Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

74-МӖШ ЮРӐ

Патшалӑх юррине пӗрле юрлар!

Патшалӑх юррине пӗрле юрлар!

(Псалом 97:1)

  1. 1. Ҫак ҫӗнтерӳ юрри — хаваслӑ юрӑ,

    Аслӑласа мухтать ҫӳлти Турра,

    Сӑмахӗсем пире параҫҫӗ шанчӑк.

    Кӗвви янрать, ӑна пӗрле юрлар:

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ҫӳлти Турра кил пуҫҫапма.

    Христос — Патша, хыпар кала.

    Турра пуҫ тай, ятне чысла янравлӑн.

    Пӗрле юрлар Патшалӑх юррине.

  2. 2. Ҫак юрӑпа Патшалӑха мухтатпӑр:

    Христос ҫӳлтен ертсе пырать пире;

    Сӑваплӑ халӑх ҫӗр ҫинче ҫуралнӑ,

    Патшалӑха илет вӑл еткере.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ҫӳлти Турра кил пуҫҫапма.

    Христос — Патша, хыпар кала.

    Турра пуҫ тай, ятне чысла янравлӑн.

    Пӗрле юрлар Патшалӑх юррине.

  3. 3. Йӑваш ҫынсем ҫак ҫӗн юрра вӗренччӗр,

    Сӑмахӗсем илемлӗ те ансат.

    Паян ӑна нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ,

    Ыттисене чӗнеҫҫӗ юрлама:

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ҫӳлти Турра кил пуҫҫапма.

    Христос — Патша, хыпар кала.

    Турра пуҫ тай, ятне чысла янравлӑн.

    Пӗрле юрлар Патшалӑх юррине.

(Ҫавӑн пекех Пс. 94:6; 1 Петр 2:9, 10; Ӳлӗм. 12:10 пӑхӑр.)