Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ПИЛЛӖКМӖШ СЫПӐК

«Ырӑ хӗрарӑм»

«Ырӑ хӗрарӑм»

1, 2. а) Руфь мӗнле ӗҫ тунӑ? ӑ) Руфь Туррӑн Законӗ тата унӑн халӑхӗ ҫинчен мӗн пӗлнӗ?

РУФЬ хӑй кунӗпе пуҫтарнӑ урпа пучахӗ купи патӗнче чӗркуҫленсе ларнӑ. Уя каҫ ӗнтрӗкӗ карса илме пуҫланӑ. Ӗҫлесе ывӑннӑ ҫынсем сӑрт айккисенче вырнаҫнӑ пысӑках мар Вифлеем хулин хапхи патнелле каякан ҫулпа утса хӑпараҫҫӗ. Йывӑр ӗҫленӗрен Руфӗн хул-ҫурӑмӗ сӑрӑлтатнӑ: вӑл мӗн иртенпех уйра вӗт. Анчах та вӑл ӗҫлеме чарӑнмасть-ха, пӗчӗк патакпа пучах ҫапать. Ывӑннӑ пулин те Руфь хаваслӑ, мӗншӗн тесен ҫав кун уншӑн хӑй кӗтнинчен те лайӑхрах пулнӑ.

2 Нивушлӗ ҫак ҫамрӑк тӑлӑх арӑмӑн пурнӑҫӗ йӗркеленсе кайма пуҫланӑ? Унчченхи сыпӑкран пӗлтӗмӗр ӗнтӗ, Руфь Ноеминьпе юлма шут тытнӑ, хӑйӗн хунямӑшне нихӑҫан та хӑвармӑп тесе тата Ноеминь Турри, Иегова, унӑн Турри пулӗ тесе тупа тунӑ. Ҫапла ҫывӑх ҫыннисене ҫухатнӑ ҫак икӗ хӗрарӑм Моав ҫӗрӗнчен Вифлееме ҫитнӗ. Кӗҫех Руфь моавитянка Иеговӑн законӗ этем тивӗҫлӗхне, ҫав шутра ют халӑх ҫыннисен тивӗҫлӗхне те, хӳтӗлени ҫинчен пӗлнӗ. Халӗ вара вӑл Иеговӑн законӗсем тӑрӑх пурӑнакан халӑх Ӑна юрӑхлӑ пулма тӑрӑшнине те, ырӑ ӗҫсем тунине те курнӑ. Ҫакӑ унӑн хуйхӑпа касӑлнӑ чӗрине йӑпатнӑ.

3, 4. а) Вооз Руфе мӗнле хавхалантарнӑ? ӑ) Руфь тӗслӗхӗ пире хальхи вӑхӑтра мӗнле пулӑшма пултарать?

3 Туррӑн законӗсене юратакан ҫынсенчен пӗри Вооз, пуян ватӑ арҫын, пулнӑ. Руфь ун уйӗнче пучах пуҫтарнӑ. Паян вӑл Руфьпе ӑшшӑн, тӑван ашшӗ пек калаҫнӑ. Вооз ҫамрӑк хӗрарӑма ватӑ Ноемине пӑхнӑшӑн тата чӑн Туррӑн, Иеговӑн, ҫуначӗ айӗнче хӳтлӗх шырама килнӗшӗн мухтанӑ, ҫавна аса илсе Руфь савӑннипе йӑл кулнӑ. (Руфь 2:11—14 вулӑр.)

4 Анчах та унӑн малалли пурнӑҫӗ мӗнлерех пулӗ-ши? Вӑл, упӑшкасӑр-ачасӑр мӗскӗн ют халӑх ҫынни, ватӑ Ноемине мӗнле пӑхма пултарӗ-ха? Пучах пуҫтарма ҫӳренипе ҫеҫ вӗсем пурӑнма пултарӗҫ-ши? Вӑл ватӑлсан мӗн пулӗ? Ҫакӑн пек шухӑшсем ӑна канӑҫ паман, тен. Паян, экономика пӑтранса тӑнӑ вӑхӑтра, нумайӑшӗ ҫавнашкал йывӑрлӑхсемпе тӗл пулать. Руфе ҫав йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме Иеговӑна ӗненни мӗнле пулӑшнине тата ун тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентнине айтӑр пӑхса тухар.

