Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

8-МӖШ ЫЙТУ

Ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни ҫинчен манӑн мӗн пӗлмелле?

Ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни ҫинчен манӑн мӗн пӗлмелле?

МӖНШӖН ҪАКНА ПӖЛМЕЛЛЕ

Ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнине пула е секспа ҫыхӑннӑ ытти намӑссӑр ӗҫсене пула кашни ҫул миллион-миллион ҫын хӗн курать.

ЭСӖ МӖН ТУНӐ ПУЛӐТТӐН?

Аннетт ҫине арҫын тапӑннӑ та, хӗр хӑйӗнпе мӗн пулса иртнине ӑнланса иличчен, ӑна ҫӗре ӳкернӗ. «Эпӗ вӑй ҫитнӗ таран ӑна хирӗҫ тӑма тӑрӑшрӑм,— аса илет Аннетт.— Эпӗ кӑшкӑрас терӗм, анчах сывлӑш пӳлӗнсе ларчӗ. Эпӗ вӗҫерӗнме тӑрӑшрӑм, ӑна ҫапса та, тапса та, чавса та пӑхрӑм. Кӗтмен ҫӗртен питӗ хытӑ ыратнине туйса илтӗм — вӑл мана ҫӗҫӗпе чикрӗ, вара манӑн пӗр вӑй та юлмарӗ.

Ҫавӑн пек лару-тӑрура эсӗ хӑвна мӗнле тытнӑ пулӑттӑн?

ЧАРӐНСА ТӐР ТА ШУХӐШЛАСА ПӐХ!

Эсӗ тем пек хатӗрленсен те — калӑпӑр, ҫӗрле урамра тем пек асӑрхануллӑ пулсан та — санпа япӑххи пулса иртме пултарать. Библире каланӑ: «Ӑмӑртса чупнӑ чухне ӑнӑҫӑвӗ — ҫивӗччисене мар... чыс-хисеп — вӗреннисене мар иккен, пурте вӑхӑтран, ӑнсӑртран килет» (Екклесиаст 9:11).

Хӑш-пӗр ҫамрӑксем, сӑмахран, Аннетт пеккисем, палламан ҫынсенчен сиен курнӑ. Теприсем вара хӑйсем паллакан, ҫитменнине тата хӑйсен ҫемйинчи ҫынранах хӗн курнӑ. Наталипе акӑ мӗн пулнӑ. Вӑл 10 ҫулта пулнӑ чухне ӑна кӳршӗре пурӑнакан ҫамрӑк ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ. «Мана питӗ хӑрушӑччӗ тата намӑсчӗ, ҫавӑнпа чи малтан эпӗ ҫавӑн ҫинчен никама та каласа памарӑм»,— аса илет вӑл.

ХӐВНА АН АЙӐПЛА

Мӗн пулса иртнишӗн Аннетт халӗ те хӑйне айӑплать. Вӑл калать: «Эпӗ ҫав каҫра мӗн пулса иртнине час-часах аса илетӗп. Ман шутпа, манӑн тата хытӑрах хирӗҫ тӑмаллаччӗ. Анчах та вӑл мана ҫӗҫӗпе чиксен, эпӗ питӗ хӑранипе ним тӑвайми пултӑм, ҫав-ҫавах манӑн пурпӗр кӗрешмелле пулнӑ».

Наталин те хӑйне айӑплас туйӑмсемпе кӗрешме тивет. Вӑл каласа парать: «Мӗнле-ха эпӗ ҫавӑн пек айванкка пулма пултарнӑ! Аттепе анне мана та, йӑмӑка та урамра пӗрле выльӑр тесе калатчӗҫ, анчах та эпӗ итлемерӗм. Апла пулсан, эпӗ хама пулах инкеке лекрӗм. Манпа мӗн пулса тухни манӑн ҫемьене питӗ хурлантарчӗ. Вӗсене ҫавӑн чухлӗ хуйхӑ кӳнӗшӗн эпӗ хама питӗ айӑплӑ тесе шутлатӑп».

