Библие улшӑнусем е тӗрӗс маррине кӗртнӗ-и?
Ҫук. Авалхи алҫырусене танлаштарса пӑхни — ӗмӗрсем хушши ҫав алҫырусене ҫӗрсе пӗтекен материалсенчен тунине пӑхмасӑрах — Библи, тӗпрен илсен, улшӑнмасӑр тӑрса юлнине кӑтартса парать.
Ҫакӑ Библие ҫырса илекенсем йӑнӑшсем тунине пӗлтерет-и?
Ку таранччен Библири кӗнекесен пин-пин авалхи алҫырӑвне тупнӑ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисенче уйрӑмлӑхсем пур, ҫаксем вӗсене ҫырса илекенсем йӑнӑшсем тунине кӑтартса параҫҫӗ. Ҫак уйрӑмлӑхсенчен нумайӑшӗ питӗ пӗчӗк, ҫавӑнпа текстӑн пӗлтерӗшне улӑштармаҫҫӗ. Анчах та темиҫе пысӑк уйрӑмлӑх та тупнӑ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисене Библири текста юриех улӑштарас тесе авалах кӗртнӗ пулмалла. Икӗ тӗслӗх пӑхса тухар:
Библин хӑш-пӗр ӗлӗкхи куҫарӑвӗсенче 1 Иоанн 5:7-мӗшӗнче ҫапла калани пур: «Пӗлӗт ҫинче... Атте Турӑ, Сӑмах Турӑ, Святой Сывлӑш Турӑ; Вӗсем виҫҫӗшӗ пӗрре пулаҫҫӗ». Анчах та чи малтанхи текстра ҫак сӑмахсем пулманнине шанӑҫа тивӗҫлӗ алҫырусем ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Вӗсене каярах хушса хунӑ пулнӑ a. Ҫавӑнпа та Библин хальхи шанчӑклӑ куҫарӑвӗсенче ҫак сӑмахсем ҫук.
Туррӑн ячӗ Библин авалхи алҫырӑвӗсенче пин-пин хут тӗл пулать. Анчах та Библи куҫарӑвӗсенче нумайӑшӗнче ӑна «Ҫӳлхуҫа» е «Турӑ» текен титулсемпе улӑштарнӑ.
Мӗншӗн эпир унта хальлӗхе тупман йӑнӑшсем нумай мар теме пултаратпӑр?
Хальхи вӑхӑт тӗлнелле питӗ нумай алҫыру тупнӑ, ҫапла вара йӑнӑшсене палӑртма тата ҫӑмӑлтарах b. Ҫав алҫырусене пӗр-пӗринпе танлаштарса пӑхни хальхи Библи тӗрӗс пулнипе пулманни пирки мӗн кӑтартса парать?
Еврей Ҫырӑвӗсен (ӑна «Авалхи Халал» ятпа та пӗлеҫҫӗ) тексчӗ пирки Уильям Грин учёнӑй ҫапла палӑртнӑ: «Нимӗнле авалхи произведение те ҫавӑн пек тӗп-тӗрӗс пӗлтермен тесе пӗр иккӗленмесӗр калама пулать».
Христианла Грек Ҫырӑвӗсем, е «Ҫӗнӗ Халал», пирки Фредерик Брюс библеист ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӗнӗ Халалӑн тексчӗсем тӗрӗс пулнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем авалхи классиксен произведенийӗсенчен чылай нумайрах, ҫапах та ҫав классиксен произведенийӗсем пирки никамӑн та иккӗленӳсем ҫук».
Фредерик Кеньон сэр, Библин алҫырӑвӗсене тӗпчес енӗпе ӗҫлекен паллӑ ҫын, ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ: «Христианин хӑйӗн аллине Библи илсен, унӑн аллинче ӗмӗрсем хушшинче ӑруран ӑрӑва куҫса пырса пирӗн вӑхӑта улшӑнмасӑр ҫитнӗ чӑн-чӑн Турӑ Сӑмахӗ тесе хӑюллӑн тата пӗр иккӗленмесӗр калама пулать».
Библири текста тӗп-тӗрӗс ҫырса панине кӑтартакан тата мӗнле сӑлтавсем пур?
Текстӑн копийӗсене тӑвакан еврейсем те, христиансем те Туррӑн халӑхӗ c тунӑ пысӑк йӑнӑшсем ҫинчен каланӑ вырӑнсене улӑштарман (Йыша шутлани 20:12; 2 Патшасен 11:2—4; Галати 2:11—14). Вӗсем текстра ӑҫта иудейсене итлеменшӗн айӑпланӑ тата ҫынсем шутласа кӑларнӑ вӗрентӳсене питленӗ, ҫав вырӑнсене те упраса хӑварнӑ (Осия 4:2; Малахия 2:8, 9; Матфей 23:8, 9; 1 Иоанн 5:21). Ҫав вырӑнсене пӗр улӑштармасӑр ҫырса илнипе ҫав копи тӑвакансем шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫынсем пулнине тата Туррӑн сӑваплӑ Сӑмахне питӗ хакланине кӑтартса панӑ.
Библие ҫырма Турӑ хавхалантарнӑ пулсан, вӑл унти текст тӗрӗс пултӑр тесе тӑрӑшнӑ пулӗччӗ мар-и? d (Исаия 40:8; 1 Петр 1:24, 25). Турӑ Библие парасса та ҫак кӗнеке авалхи вӑхӑтра пурӑннӑ ҫынсене ҫеҫ мар, хальхи вӑхӑтра пурӑнакан ҫынсене те усӑ пама пултартӑр тесе панӑ (1 Коринф 10:11). Библире хӑйӗнче каланӑ тӑрӑх, «тӳсӗмлӗ пулса, Ҫыру сӑмахӗпе лӑпланса шанӑҫа татмасӑр пурӑнтарасшӑн ӗлӗк мӗн ҫырнине пурне те пире ӳкӗтлесе ҫырнӑ» (Рим 15:4).
Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем Еврей Ҫырӑвӗсен алпа ҫырнӑ копийӗсенчи цитатӑсемпе усӑ курнӑ, анчах вӗсем нихӑҫан та унти текст тӗрӗс мар тесе каламан (Лука 4:16—21; Апостолсен ӗҫӗсем 17:1—3).
a Ҫак сӑмахсем Синай кодексӗнче, Александрия кодексӗнче, Ватикан алҫырӑвӗнче1209, латинла Вульгатӑн чи малтанхи текстӗнче, Филоксенӑн тата Гераклийӑн Сири куҫарӑвӗсенче тата Сири Пешиттенче ҫук.
b Сӑмахран, Ҫӗнӗ Халалӑн, урӑхла каласан, Христианла Грек Ҫырӑвӗсен 5 000 ытла алҫырӑвне тупнӑ; вӗсене грек чӗлхипе ҫырнӑ пулнӑ.
c Библире Туррӑн ӗҫлекенӗсене пӗр ҫылӑхсӑр ҫынсем пек кӑтартман. Унта ҫапла каланӑ: «Ҫылӑха кӗмен ҫын ҫук» (3 Патшасен 8:46).
d Библире каланӑ тӑрӑх, Турӑ унта ҫырса хунӑ кашни сӑмаха каласа ҫырттарман, анчах та вӑл ҫак кӗнекене ҫыракансене хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерсе тӑнӑ (2 Тимофей 3:16, 17; 2 Петр 1:21).