Чӑн-чӑн ҫемье

5, 6. а) Руфӗн Вооз уйӗнчи пӗрремӗш ӗҫ кунӗ мӗн таран ӑнӑҫлӑ пулнӑ? ӑ) Ноеминь Руфе мӗнле кӗтсе илнӗ?

5 Руфь хӑй мӗн пуҫтарнине ҫапнӑ та, унӑн пӗр ефана яхӑн урпа тухнӑ — 20 литртан кӑшт ытларах (14 килограмм майлӑ). Хӗвел анса ларнӑ ӗнтӗ, вӑл вара урпана пуҫтарса ҫыхнӑ та ӑна пуҫӗ ҫине хурса Вифлеемелле ҫул тытнӑ (Руфь 2:17).

6 Руфь таврӑнсан Ноеминь питӗ савӑннӑ. Хӑйӗн юратнӑ кинӗ мӗн чухлӗ урпа илсе килнине курсан вӑл тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. Руфь кӑштах ҫимелли те, кӑнтӑрла Воозӑн ӗҫлекенӗсемпе пӗрле апатланнӑ хыҫҫӑн юлнине, илсе килнӗ. Вара хӗрарӑмсем ҫиме ларнӑ. Ноеминь ыйтнӑ: «Эсӗ паян ӑҫта пуҫтарса ҫӳрерӗн, ӑҫта ӗҫлерӗн? сана йышӑннӑ ҫынна пиллӗх пултӑр!» (Руфь 2:19.) Ноеминь тавҫӑруллӑ хӗрарӑм пулнӑ. Руфь мӗн чухлӗ тырӑ илсе килнине курсанах вӑл хӑйӗн кинне такам ырӑ тунине тавҫӑрса илнӗ.

7, 8. а) Вооз урлӑ хӑйсемшӗн кам тӑрӑшать тесе шутланӑ Ноеминь тата мӗншӗн? ӑ) Руфь хӑйӗн хунямӑшне чунтан юратнине мӗнле кӑтартнӑ?

7 Вӗсем калаҫма пуҫланӑ. Вара Руфь хӑйне Вооз ырӑ туни ҫинчен Ноемине каласа панӑ. «Чӗррисене те, вилнисене те ырӑлӑх тунӑшӑн ӑна Ҫӳлхуҫаран пиллӗх пултӑр!» — тенӗ савӑнса Ноеминь (Руфь 2:20). Вӑл Вооз урлӑ Иегова пулӑшнине курнӑ — Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ыттисене ырӑ тума хавхалантарать тата ырӑ тунӑшӑн пиллеме сӑмах парать *. (Ытарӑшсем 19:17 вулӑр.)

8 Руфь хунямӑшне Вооз хӑйӗн уйӗнче пучах пуҫтарма сӗнни ҫинчен каласа панӑ. Ҫакӑ Ноемине килӗшнӗ, вӑл ӑна каланӑ: «Хӗрӗм, унӑн хӗрарӑм тарҫисемпе ҫӳрени лайӑх-ха вӑл, урӑх ана ҫине кайса хур курса ҫӳрес ҫук». Малалла Библире ҫапла ҫырнӑ: «Ҫапла вара, Руфь Воозӑн хӗрарӑм тарҫисемпе пӗрле ҫӳренӗ... пурӑнасса вӑл хунямӑшӗпе пӗрле пурӑннӑ» (Руфь 2:22, 23). Юлашки сӑмахсем пире Руфӗн паха енӗсенчен пӗрин ҫине — чунтан юратни ҫине — тимлеттереҫҫӗ. Унӑн тӗслӗхӗ эпир ҫемье ҫыхӑнӑвне хаклани-хакламанни пирки шухӑшлама хавхалантарать: хамӑрӑн тӑвансемпе хутшӑнатпӑр-и тата вӗсене пулӑшу кирлӗ чухне пулӑшатпӑр-и? Ҫапла чунтан юратнине Иегова асӑрхамасӑр хӑвармӗ.