Санӑн туйӑмусем Аннеттпа Наталин туйӑмӗсем пекех пулсан, ҫакна асра тыт: эсӗ ҫав ӗҫе хӑвӑн ирӗкӳпе хутшӑннӑ ҫын мар. Хӑш-пӗрисем арҫынсен ҫавӑн пек хӑтланасси пулкалать е мӑшкӑл тӳснӗ ҫын хӑй айӑплӑ теҫҫӗ, ҫапла каланипе вӗсем ҫав ӗҫӗн ирсӗрлӗхне пӗчӗклетсе кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ пусмӑрҫӑна тӳрре кӑлармасть, мӗншӗн тесен нимле ҫын та ҫавнашкал мӑшкӑла тивӗҫлӗ мар. Эсӗ ҫавӑн пек путсӗр ҫынран хӗн куртӑн пулсан, эсӗ нихӑш енчен те айӑплӑ мар!

Паллах ӗнтӗ, «эсӗ нихӑш енчен те айӑплӑ мар» тесе ҫырнине вулама ҫӑмӑл, анчах та ҫавна ӗненме чылай йывӑртарах. Хӑш-пӗрисем хӑйсемпе мӗн пулса иртни ҫинчен никама та каласа памаҫҫӗ, вара вӗсем хӑйсене хӑйсем айӑпланине пула тата ытти япӑх шухӑшсем капланса килнине пула асапланаҫҫӗ. Анчах та эсӗ нимӗн те каласа паманни камшӑн усӑллӑ: саншӑн-и е пусмӑрлакан ҫыншӑн-и? Ҫавӑнпа та урӑх май ҫинчен шухӑшласа пӑх.

ХӐВӐНПА МӖН ПУЛСА ИРТНИНЕ КАЛАСА ПАР

Библире каласа панӑ Иов ятлӑ тӳрӗ ҫын пысӑк инкек тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн акӑ мӗн каланӑ: «Хамӑн чунӑм асапланнӑран калаҫам!» (Иов 10:1, ҪТ.) Ҫапла туни сана та усӑ парӗ. Хӑв шанакан ҫынпа калаҫса пӑх. Ҫакӑ сана вӑхӑт иртнӗҫемӗн пулса иртнишӗн ытлашши хуйхӑрма памӗ тата чун суранӗсене тӳрлетме пулӑшӗ.

Саншӑн хӑвӑн туйӑмусем хӑв йӑтма пултарайман йывӑр ҫӗклем пекех пулма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та мӗншӗн вӗсем пирки кампа та пулин калаҫса пӑхас мар?

Ҫакӑ чӑнах та ҫапла пулнине Аннетт та ӑнланса илнӗ. Вӑл аса илет: «Эпӗ ҫывӑх туспа калаҫса пӑхрӑм, вара вӑл мана пурне те старейшинӑсене каласа пама ӳкӗте кӗртрӗ. Ӑна итлени лайӑх пулчӗ. Старейшинӑсем манпа темиҫе хут калаҫрӗҫ, эпӗ вара вӗсенчен хама мӗн кирлине — ҫавӑн пек пулса иртнишӗн манӑн айӑп ҫуккине — илтрӗм. Эпӗ нихӑш енчен те айӑплӑ пулман».

Натали хӑйӗнпе мӗн пулса иртни ҫинчен ашшӗ-амӑшӗпе калаҫса илнӗ. «Вӗсем мана питӗ пулӑшрӗҫ,— калать вӑл.— Вӗсем мана ним хӑрамасӑр пурне те каласа пама пултаратӑн терӗҫ. Ҫакна пула эпӗ ытлашши кулянса тата тарӑхса ҫӳремерӗм».

Кӗлтуни те Наталин чунне йӑпатнӑ. Вӑл каласа парать: «Турӑпа калаҫни мана, уйрӑмах хамӑн туйӑмсене ҫынсене уҫса пама йывӑр пулнӑ чухне, питӗ пулӑшрӗ. Кӗлӗре эпӗ ним пытармасӑр каласа пама пултаратӑп. Ҫакӑ манӑн чуна чӑн-чӑн канӑҫлӑх парать».

