Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

50-МӖШ СЫПӐК

Хӗсӗрленине пӑхмасӑрах, ырӑ хыпар сарма хатӗрленнӗ

Хӗсӗрленине пӑхмасӑрах, ырӑ хыпар сарма хатӗрленнӗ

МАТФЕЙ 10:16—11:1 МАРК 6:12, 13 ЛУКА 9:6

  • ИИСУС АПОСТОЛСЕНЕ ВӖРЕНТЕТ ТЕ ЫРӐ ХЫПАР САРМА ЯРАТЬ

Иисус апостолсене икшерӗн-икшерӗн ырӑ хыпар сарма ярас умӗн вӗсене ҫав ӗҫе тума тӗплӗн хатӗрлет. Вӑл ҫавна мӗнле тумаллине каласа панисӗр пуҫне вӗсене хирӗҫ тӑракансем те пулаҫҫӗ тесе ыррӑн асӑрхаттарать: «Акӑ Эпӗ сире сурӑхсене кашкӑрсен хушшине янӑ пек яратӑп... Ҫынсенчен сыхланӑр: вӗсем сире сутпа айӑплама тытса парӗҫ, синагогисенче хӗнӗҫ-ватӗҫ сире. Сире Ман пирки аслӑ пуҫлӑхсемпе патшасем патне илсе кайӗҫ» (Матфей 10:16—18).

Чӑнах та, Иисус хыҫҫӑн пыракансене питӗ хытӑ хӗсӗрлеме пултарӗҫ, ҫавӑнпа вӗсене ҫирӗп кӑмӑллӑ тӑвас тесе Иисус сӑмах парать: «Хӑвӑра сута тытса парсан, мӗнле каласси, мӗн каласси пирки ан пӑшӑрханӑр — мӗн каламалли ҫав сехетре хӑех тупӑнӗ: эсир хӑвӑр каламӑр, сирӗн ӑшӑрта Аҫӑр Сывлӑшӗ каласа тӑрӗ». Иисус малалла калать: «Тӑванӗ тӑванне, ашшӗ ывӑлне вӗлерме тытса парӗ; ачисем ашшӗ-амӑшне хирӗҫ тӑрӗҫ, вӗсене вӗлерӗҫ; Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; вӗҫне ҫитиччен тӳсекенӗ ҫӑлӑнӗ» (Матфей 10:19—22).

Ырӑ хыпар сарасси вӑл — питӗ кирлӗ ӗҫ, ҫавӑнпа ҫав ӗҫе малалла та тӑвас тесен тата тӗрмене лекес мар тесен асӑрхануллӑ пулмалла тесе палӑртать Иисус. Вӑл калать: «Сире пӗр хулара хӗсӗрлесен, эсир тепӗр хулана кайӑр. Чӑн калатӑп сире: эсир Израиль хулисем тавра ҫӳресе те тухаймӑр, Этем Ывӑлӗ килӗ» (Матфей 10:23).

Чӑнах та, Иисус хӑйӗн 12 апостолне питӗ лайӑх ӑса вӗрентет, асӑрхаттарать тата хавхалантарать! Анчах та унӑн сӑмахӗсем вӑл вилсе чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнакансемпе те ҫыхӑннӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн вӗренекенӗсене «пурте курайми пулӗҫ» — апостолсене камсем патне ырӑ хыпар калама янӑ, ҫав ҫынсем ҫеҫ мар. Унсӑр пуҫне, апостолсене Галилейӑра кӗске вӑхӑт хушши ырӑ хыпар сарнӑ чухне пуҫлӑхсемпе патшасем патне илсе кайни ҫинчен е вӗсен ҫемйинчи ҫынсем вӗсене вӗлерме тытса пани ҫинчен Библире ҫырман.

Эппин, Иисус апостолсене ҫак япаласем ҫинчен каласа панӑ чухне пуласлӑх пирки те калать. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсем пур хулана та ҫитме ӗлкӗриччен «Этем Ывӑлӗ килӗ» тесе каланӑ сӑмахсене пӑхса тухар. Иисус кунта хӑйӗн вӗренекенӗсем мухтава тухнӑ Патша, Иисус Христос, Турӑ суйласа лартнӑ судья пек киличчен Патшалӑх хыпарне сарас ӗҫе туса пӗтерме ӗлкӗреймӗҫ тесе палӑртать.