Руфьпе Ноеминӗн тӗслӗхӗ пире хамӑрӑн ҫемьене хаклама хавхалантарать

9. Руфьпе Ноеминь тӗслӗхӗ ҫемье пирки мӗне вӗрентет?

9 Руфьпе Ноеминь пирки чӑн-чӑн ҫемье теме юрать-и? Хӑш-пӗрисем чӑн-чӑн ҫемьере упӑшка, арӑм, ывӑлсемпе хӗрсем тата кукашшӗ-кукамӑшӗ, аслашшӗ-асламӑшӗ пулмалла тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та Руфьпе Ноеминь тӗслӗхне пӑхсан, икӗ ҫын пӗр-пӗринпе ырӑ та ӑшӑ кӑмӑллӑ пулсан, пӗр-пӗрне тӑванла юратсан, вӗсем те пӗр ҫемье пулма пултараҫҫӗ. Эсир хӑвӑрӑн ҫемьене, вӑл пысӑк е пӗчӗк пулсан та, хаклатӑр-и? Ҫемье ҫуккисем христиансен пухӑвӗнче ҫемье ӑшшине туйма пултарӗҫ тесе Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене шантарса каланӑ (Марк 10:29, 30).

Руфьпе Ноеминь пӗр-пӗрне пулӑшнӑ тата хавхалантарнӑ

«Вӑл пирӗн хурӑнташ пулать»

10. Ноеминь Руфе мӗнле пулӑшасшӑн пулнӑ?

10 Руфь Вооз уйӗнче пучах пуҫтарса ҫӳренӗ, ҫакна вӑл апрельте урпа вырма тытӑннӑ вӑхӑтран пуҫласа июньте тулӑ вырса пӗтеричченех тунӑ. Эрне хыҫҫӑн эрне иртнӗ. Ноеминь хӑйӗн юратнӑ кинне мӗнле пулӑшасси пирки ытларах шухӑшлама пуҫланӑ. Вӗсем Моавра пурӑннӑ чухне Ноеминь Руфе упӑшка тупма пулӑшма пултараймастӑп тесе шутланӑ (Руфь 1:11—13). Анчах та халӗ унӑн шанчӑк ҫуралнӑ. Вӑл Руфь патне пынӑ та сан валли «хӳтӗлӗх шырамалла мар-ши» тесе ыйтнӑ (Руфь 3:1). Вӑл вӑхӑтра ытларах чухне ашшӗ-амӑшӗ ачисем валли упӑшка е арӑм шыранӑ, Руфь вара Ноеминьшӗн хӗрӗ пекех пулнӑ. Вӑл Руфь валли «хӳтлӗх», урӑхла каласан кил-ҫурт тата упӑшка, шырасшӑн пулнӑ, мӗншӗн тесен упӑшки Руфьшӗн пур енчен те тӑрӑшнӑ пулӗччӗ. Анчах та Ноеминь мӗн тума пултарнӑ-ха?

11, 12. а) Вооз «пирӗн хурӑнташ пулать» тенӗ чухне Ноеминь мӗнле закон пирки каласшӑн пулнӑ? ӑ) Руфь хунямӑшӗн канашӗ ҫине мӗнле пӑхнӑ?

11 Руфь Вооз пирки пӗрремӗш хут асӑнсан, Ноеминь каланӑ: «Вӑл пире ҫывӑх ҫын; вӑл пирӗн хурӑнташ пулать» (Руфь 2:20). Ҫакӑ мӗне пӗлтернӗ-ха? Чухӑнлӑха пула е ҫемьене тӑрантаракан вилнине пула йывӑрлӑхсем тӳсекен ҫемьесемшӗн тӑрӑшмалла тенӗ Туррӑн Законӗнче. Ачасӑр хӗрарӑмӑн упӑшки вилсен, унӑн лару-тӑрӑвӗ уйрӑмах йывӑр пулнӑ, мӗншӗн тесен упӑшкин йӑхне тӑсма тата унӑн ятне ҫӗр ҫинче хӑварма пултаракан никам та юлман. Анчах та, Туррӑн Законӗ тӑрӑх, упӑшкин пиччӗш-шӑллӗ тӑлӑх арӑма качча илме пултарнӑ, ҫапла вара вилнӗ тӑванӗн йӑхӗ тӑсӑлӗччӗ тата вӑл хуҫалӑха тытса тӑнӑ пулӗччӗ * (Сак. аст. 25:5—7).

