1-МӖШ ХЫҪСӐМАХ
Эпир каласа пама юратакан чӑнлӑхсем
Иисус тӳркӑмӑллӑ ҫынсем ырӑ хыпара илтсен, вӑл чӑнлӑх пулнине ӑнланса илӗҫ тенӗ (Иоанн 10:4, 27). Ҫавӑнпа та эпир ҫынсене май килнӗ чухне кашнинче Библири ансат чӑнлӑхсене каласа парасшӑн. Ҫакна тӑвас тесе «Эсир ҫакна пӗлетӗр-и...» е «Эсир ҫакӑн ҫинчен илтнӗ-и...» тесе ыйтса калаҫу пуҫласа пӑхӑр. Унтан Библирен ҫавна ҫирӗплетсе паракан сӑвӑ йӗркине кӑтартӑр. Ҫапла эсир ҫын чӗрине чӑнлӑх вӑрлӑхне акма пултаратӑр, Турӑ вара ӑна ӳстерме пултарать (1 Кор. 3:6, 7).
ПУЛАСЛӐХ
-
1. Тӗнчере пулса иртекен ӗҫсем тата ҫынсем хӑйсене мӗнле тытни кӗҫех пурте улшӑнассине кӑтартса парать (Матф. 24:3, 7, 8; Лука 21:10, 11; 2 Тим. 3:1—5).
-
2. Ҫӗр нихӑҫан та пӗтмӗ (Пс. 103:5; Еккл. 1:4).
-
3. Ҫӗр ҫинчи экологи йӗркене кӗрӗ (Ис. 35:1, 2; Ӳлӗм. 11:18).
-
4. Пурте сып-сывӑ пулӗҫ (Ис. 33:24; 35:5, 6).
-
5. Эсир ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултаратӑр (Пс. 36:29; Матф. 5:5).
ҪЕМЬЕ
-
6. Упӑшкин «хӑйӗн арӑмне хӑйне хӑй юратнӑ пек» юратмалла (Эф. 5:33; Кол. 3:19).
-
7. Арӑмӗн «хӑйӗн упӑшкине чунтан» хисеплемелле (Эф. 5:33; Кол. 3:18).
-
8. Упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулмалла (Мал. 2:16; Матф. 19:4—6, 9; Евр. 13:4).
-
9. Ашшӗ-амӑшне итлекен тата хисеплекен ачасене телейлӗ пуласлӑх кӗтет (Ытар. 1:8, 9; Эф. 6:1—3).
ТУРӐ
-
10. Туррӑн ят пур (Пс. 83:18, ҪТ; Иер. 10:10, ҪТ).
-
11. Туррӑн ҫынсем валли питӗ кирлӗ хыпар пур (2 Тим. 3:16, 17; 2 Пётр 1:20, 21).
-
12. Турӑ тӗрӗслӗхе юратать тата ҫынна камне кура уйӑрмасть (Сак. аст. 10:17; Ап. ӗҫ. 10:34, 35).
-
13. Турӑ пире пулӑшасшӑн (Пс. 45:2; 144:18, 19).
КӖЛӖ
-
14. Турӑ пире хӑйне кӗлтуччӑр тет (Пс. 61:9; 64:3; 1 Пётр 5:7).
-
15. Библире мӗнле кӗлтумалли ҫинчен каланӑ (Матф. 6:7—13; Лука 11:1—4).
-
16. Пирӗн час-часах кӗлтумалла (Матф. 7:7, 8; 1 Фес. 5:17).
ИИСУС ХРИСТОС
-
17. Иисус Христос вӑл — аслӑ вӗрентекен. Унӑн канашӗсем паянхи кун та усӑ параҫҫӗ (Матф. 6:14, 15, 34; 7:12).
-
18. Хальхи вӑхӑтра пулса пыракан событисене Иисус малтанах каласа хунӑ пулнӑ (Матф. 24:3, 7, 8, 14; Лука 21:10, 11).
-
19. Иисус Христос вӑл — Турӑ Ывӑлӗ (Матф. 16:16; Иоанн 3:16; 1 Иоанн 4:15).
-
20. Иисус Христос вӑл — Турӑ мар (Иоанн 14:28; 1 Кор. 11:3).
ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖ
-
21. Турӑ Патшалӑхӗ вӑл — тӳпери правительство (Дан. 2:44; 7:13, 14; Матф. 6:9, 10; Ӳлӗм. 11:15).
-
22. Ҫынсен правительствисем вырӑнне Турӑ Патшалӑхӗ пулӗ (Пс. 2:7—9; Дан. 2:44).
-
23. Турӑ Патшалӑхӗ кӑна этемлӗхӗн пур йывӑрлӑхне те татса пама пултарать (Пс. 36:10, 11; 45:10; Ис. 65:21—23).
ХӖН-АСАП
-
24. Эпир куракан хӗн-асапшӑн Турӑ айӑплӑ мар (Сак. аст. 32:4; Иак. 1:13).
-
25. Ҫак тӗнче Шуйттан аллинче (Лука 4:5, 6; 1 Иоанн 5:19).
-
26. Турӑ эпир мӗнле хӗн-асап курнине пӗлет тата вӑл пире пулӑшасшӑн (Пс. 33:18—20; Ис. 41:10, 13).
-
27. Кӗҫех Турӑ пур хӗн-асапа та пӗтерӗ (Ис. 65:17; Ӳлӗм. 21:3, 4).
ВИЛӖМ
-
28. Ҫын вилсен, вӑл пурӑнма пӑрахать; вилнисем асапланмаҫҫӗ (Еккл. 9:5; Иоанн 11:11—14).
-
29. Вилнисем пире пулӑшма та, сиен тума та пултараймаҫҫӗ (Пс. 145:4; Еккл. 9:6, 10).
-
30. Пирӗн вилнӗ юратнӑ ҫынсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ (Иов 14:13—15; Иоанн 5:28, 29; Ап. ӗҫ. 24:15).
-
31. Кӗҫех «вилӗм... урӑх» пулмӗ (Ӳлӗм. 21:3, 4; Ис. 25:8).
ТӖН
-
32. Турӑ пур тӗне те ырламасть (Иер. 7:11; Матф. 7:13, 14, 21—23).
-
33. Турӑ икӗпитлӗхе кураймасть (Ис. 29:13; Мих. 3:11; Марк 7:6—8).
-
34. Чӑн тӗнӗн тӗп уйрӑмлӑхӗ вӑл — юрату (Мих. 4:3; Иоанн 13:34, 35).