Ӗненӗве ҫирӗплетеп
Уҫласа илӗр:
1. «Ҫак ҫулпа чӑнах та-и ман каймалла?» —
Ыйтаттӑм эп.
Хамӑн ӑшра тем шутлаттӑм. Пӗрмай аптраттӑм
Тӗнче хӗснипе.
Халӗ уҫҫӑнах курап: эп чӑн ҫулпа пырап.
Тӗрӗс шутлама чӑрмантарсан мана,
Эп тӑвап ҫакна:
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Ҫирӗплетеп ӗненӗве.
Пӗтерӗп иккӗленӗве.
Турра ыйтатӑп пулӑшма.
Вӑл итлет кӗлле,
Парать шӑп мӗн кирлине.
Ӗненӗве
Ҫирӗплетеп,
Тӗреклетеп.
2. Ҫак тӗнче ырӑпа усал мӗн иккенне
Курма памасть.
Тӗнчене ӗненместӗп, хамах пӗлеп теместӗп,
Ҫулран пӑрӑнмасп.
Эпӗ Шуйттана памасп хама улталама.
Иегова чӑннине мана калать,
Чӗрем ӑна шанать.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Ҫирӗплетеп ӗненӗве.
Пӗтерӗп иккӗленӗве.
Турра ыйтатӑп пулӑшма.
Вӑл итлет кӗлле,
Парать шӑп мӗн кирлине.
Ӗненӗве
Ҫирӗплетеп,
Тӗреклетеп.
КАҪӐ
Эп Библие вуласа шухӑшлатӑп.
Вӑл манӑн кӗлле илтнине куратӑп.
Вӑл пулӑшнипе эп хам ӗненӗве
Ҫирӗплетеп.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Ҫирӗплетеп ӗненӗве.
Пӗтерӗп иккӗленӗве.
Турра ыйтатӑп пулӑшма.
Вӑл итлет кӗлле,
Парать шӑп мӗн кирлине.
Ӗненӗве
Ҫирӗплетеп,
Тӗреклетеп.
Ӗненӗве
Ҫирӗплетеп,
Тӗреклетеп.