12 Ноеминь Руфе хӑйӗн шухӑшне уҫса панӑ. Хунямӑшне итленӗ чухне тӗлӗннипе ҫамрӑк хӗрарӑмӑн куҫӗ чарӑлсах кайнӑ пулӗ. Израиль Законне вӑл пӗлсе ҫеҫ пынӑ-ха тата нумай йӑла-йӗркене ӑнлансах кайман. Анчах Руфь Ноемине чӗререн хисепленӗ, ҫавӑнпа унӑн кашни сӑмахне тимлӗ итленӗ. Ноеминь мӗн тума сӗнни ӑна килӗшӳсӗр тата аван мар пек туйӑнма пултарнӑ. Апла пулин те Руфь унпа килӗшнӗ. Вӑл сӑпайлӑн каланӑ: «Пӗтӗмпех эсӗ каланӑ пек тӑвӑп» (Руфь 3:5).

13. Руфь тӗслӗхӗ аслисен канашӗсем пирки мӗне вӗрентет? (Ҫавӑн пекех Иов 12:12 пӑхӑр.)

13 Хӑш-пӗр чухне ҫамрӑксене аслӑраххисен тата пурнӑҫ курнӑ ҫынсен канашне итлеме йывӑр. Вӗсене хӑйсен йывӑрлӑхӗсене аслисем ӑнланса пӗтереймен пек туйӑнма пултарать. Руфь хӑйне кӗҫӗне хуни питӗ кирлӗ япала ҫинчен аса илтерет: аслисен ӑслӑ сӑмахӗсене итлесен, пирӗн нумай пиллӗх пулать, мӗншӗн тесен вӗсем пире юратаҫҫӗ тата чи лайӑххине сунаҫҫӗ. (Псалом 70:17—19 вулӑр.) Ноеминь Руфе мӗн тума сӗннӗ тата ӑна итлени Руфе пиллӗх панӑ-ши?

Руфь Вооз патне пырать

14. Мӗн вӑл йӗтем тата унта мӗнле ӗҫсем тунӑ?

14 Ҫав каҫ Руфь йӗтем ҫине кайнӑ — тырӑ ҫапмалли тата сӑвӑрса тасатмалли таптаса хытарнӑ ана ҫине. Ытларах чухне йӗтем сӑрт айккинче е тӳпемре вырнаҫнӑ, каҫ еннелле унта час-часах вӑйлӑ ҫил тапраннӑ. Ӗҫлекенсем тырра хывӑхпа улӑмран тасатнӑ: хӑйсем ҫапнӑ тырра пысӑк сенӗкпе е кӗреҫепе ҫӳлелле ывӑтса тӑнӑ, ҫил хывӑха вӗҫтерсе кайнӑ, йывӑртарах тырӑ вара ҫӗре ӳкнӗ.

15, 16. а) Каҫхине Вооз ӗҫ пӗтерсен йӗтем ҫинче мӗн пулса иртнине каласа парӑр. ӑ) Вооз хӑйӗн ури вӗҫӗнче Руфь выртнине хӑҫан асӑрханӑ?

15 Руфь ӗҫ пӗтиччен кӗтнӗ. Вооз тырӑ сӑвӑрнине пӑхса тӑнӑ, тырри вара нумайлансах пынӑ. Каҫхи апат ҫисе тӑраннӑ хыҫҫӑн вӑл тырӑ купи ҫумне ҫывӑрма выртнӑ. Ҫапла ҫӗр ӗҫлекенсем тырра вӑрӑсенчен сыхланӑ пулас. Руфь Вооз ҫӗр каҫма хатӗрленнине курнӑ. Унӑн Ноеминь мӗн сӗннине пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ.

