чура вырӑнне хуман, ыттисем хӑйсене унпа хаклӑ хӑнапа тытнӑ пек тытнӑ. Фараон хӑйӗн пуянлӑхӗпе Саррӑн чӗрине ҫавӑрса илесшӗн, каярахпа вара ӑна качча илес тесе унӑн «пиччӗшӗн» кӑмӑлне каясшӑн пулнӑ пулмалла (Пултарни 12:14—16).
Сарра керменри кантӑк умӗнче е балкон ҫинче Египет ҫӗрӗн илемӗпе киленсе тӑнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Вӑл каллех ҫирӗп стенасен хӳттинче, хӑтлӑ ҫуртра пурӑнать тата тутлӑ апат ҫиет. Вӑл мӗн ҫинчен шухӑшлать-ши? Ҫакӑн пек пуян пурнӑҫ ӑна илӗртнӗ-ши? Ур хулинче те вӑл ун пек чаплӑ пурнӑҫпа пурӑнман пулас! Вӑл Авраама пӑрахса фараон арӑмӗ пулса тӑнӑ пулсан Сатана ҫав тери савӑннӑ пулӗччӗ! Анчах Саррӑн унашкал шухӑш та пулман. Вӑл хӑйӗн упӑшкине тата хӑйӗн Туррине шанчӑклӑ пулнӑ. Паянхи йӗркесӗр тӗнчере мӑшӑрсем пӗр-пӗрне ҫакӑн пек парӑнса пурӑнсан мӗн тери лайӑх пулнӑ пулӗччӗ! Эсир те, Сарра пекех, хурӑнташсене тата туссене чунтан парӑннине кӑтартма пултаратӑр-и?
Иегова Саррӑна хӳтӗлес тесе фараонпа унӑн килӗнчисем ҫине юхан-суран чирӗ янӑ. Фараон темле майпа Сарра Авраам арӑмӗ пулнине пӗлсен ӑна упӑшки патне ярать те вӗсене Египетран тухса кайма ыйтать (Пултарни 12:17—20). Юратнӑ арӑмӗ каялла таврӑннишӗн Авраам питӗ савӑннӑ! Пӗррехинче вӑл арӑмне: «Эсӗ питӗ илемлӗ хӗрарӑм»,— тенине аса илӗр-ха. Анчах ӑна ытларах Сарра шалтан илемлӗ пулни килӗшнӗ — шӑп ҫакӑн пек илемлӗхе Иегова Турӑ хаклать те (1 Петр 3:1—5). Пирӗн кашнин шалтан илемлӗ пулма тӑрӑшмалла. Пурнӑҫра пурлӑха мар, Иеговӑна мала хуратпӑр пулсан, Турӑ ҫинчен ыттисене каласа паратпӑр пулсан тата илӗртӳсене сирсе ярса унӑн нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнатпӑр пулсан, эпир Сарра ӗненнӗ пек ӗненме пултаратпӑр.
^ 3 абз. Малтан вӗсене Аврам тата Сара тесе чӗннӗ, анчах каярахпа вӗсене Иегова Турӑ панӑ ятсемпе пӗле пуҫланӑ (Пултарни 17:5, 15).
^ 8 абз. Сарра Авраамӑн йӑмӑкӗ пулнӑ. Вӗсен иккӗшӗн те Фарра ятлӑ пӗр ашшӗ пулнӑ, анчах амӑшӗсем — тӗрлӗ хӗрарӑмсем (Пултарни 20:12). Хальхи вӑхӑтра ҫакӑн пек ҫемьесем ҫавӑрма юрамасть, вӑл вӑхӑтра вара урӑхларах пулнӑ. Адампа Ева ҫылӑха кӗрсе ҫитменлӗхлӗ пулса тӑнӑранпа нумай вӑхӑт иртмен, ҫавӑнпа ҫынсен сывлӑхӗ чылай ҫирӗпрех пулнӑ. Акӑ мӗншӗн хурӑнташсемпе ҫемье ҫавӑрни вӗсен ачисене сиен кӳмен. Анчах та 400 ҫул патнелле вӑхӑт иртсен ҫынсен кунҫулӗ паянхи пекех пулса тӑнӑ. Ҫавӑн чухне Моисей саккунӗнче Турӑ пӗртӑвансене ар хутшӑнӑвне ан кӗрӗр тенӗ (Левит 18:6).