«Сыватмалли вӑхӑт» пуррине эсӗ те ӑнланса илме пултаратӑн (Екклесиаст 3:3). Хӑвӑн сывлӑхна ҫирӗплетме тата ырри ҫинчен шухӑшлама тӑрӑш. Канма вӑхӑт туп. Пуринчен ытла Иеговӑна, кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турра, шанса пурӑн (2 Коринф 1:3, 4).

КАЧЧӐПА ҪӲРЕМЕ САНӐН ҪУЛСЕМ ҪИТНӖ ПУЛСАН

Эсӗ хӗр пулсан тата сана таса мар ӗҫ тума ӳкӗтлеҫҫӗ пулсан, тӳррӗн «ҫук» е «ан тӗкӗн мана» теме ан хӑра. Каччӑна ҫухатма пултаратӑп тесе шӑпӑрт ан тӑр. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл сана пӑрахрӗ пулсан, вӑл сана тивӗҫлӗ мар эппин! Эсӗ чылай пахараххине — сана тата санӑн принципсене хисеплекен ҫыннӑн юратӑвне тивӗҫлӗ.

ТЕСТ: АР ҪЫХӐНӐВНЕ КӖРЕС ТЕСЕ ҪУЛӐХНИ

«Вӑтам шкулта арҫын ачасем мана хыҫалтан бюстгальтертан туртатчӗҫ те путсӗр сӑмахсем, калӑпӑр, эсӗ манпа выртса ҫывӑрсан, сана лайӑх пулнӑ пулӗччӗ тесе калатчӗҫ» (Коретта).

Эсӗ мӗнле шутлатӑн, ҫав арҫын ачасем...

  1. А) унпа шӳтленӗ-и?

  2. Ӑ) унпа якӑлтатнӑ-и?

  3. Б) ар ҫыхӑнӑвне кӗрес тесе ун ҫумне ҫулӑхнӑ-и?

«Автобусра мана пӗр каччӑ намӑссӑр япаласем ҫинчен калама пуҫларӗ те ыталама хӑтланчӗ. Эпӗ унӑн аллине сирсе ятӑм та ман ҫума ан ҫыпӑҫ терӗм. Вӑл ман ҫине ухмах ҫине пӑхнӑ пек пӑхса илчӗ» (Кендис).

Эсӗ мӗнле шутлатӑн, ҫав каччӑ мӗн тунӑ?

  1. А) Шӳтленӗ-и?

  2. Ӑ) Якӑлтатнӑ-и?

  3. Б) Ар ҫыхӑнӑвне кӗрес тесе ҫулӑхнӑ-и?

«Пӗлтӗр пӗр арҫын ача мана эсӗ килӗшетӗн тата — эпӗ «ҫук» тесен те — манӑн санпа тӗл пулас килет тесе калатчӗ. Хӑш-пӗр чухне вӑл мана алран ачашласа илме хӑтланатчӗ. Эпӗ ӑна чарӑн теттӗмччӗ, анчах вӑл пурпӗр хӑйӗнне тӑватчӗ. Пӗррехинче туфли шнурокне ҫыхнӑ чухне вӑл мана купарчаран шеплеттерчӗ» (Бетани).

Эсӗ мӗнле шутлатӑн, ҫав арҫын ача...

  1. А) унпа шӳтленӗ-и?

  2. Ӑ) унпа якӑлтатнӑ-и?

  3. Б) ар ҫыхӑнӑвне кӗресшӗн ун ҫумне ҫулӑхнӑ-и?

Ҫак виҫӗ ыйту ҫине тӗрӗс хурав — Б.

Ар ҫыхӑнӑвне кӗрес тесе ҫулӑхни якӑлтатнипе шӳтленинчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

Ар ҫыхӑнӑвне кӗрес тесе ҫулӑхни пӗрне кӑна килӗшет. Чарӑн тесен те ҫын теприн патне ҫулӑхма пӑрахмасть.

Ар ҫыхӑнӑвне кӗрес тесе ҫулӑхни вӑл шӳт мар. Вӑл ҫынна ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнипе вӗҫленме пултарать.