16 Руфь ҫывӑракан ҫын патне шӑппӑн пынӑ. Унӑн чӗри хытӑ тапнӑ пулӗ. Вӑл Вооз тарӑн ыйхӑпа ҫывӑрнине курнӑ. Вара ун вителӗкне кӑшт сирнӗ те ун ури вӗҫне выртнӑ, унтан кӗтме пуҫланӑ. Вӑхӑт питӗ вӑраххӑн шунӑ пек туйӑннӑ пулӗ ӑна. Ҫур ҫӗр тӗлӗнче Вооз йӑшӑлтатса илнӗ: ӑна сивӗ пула пуҫланӑ. Вӑл урине витес тесе кӑшт ҫӗкленнӗ те юнашар такам пуррине сиснӗ. Вооз пӑхать те «ун ури вӗҫӗнче хӗрарӑм выртать»! (Руфь 3:8.)

17. Руфь хӑйне йӗркесӗр тытнӑ теме пӑхакансем мӗнле икӗ япалана шута илмеҫҫӗ?

17 «Кам эсӗ?» — ыйтнӑ вӑл. Лешӗ хӑранипе чӗтрекен сасӑпа хуравланӑ: «Эпӗ санӑн чуру Руфь, хӑвӑн чуруна ҫунатупа витсемччӗ: эсӗ манӑн хурӑнташӑм-ҫке» (Руфь 3:9). Паян хӑш-пӗр библеистсем Руфӗн ӗҫӗсемпе сӑмахӗсенчен унӑн ар ҫыхӑнӑвне кӗрес шухӑш пулни курӑнать тесшӗн, анчах та вӗсем икӗ япалана шута илмеҫҫӗ. Пӗрремӗшӗнчен, Руфь веҫех ҫав вӑхӑтри йӑла-йӗрке тӑрӑх тунӑ, авалхи йӑласенчен нумайӑшне паянхи ҫынсене ӑнланма йывӑр, паллах. Ҫавӑнпа вӑл мӗн тунине хальхи вӑхӑтри нравственность нормисемпе танлаштарни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Иккӗмӗшӗнчен, Вооз хӑйне мӗнле тытнине шута илсен, вӑл Руфь мӗн туни таса тата чи пысӑк мухтава тивӗҫлӗ тесе шутлани курӑнать.

Руфь шухӑшӗсем таса пулнӑ, вӑл хӑйӗншӗн ҫеҫ тӑрӑшман

18. Вооз Руфе мӗнле сӑмахсемпе лӑплантарнӑ тата вӑл унӑн мӗнле икӗ ырӑ ӗҫӗ ҫинчен каланӑ?

18 Вооз Руфьпе ӑшшӑн та ыррӑн калаҫнӑ, ҫакӑ Руфе лӑпланма пулӑшнӑ паллах. Вооз каланӑ: «Ҫӳлхуҫа Турӑ сана пиллӗх панӑ, хӗрӗм! ҫакӑ юлашки ырӑ ӗҫне эсӗ унчченхинчен те аванрах турӑн: эсӗ ҫамрӑккине, чухӑннине е пуяннине, шырама каймарӑн» (Руфь 3:10). Руфӗн «унчченхи» ырӑ ӗҫӗ Ноеминьпе пӗрле Израиле кайма тата ӑна пӑхса пурӑнма шут тытни пулнӑ. «Юлашки ырӑ ӗҫне» вӑл халӗ тунӑ. Вооз Руфь пек ҫамрӑк хӗрарӑм хӑйне валли ҫамрӑк упӑшка, пуяннине е чухӑннине, ҫӑмӑллӑнах тупма пултарнине палӑртнӑ. Анчах та Руфь Ноемине ҫеҫ мар, унӑн вилнӗ упӑшкине те ырӑ тӑвасшӑн пулнӑ — упӑшкин ятне тӑван ҫӗрӗнче упраса хӑварма тӑрӑшнӑ. Ҫак ҫамрӑк хӗрарӑм хӑй ҫинчен шутламанни Воозӑн чӗрине хускатнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар.

19, 20. а) Мӗншӗн Вооз Руфе тӳрех качча илмен? ӑ) Вооз Руфе пулӑшас тата унӑн ятне ярас мар тесе мӗн тунӑ?

