Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем политикӑна хутшӑнмаҫҫӗ?
Иегова Свидетелӗсем Библи мӗне вӗрентни тӑрӑх пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа политикӑна хутшӑнмаҫҫӗ. Эпир патшалӑх влаҫӗ ун пек е кун пек тутӑр тесе ун ҫине витӗм кӳме тӑрӑшмастпӑр, политика партийӗсемшӗн е уйрӑм ҫынсемшӗн сасӑламастпӑр, патшалӑхра пысӑк вырӑн йышӑнас тесе хамӑрӑн кандидатурӑна суйлама тӑратмастпӑр тата правительствӑна улӑштарма хӑтланмастпӑр. Эпир хамӑра ҫавнашкал тытма Библире витӗмлӗ сӑлтавсем ҫителӗклӗ тесе шутлатпӑр.
Эпир Иисус Христосран тӗслӗх илетпӗр, вӑл политика ӗҫӗсене хутшӑнма килӗшмен (Иоанн 6:15). Вӑл хӑй хыҫҫӑн пыракансене «тӗнченӗн мар» пулма вӗрентнӗ тата политика ыйтӑвӗсенче вӑл е ку ене йышӑнмалла мар тесе уҫҫӑн каланӑ (Иоанн 17:14, 16; 18:36; Марк 12:13—17).
Эпир Турӑ Патшалӑхне чун-чӗререн парӑнса пурӑнатпӑр, ҫав патшалӑх пирки Иисус каланӑ: «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтермешкӗн ҫак Евангелие пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тухӗҫ» (Матфей 24:14). Пире Турӑ Патшалӑхӗ килесси ҫинчен хыпар пӗлтерсе ҫӳреме хушнӑ тата, Турӑ Патшалӑхӗн представителӗсем пулнӑ май, эпир кирек хӑш ҫӗршыври политика ӗҫӗсене те, хамӑр ҫӗршыврисене те, хутшӑнмастпӑр (2 Коринф 5:20; Эфес 6:20).
Нейтралитет тытса тӑнӑран пирӗн кирек мӗнле политика майлӑ тӑракан ҫынсене те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерме сӑмах ирӗклӗхӗ пур. Эпир хамӑрӑн сӑмахсемпе те, ӗҫсемпе те Турӑ Патшалӑхӗ ҫеҫ тӗнчери йывӑрлӑхсене татса парассине шаннине кӑтартма тӑрӑшатпӑр (Псалом 55:12).
Эпир политика пирки тавлашмастпӑр, пирӗн пирки пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑх теме пулать (1 Петр 2:17; Колоссӑ 3:14). Политикӑна хутшӑнакан ытти тӗнсенче вара ҫав тӗне тытса тӑракансем хушшинче пӗрлӗх ҫук (1 Коринф 1:10).
Правительствӑсене хисеплени. Политикӑна хутшӑнмастпӑр пулин те, эпир хамӑр пурӑнакан ҫӗршыври правительство йышӑнакан вырӑна хисеплетпӗр. Ҫакӑ Библири хушупа килӗшсе тӑрать: «Пур чун та аслӑ пуҫлӑхсене пӑхӑнса пурӑнтӑр» (Рим 13:1). Эпир закона пӑхӑнса пурӑнатпӑр, налуксем тӳлетпӗр тата влаҫсем хӑйсен ҫӗршывӗнчи ҫынсене ырӑ тума йӗркеленӗ ӗҫсене хутшӑнатпӑр. Кам та пулин патшалӑхри влаҫа улӑштарма хӑтланнӑ чухне эпир ҫав ӗҫсене хутшӑнмастпӑр, анчах та Библире «патшасемпе пуҫлӑхсемшӗн кӗлтӑвӑр» тесе хушнине итлетпӗр, уйрӑмах вӗсем пире Турра ирӗклӗн пуҫҫапма май паракан йышӑнусем тунӑ чухне вӗсемшӗн кӗлтӑватпӑр (1 Тимофей 2:1, 2).
Эпир ҫавӑн пекех ҫынсен политика ыйтӑвӗсем тӗлӗшӗпе хӑйсен йышӑну тума ирӗк пуррине йышӑнатпӑр. Сӑмахран, эпир суйлав ирттерме чӑрмантармастпӑр тата сасӑлама шут тытнӑ ҫынсене чарса тӑмастпӑр.
Эпир политикӑна хутшӑнманни вӑл темӗнле ҫӗнӗлӗх-ши? Ҫук. Апостолсем те, пӗрремӗш ӗмӗрти ытти христиансем те патшалӑх влаҫӗ тӗлӗшӗпе хӑйсене шӑп ҫапла тытнӑ. Христиансен нейтралитечӗ пирки пӗр кӗнекере каланӑ: «Малтанхи христиансем влаҫа хисеплесси хӑйсен тивӗҫӗ тесе шутланӑ пулин те, вӗсем политикӑна хутшӑнма юрамасть тенӗ» (Beyond Good Intentions). Ҫавӑн пекех «На пути к цивилизации» кӗнекере малтанхи христиансем «политикӑра должность йышӑнман» тесе ҫырнӑ (On the Road to Civilization).
Эпир нейтралитет тытса тӑни халӑхшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать-и? Ҫук. Эпир килӗштерсе пурӑнма юратакан ҫынсем, влаҫсен пирӗнтен хӑрама сӑлтавсем ҫук. Украинӑри наукӑсен наци академийӗн 2001 ҫулти отчетӗнче эпир нейтралитет тытса тӑни пирки акӑ мӗн каланӑ: «Паян хӑшӗ-пӗрисене Иегова Свидетелӗсем нейтралитет тытса тӑни килӗшмест те пулӗ; вӗсене унччен те ҫавӑншӑнах тоталитарлӑ нацистсен тата коммунистсен влаҫӗ хӗсӗрленӗ». Совет Союзӗнче репрессисем пулнӑ вӑхӑтра та Свидетельсем «закона пӑхӑнса пурӑннӑ. Вӗсем тӳрӗ кӑмӑлпа, хӑйсене шеллемесӗр колхозсенче тата промышленность предприятийӗсенче ӗҫленӗ, совет влаҫӗшӗн нимле хӑрушлӑх та кӑларса тӑратман». Отчетра Иегова Свидетелӗсем мӗне ӗненни тата мӗнле ӗҫсем туни паян нимӗнле майпа та «нихӑш ҫӗршывшӑн та, патшалӑх пӗр пӗтӗмлӗхӗшӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть» тесе пӗтӗмлетсе каланӑ.