Апостолсем ырӑ хыпар сарнӑ чухне хирӗҫ тӑнипе тӗл пулсан, вӗсен ҫавӑншӑн тӗлӗнме кирлӗ мар, мӗншӗн тесен Иисус калать: «Вӗренекен вӗрентекенӗнчен аслӑ мар, тарҫӑ та хуҫинчен аслӑ мар». Иисус кунта мӗн каласшӑн пулни паллӑ. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарнӑшӑн Иисуса кураймаҫҫӗ тата хӗсӗрлеҫҫӗ, апла пулсан, вӗсемпе те ҫаплах пулӗ. Иисус ӳкӗтлет: «Ӳте вӗлерсен те, чуна вӗлерейменнисенчен ан хӑрӑр; пуринчен ытла чуна та, ӳте те тамӑкра [«гееннӑра», ҪТ] пӗтерме пултараканран хӑрӑр» (Матфей 10:24, 28).

Ҫав тӗлӗшрен Иисус хӑй тӗслӗх кӑтартнӑ. Чи аслӑ влаҫа тытса тӑракана, Иеговӑна, шанчӑклӑ тӑрса юлас тесе вӑл пӗр хӑрамасӑр хӑйӗн пурнӑҫне панӑ. Пурне те Тума Пултаракан Турӑ ҫыннӑн «чунне» (ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнас мая) пӗтерме пултарать, е ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратса ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнелеме пултарать. Ҫак шухӑш апостолсене мӗн тери тӗреклетет пуль!

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн Турӑ мӗнле юратса тӑрӑшнине кӑтартас тесе тӗслӗх илсе парать: «Икӗ пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑка пӗр ассарипе [е пӗр вак укҫапа] сутмаҫҫӗ-и? Ҫапах вӗсенчен пӗри те Аҫӑр ирӗкӗсӗр ҫӗре ӳкмест». Ҫакӑн ҫумне Иисус ҫапла хушса калать: «[«Ҫавӑнпа та», ҪХ] ан хӑрӑр: эсир темӗн чухлӗ пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑкран пахарах» (Матфей 10:29, 31).

Иисусӑн вӗренекенӗсем саракан хыпар ҫемьесене пайласа ярать: ҫемьери ҫынсенчен пӗрисем ӑна йышӑнӗҫ, теприсем йышӑнмӗҫ. «Эпӗ ҫӗр ҫине канӑҫлӑх [е мир] кӳме килнӗ тесе ан шухӑшлӑр»,— калать Иисус. Чӑнах та, ҫемьере хӑшӗ те пулин Библири чӑнлӑха йышӑнас терӗ пулсан, ҫавна тума ӑна хӑюлӑх кирлӗ пулӗ. Иисус хӑйӗн шухӑшне малалла тӑсать: «Кам хӑй ашшӗне е амӑшне Манран ытларах юратать, ҫавӑ Мана тивӗҫлӗ мар; кам ывӑлне е хӗрне Манран ытларах юратать, ҫавӑ та Мана тивӗҫлӗ мар» (Матфей 10:34, 37).

Анчах та унӑн вӗренекенӗсене кӑмӑл туса йышӑнакансем те пулӗҫ. Иисус калать: «Кам ҫак кӗҫӗннисенчен пӗрне, вӗренекен тесе, пӗр курка та пулин сивӗ шыв ӗҫтерет, ҫавӑ хӑй сӑвапне ҫухатмӗ» (Матфей 10:42).

Апостолсем — Иисус ӑса вӗрентнине, асӑрхаттарнине тата хавхалантарнине пула лайӑх хатӗрленнӗскерсем — «кайнӑ та ялсем тӑрӑх Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, пур ҫӗрте те чирлисене сыватса ҫӳренӗ» (Лука 9:6).