Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ХАТӖРЛӖР

11-МӖШ УРОК

Ансатлӑх

Ансатлӑх

Библири принцип: «Ӑнланма йывӑр сӑмахсене калатӑр пулсан, эсир мӗн каланине кам ӑнланӗ?» (1 Кор. 14:9).

Иисус мӗн тунӑ?

1. ВИДЕО пӑхӑр е Матфей 6:25—27 вулӑр. Унтан ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:

  1.   а) Иегова ҫынсемшӗн тӑрӑшнине кӑтартас тесе Иисус мӗнле тӗслӗх илсе панӑ?

  2.  ӑ) Иисус кайӑксем ҫинчен нумай мӗн пӗлнӗ пулин те, мӗншӗн вӑл пӗр япала ҫине ҫеҫ тимлеттернӗ? Мӗншӗн ҫакӑн пирки ӑнӑҫлӑ меслет теме пулать?

Иисусран эпир мӗне вӗренетпӗр?

2. Эпир мӗнле вӗрентни ансат та ӑнланмалла пулсан, ҫынна ҫавна астуса юлма ҫӑмӑлтарах пулать. Унсӑр пуҫне, ҫакӑ ун чӗрине пырса тивме пултарать.

Иисусран тӗслӗх илӗр

3. Нумай ан калаҫӑр. Пӗр-пӗр тема ҫинчен хӑвӑр мӗн пӗлнине пӗтӗмпех каласа парас вырӑнне вӗренмелли публикацири материала тытса пырӑр. Ыйту панӑ хыҫҫӑн Библи вӗренекен хуравласса кӗтӗр. Вӑл ыйту ҫине мӗнле хуравламаллине пӗлмест пулсан е вӑл мӗн калани Библипе килӗшсе тӑмасть пулсан, ӑна ытти ыйтусем парса тӗрӗс шухӑш патне ҫитме пулӑшӑр. Вӗренекен тӗп шухӑша ӑнланса илсен, тӳрех тепӗр пункт ҫине куҫӑр.

4. Библи вӗренекене унччен эсир унпа мӗн сӳтсе явнипе ҫӗнӗ пӗлӳсем хушшинчи ҫыхӑнӑва курма пулӑшӑр. Сӑмахран, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен калакан урока пӑхса тухас умӗн Библи вӗренекенпе ҫын вилсен унпа мӗн пулни ҫинчен вӑл мӗн пӗлнине кӗскен сӳтсе явма пулать.

5. Тӗслӗхсемпе асӑрхануллӑн усӑ курӑр. Пӗр-пӗр тӗслӗх илсе парас умӗн хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр:

  1.   а) Ҫак тӗслӗх ансат-и?

  2.  ӑ) Библи вӗренекен ҫынна ҫакна ӑнланма ҫӑмӑл пулӗ-ши?

  3.  б) Вӗренекен мӗн астуса юлӗ: тӗп шухӑша-и е тӗслӗхе ҫеҫ-и?

ҪАКСЕНЕ ТЕ ПӐХӐР