60-МӖШ СЫПӐК
Христос мухтавлӑхпа курӑнни
МАТФЕЙ 16:28—17:13 МАРК 9:1—13 ЛУКА 9:27—36
-
ХРИСТОС КУРӐНУРА УЛШӐНАТЬ
-
АПОСТОЛСЕМ ТУРРӐН САССИНЕ ИЛТЕҪҪӖ
Ермон тӑвӗнчен 25 ҫухрӑма яхӑн аяккарах вырнаҫнӑ Филипп Кесарийӗ таврашӗнче Иисус халӑха вӗрентнӗ чухне вӑл хӑйӗн апостолӗсене тӗлӗнмелле хыпар пӗлтерет: «Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗри Этем Ывӑлӗ Патша пек [«Хӑйӗн Патшалӑхӗпе», ҪС] килнине курмасӑр вилмӗ» (Матфей 16:28).
Ҫакӑнпа Иисус мӗн каласшӑн пулнине вӗренекенӗсем ӑнлансах илеймеҫҫӗ курӑнать. Тепӗр эрнерен пулас, Иисус хӑйӗнпе пӗрле виҫӗ апостола — Петра, Иакова тата Иоана — илет те ҫӳллӗ ту ҫине улӑхать. Ҫакӑ ҫӗрле пулса иртет пулмалла, мӗншӗн тесен апостолсене ыйхӑ пусса илет. Иисус кӗлтунӑ вӑхӑтра вӑл вӗсем умӗнче улшӑнать. Апостолсем унӑн пичӗ хӗвел пек ялтӑртатса тӑма пуҫланине, тумтирӗ вара шап-шурӑ тата ҫап-ҫутӑ пулса тӑнине кураҫҫӗ.
Унтан икӗ сӑнар курӑнса каять, вӗсем пирки «Моисейпе Илия» тенӗ. Вӗсем Иисуспа «Унӑн пурӑнӑҫӗ Иерусалимра вӗҫленмелли ҫинчен» калаҫаҫҫӗ (Лука 9:30, 31). Унӑн пурнӑҫӗ вӗҫленмелли тени кунта Иисус вилсе чӗрӗлсе тӑрассине пӗлтерет пулмалла, ун ҫинчен вӑл нумаях пулмасть каланӑ пулнӑ (Матфей 16:21). Ҫак калаҫу вара, Петр хирӗҫлесе каланине пӑхмасӑрах, Иисус чыссӑр вилӗмрен хӑтӑласшӑн пулманнине уҫҫӑн кӑтартса парать.
Ыйхӑран вӑранса ҫитсен, виҫӗ апостол тӗлӗнсе итлесе-пӑхса тӑрать. Ҫакӑ курӑну ҫеҫ, анчах та вӑл чӑннипех пулса иртнӗ пек туйӑннӑран Петр унта хутшӑнма пуҫлать. Вӑл калать: «Равви! кунта лайӑх пире; эпир виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне — Сан валли, тепӗрне — Моисей валли, тата тепӗрне — Илия валли» (Марк 9:5). Тен, Петр ҫак курӑну малалла пытӑр тесе хӳшӗсем лартасшӑн.
Петр калаҫнӑ вӑхӑтра вӗсене ҫутӑ пӗлӗт хупӑрласа илет, вара пӗлӗт варринчен сасӑ илтӗнет: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче; Ӑна итлӗр». Туррӑн сассине илтсен апостолсем хӑранипе ӳпне ӳкеҫҫӗ, анчах Иисус вӗсене ҫак сӑмахсемпе хавхалантарать: «Тӑрӑр, ан хӑрӑр» (Матфей 17:5—7). Тӑрсан вӗсем Иисуссӑр пуҫне урӑх никама та курмаҫҫӗ. Курӑну вӗҫленнӗ. Тул ҫутӑлсан вӗсем ту ҫинчен аннӑ чухне Иисус вӗсене ҫакна тума хушать: «Халӗ мӗн курни ҫинчен Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен никама та ан калӑр» (Матфей 17:9).
Курӑнура Илия пулнӑ пирки апостолсен ыйту сиксе тухать. «Мӗншӗн-ха кӗнекеҫӗсем малтан Илия килмелле теҫҫӗ?» — тесе ыйтаҫҫӗ вӗсем. Иисус ҫапла хуравлать: «Илия килнӗччӗ ӗнтӗ, ӑна паллаймарӗҫ» (Матфей 17:10—12). Иисус кунта Шыва кӗртекен Иоанн ҫинчен калать, мӗншӗн тесен вӑл Илия тунӑ ӗҫех тунӑ. Илия Елисей валли ҫул хатӗрленӗ, Иоанн — Иисус валли.
Ҫак курӑну Иисуспа апостолсене питӗ тӗреклетнӗ! Ҫакӑ Христосӑн хӑйӗн Патшалӑхӗнче мӗнле мухтавлӑх пулассине кӑтартса парать. Иисус сӑмах панӑ пекех, унӑн вӗренекенӗсем «Этем Ывӑлӗ Патша пек [«Хӑйӗн Патшалӑхӗпе», ҪС] килнине» курнӑ (Матфей 16:28). Ҫав ту ҫинче вӗсем «Унӑн аслӑлӑхне» хӑйсем курнӑ. Фарисейсем Иисусран вӑл Турӑ суйласа лартнӑ Патша пулнине ҫирӗплетсе паракан паллӑ кӑтартма ыйтнӑ пулин те, вӑл ҫавна вӗсене кӑтартман. Анчах Иисусӑн ҫывӑх вӗренекенӗсене Иисус курӑнура мӗнле улшӑннине курма май панӑ. Ҫавӑн пек улшӑнни вӑл Патшалӑх ҫинчен калакан пророкла сӑмахсем пурнӑҫланассине ҫирӗплетсе панӑ. Каярахпа Петр ҫырнӑ: «Ҫакӑ пире пророксен сӑмахӗ чӑн пулнине тата хытӑрах ӗнентерет» (2 Петр 1:16—19, ҪХ).