19 Вооз малалла каланӑ: «Ан хӑра, хӗрӗм, эсӗ мӗн каланине пурне те тӑвӑп; манӑн халӑхӑм хушшинче эсӗ ырӑ хӗрарӑм иккенне пур хапха умӗнче ларакансем те пӗлеҫҫӗ» (Руфь 3:11). Вӑл Руфе качча илме май пулнӑшӑн савӑннӑ. Руфь хӑйне тӳлесе илме ыйтнинчен тӗлӗнмен те пулӗ Вооз. Анчах вӑл тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ тата хӑй ҫинчен ҫеҫ шутламан. Вӑл Руфе ӑна тепӗр ҫын та тӳлесе илме пултарни ҫинчен каланӑ, ҫав арҫын Ноеминӗн ҫывӑх хурӑнташӗ пулнӑ. Вооз малтан ҫав ҫынна Руфе качча илме сӗнес тесе унпа калаҫса пӑхма шут тытнӑ.

Руфь ҫынсене хисепленӗ тата ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ, ҫавӑнпа ун ҫинчен ырласа калаҫнӑ

20 Вооз Руфе унтах юлма, ирхине вара никам куриччен килне кайма сӗннӗ. Вӑл унӑн ятне те, хӑйӗн ятне те ярас темен, мӗншӗн тесен ҫынсем вӗсем аскӑн ӗҫ тунӑ тесе шутлама пултарнӑ. Руфь каллех Воозӑн ури вӗҫне выртнӑ. Вооз унпа ырӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне лайӑхрах туйнӑ. Унтан Вооз, тул ҫутӑличчен, ӑна ултӑ виҫе урпа ярса панӑ, вара Руфь Вифлееме кайнӑ. (Руфь 3:13—15 вулӑр.)

21. Мӗне пула Руфь пирки «ырӑ хӗрарӑм» теме пуҫланӑ тата ун пек пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?

21 Руфь Воозӑн сӑмахӗсем пирки шухӑшланӑ. Вӑл ӑна «ырӑ хӗрарӑм» тенӗ. Ҫакӑ унӑн чунне ӑшӑтнӑ. Ҫавнашкал ята илме ӑна, тӗпрен илсен, Иегова ҫинчен пӗлме тата уншӑн ӗҫлеме тӑрӑшни пулӑшнӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл Ноеминьпе тӗлӗнмелле ырӑ пулнӑ, ӑна хӗрхеннӗ тата унӑн халӑхне юратса пӑрахнӑ. Руфь хӑй пӗлмен йӑла-йӗркесене хаваспах тытса тӑма пуҫланӑ. Ҫак хӗрарӑм ӗненнӗ пек ӗненетпӗр пулсан, эпир ыттисемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулӑпӑр тата вӗсен йӑли-йӗркисене хисеплӗпӗр. Ҫапла эпир те ырӑ ятлӑ пулма пултарӑпӑр.

Руфь хӳтӗ вырӑн тупать

22, 23. а) Воозӑн парни мӗне пӗлтерме пултарнӑ? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.) ӑ) Ноеминь Руфе мӗнле канаш панӑ?

22 «Хӗрӗм, мӗн калӑн?» — ыйтнӑ Ноеминь, Руфь киле таврӑнсан. Вӑл малашне те тӑлӑх арӑмах пулӗ-ши е унӑн качча тухма шанчӑк тупӑннӑ? Ноеминӗн ҫакна пӗлес килнӗ. Руфь хунямӑшне мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех каласа панӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Вооз мӗн парнеленине — ултӑ виҫе урпа — кӑтартнӑ * (Руфь 3:16, 17).

23 Ноеминь Руфе ҫав кун уя каяс вырӑнне килте юлма сӗннӗ. Вӑл ӑна шантарса каланӑ: «Вӑл ҫын паянхи кун ку ӗҫе вӗҫлемесӗр лӑпланас ҫук» (Руфь 3:18).

24, 25. а) Вооз тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын пулни тата ыттисемшӗн тӑрӑшни ӑҫтан курӑнать? ӑ) Руфь мӗнле пиллӗх илнӗ?

24 Ноеминь йӑнӑшман. Вооз старейшинӑсем пухӑнакан вырӑна, хула хапхи патне кайнӑ та Ноеминӗн вилнӗ упӑшкин хурӑнташне кӗтме пуҫланӑ. Кӳнтеленсем умӗнче Вооз ӑна тӳлесе илекен пулма тата Руфе качча илме сӗннӗ. Анчах та лешӗ килӗшмен, вӑл ҫакӑ ӑна ҫука хӑварӗ тенӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Вооз кӳнтеленсем умӗнче Ноеминӗн вилнӗ упӑшкин, Елимелехӗн, пурлӑхне хӑй тӳлесе илесси пирки тата Елимелех ывӑлӗн, Махлонӑн, тӑлӑх арӑмне Руфе качча илесси пирки каланӑ. Ҫапла тусан Вооз «вилнӗ хурӑнташӗн ячӗ хӑйӗн пай ҫӗрӗнче сыхланса» юласса шаннӑ (Руфь 4:1—10). Вооз чӑнах та тӳрӗ кӑмӑллӑ, ыттисемшӗн тӑрӑшакан ҫын пулнӑ!

25 Вооз Руфе качча илнӗ. Библире: «Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе Руфь йывӑр ҫын пулнӑ, кайран ывӑл ача ҫуратса панӑ»,— тенӗ. Вифлеемри хӗрарӑмсем Ноеминьшӗн савӑннӑ тата Руфе мухтанӑ, вӗсем «саншӑн кинӳ ҫичӗ ывӑлтан та пахарах» тенӗ. Руфӗн ывӑлӗ аслӑ Давид патшан мӑн аслашшӗ пулса тӑнӑ (Руфь 4:11—22). Давид вара — Иисус Христосӑн мӑн аслашшӗ (Матф. 1:1) *.

Иегова Руфе пилленӗ, вӑл Мессийӑн мӑн асламӑшӗ пулса тӑнӑ

26. Руфьпе Ноеминь тӗслӗхӗ пире мӗн ҫинчен аса илтерет?

26 Иегова Руфе те, Ноемине те пилленӗ, Ноеминь ӑна ача пӑхса ӳстерме пулӑшнӑ. Вӑл уншӑн тӑван ывӑлӗ пекех пулнӑ. Ҫак икӗ хӗрарӑмӑн тӗслӗхӗ Иегова Турӑ йывӑр ӗҫрен хӑраманнисене тата хӑй суйласа илнӗ халӑхпа пӗрле шанчӑклӑ ӗҫлекенсене курса тӑнине аса илтерет. Вӑл хӑйне чунтан парӑннӑ ҫынсене, Вооз, Ноеминь тата Руфь пеккисене, яланах пиллет.

^ 7 абз. Ноеминь сӑмахӗсем тӑрӑх, Иегова чӗррисене кӑна мар, вилнисене те ырӑлӑх тӑвать. Ноеминь упӑшкипе икӗ ывӑлне ҫухатнӑ. Руфӗн те упӑшки вилнӗ. Руфьпе Ноемине ырӑ тӑвакан кирек кам та, тӗрӗссипе каласан, ҫав арҫынсене те ырӑ тунӑ. Вӗсен хӑйсен хаклӑ ҫыннисене кама та пулин пулӑштарас килӗччӗ паллах.

^ 11 абз. Еткерлӗх илнӗ чухнехи пекех, тӑлӑх арӑма чи малтан унӑн вилнӗ упӑшкин пиччӗш-шӑллӗ качча илме пултарнӑ пулас, кайран тин — ҫывӑх хурӑнташӗсем (Йыша шутл. 27:5—11).

^ 22 абз. Вооз Руфе ултӑ виҫе урпа панӑ. Ҫакӑ ултӑ ӗҫ кунӗ хыҫҫӑн шӑматкун, канмалли кун, ҫитнине аса илтерме пултарнӑ, ҫавӑн пекех Руфь йывӑр ӗҫлеме тата тӑлӑх арӑм пулма пӑрахса упӑшкин килӗнче канлӗх тупассине пӗлтернӗ пулас. Е ултӑ виҫе вӑл ултӑ кӗреҫе тырӑ пулнӑ — шӑп ҫавӑн чухлӗ Руфь ҫӗклесе кайма пултарнӑ.

^ 25 абз. Библире Иисусӑн йӑх-кӑкӗнчи пилӗк хӗрарӑма асӑннӑ, Руфь — вӗсенчен пӗри. Вӗсен хушшинче Воозӑн амӑшӗ Раав (Матф. 1:3, 5, 6, 16). Вӑл та, Руфь пекех, Израиль халӑхӗнчен пулман.